Комментари хушас

7 Çурла, 2015

Çынсен савăнăçĕпе телейĕ ĕçлеме хавхалантарать

Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ «Комплекс» строительство фирмине Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Предприяти çĕклекен çуртсем пахалăхпа, хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса, палăрса тăраççĕ. 25 çул хушшинче фирма строительство рынокĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнма пултарнă. «Паллах, çурта йÿнĕ материалпа, пахалăх çине алă сулса питĕ хăвăрт хута яма, çапла майпа пысăк укçа ĕçлесе илме пулать, - çирĕплетет фирма директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Валерий Гордеев. - Анчах эпир урăх çул суйласа илтĕмĕр: мĕнпур ĕçе тĕплĕ тумалла, хваттерсем хăтлă, унта пурăнакансемшĕн меллĕ пулччăр». Çак принципсене тĕпе хурса ĕçлени ырă çимĕç кÿретех. «Комплекс» хваттерĕсем пуринчен те лайăх» тенине час-часах илтме пулать.

«Комплекс» - тулли производство пĕрлĕхĕ

ВАЛЕРИЙ ГОРДЕЕВ: «ÇЫНСЕМ ТĔРЛĔ СТРОИТЕЛЬСТВО ПРЕДПРИЯТИЙĔНЧЕ ПУЛСА КУРНĂ ХЫÇÇĂН: «СИРĔН ХВАТТЕРСЕМ ПУРИНЧЕН ТЕ ЛАЙĂХХИ», - ТЕНИНЕ ИЛТМЕ КĂМĂЛЛĂ»

Çулсерен августăн иккĕмĕш вырсарникунĕнче строительсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. «Ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли вăхăт вăл пирĕншĕн», - тенĕччĕ пĕррехинче Валерий Николаевич. Кăçал уява «Комплекс» коллективĕ мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет-ха? Мĕн савăнтарать? Мĕн хурлантарать? Предприяти ертÿçине кулленхи ĕç-хĕл, малашлăх çинчен каласа кăтартма сĕнтĕмĕр.

- Паянхи пурнăçа çăмăл тееймĕн. Çĕршыври кризис, ытти... Уйрăмах строительсене çăмăл мар. Çурт тума укçа кирлĕ. Анчах çав укçан ытларах пайĕ кредитран тăрать. Эпир, тĕпрен илсен, пая кĕрекенсем валли çуртсем тăватпăр. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал пая кĕрес текенсен йышĕ икĕ хут сахалрах. Çакнашкал лару-тăру çулталăк пуçламăшĕнче банксем кредит паманран та сиксе тухрĕ. Халĕ ку ыйтăва татса панă ĕнтĕ. Перекет банкĕпе, «ВТБ24», «Татфондбанк», «Россельхозбанк» банксемпе тата ыттисемпе ăнăçлă ĕçлетпĕр, - Валерий Николаевич калаçăва кăшт пусăрăнчăкрах шухăш-туйăмпа пуçларĕ пулин те юлашкинчен çапах та кăмăл çирĕплĕхĕпе, малашлăха шанни-ĕненнине палăртса сăмаха пĕтĕмлетрĕ: «Йывăрлăхсем çук мар, апла пулин те ĕçсем палăртнă пекех пулса пыраççĕ».

Çăмăл мар çулсенче ĕçе пикеннĕ «Комплекс» ку таранччен темĕн тĕрлине те курнă.

- 1990 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче виççĕн кооператива регистрациленĕшĕн 21 тенкĕ тÿлерĕмĕр. Урăх укçа та, база та - нимĕн те пулман. Халĕ кирек мĕн чухлĕ паха та лайăх çурт тума пултаратпăр, - терĕ калаçăва малалла тăсса Валерий Николаевич. - Малтанхи çулсенче республикăра пысăк стройкăсем пуçлама майсем çукрахчĕ. Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенче, Тольяттире, Новокуйбышевскра, Сызраньте ĕçлерĕмĕр. Материалсене Çĕнĕ Шупашкарти Çурт тăвакан комбинатран Атăл тăрăх баржăсемпе юхтарнă, чукун çулпа, автотранспортпа турттарнă. Аякри çĕрсенче укçа ĕçлесе илнĕ хыççăн тăван Чăваш Енре çуртсем хăпартма тытăнтăмăр.

Хальхи вăхăтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар урамĕсенче «Комплекс» хута янă сахал мар çурта курма пулать. Илемлĕ вĕсем, хăйнеевĕрлĕ. «Хамăр çулнă утта капанранах паллатпăр» - пĕр юрăра çакнашкал йĕркесем пур. Çак сăмахсене «Комплекс» çурчĕсем пирки каланăнах туйăнать, мĕншĕн тесен вĕсене те аякранах уйăрса илме пулать. Çавнашкал хăйнеевĕрлĕ об<ектсем Çĕнĕ Шупашкарта тата та пулĕç-ха. Хальхи вăхăтра фирма çĕнĕ «Спутник» микрорайон çĕклет. Микрорайона мухтавлă ентешĕмĕре Андриян Николаев летчик космонавта тата çамрăк хулан никĕсне хывнă çынсене хисеплесе çапла ят панă. Чи хитре тата чи вырăнлă ята «Грани» хаçат конкурс ирттерсех шыранă.

- Строительсен тата Винокуров урамĕсем хĕресленнĕ тĕлти 4,5 гектар çĕре 2012 çулта аукционра выляса илтĕмĕр. Хула администрацийĕ çирĕплетнĕ проектпа килĕшÿллĕн çак лаптăкра ултă çурт, 140 вырăнлă ача сачĕ тата автопарковка пулмалла. 54 хваттерлĕ тăхăр хутлă икĕ çурта хута янă ĕнтĕ. Унта пушă хваттерсем çук, пурне те туянса пĕтернĕ. Виççĕмĕш çурт та хатĕрпе пĕрех. Документсене йĕркелесе çитермелли кăна юлнă. Тепĕр çурта декабрь вĕçĕнче хута яма палăртнă. Кунта хваттерсен 70 процентне сутса пĕтернĕ. Кашни кунах пайçăсем килеççĕ, килĕшÿ тăватпăр. Юлашки икĕ çурта икĕ тапхăрпа хута ямалла. Пĕрремĕш позицие - 2016 çулхи декабрьте, иккĕмĕшне - 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта, - строительсем кал-кал ĕçленине палăртса пĕлтерчĕ Валерий Николаевич.

Микрорайон хăтлă тата меллĕ пуласси иккĕлентермест.

- Çĕнĕ çуртсенче çамрăк çемьесем пурăнма пуçлаççĕ. Пĕчĕк ачасем çуралаççех. Çавна май ача сачĕ кирлех, - шухăшлăн пĕлтерет Валерий Николаевич. - Паян кашни çемьерех икĕ-виçĕ машина. Юлашки çулсенче техникăна лартма вырăн тупасси Шупашкаршăн кăна мар, Çĕнĕ Шупашкаршăн та çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Çакна та шута илнĕ. Парковка проекчĕ хатĕр. Кашни çуртрах лавкка, кафе, офиссем, тĕрлĕ мастерской валли лаптăк уйăрнă. Кĕскен каласан, тулли пурнăç валли мĕн кирли йăлтах пулĕ кунта.

Палăртмасăр иртме çук: юлашки çулсенче «Комплекс» ытларах Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет. Кăçал, сăмахран, хулара 57 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртнă. Çак виçерен çуррине яхăн - фирмăн лаптăкĕсем. Шупашкарта та «Комплекс» строителĕсем çĕкленĕ об<ектсене курма пулать. Тĕслĕхрен, Афанасьев, Чапаев, Шумилов, Ленин комсомолĕн, Ислюков урамĕсене илем кÿреççĕ вĕсем. Унти хваттерсене те çийĕнчех сутса пĕтернĕ. Çынсем вĕсене туянса йăнăш туманнине çине-çинех пĕлтереççĕ. 1, 2 пÿлĕмлĕ хваттерсем çамрăк çемьесемшĕн уйрăмах меллĕ. Пахалăхĕпе те вĕсем элита çурт-йĕрĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ.

«Комплекс» фирма яланах халăх кăмăлне тĕпе хурса ĕçлет. Çурт пахалăхне ÿстерес тата ĕçе хăвăртлатас тесен хальхи саманара çĕнĕ технологисемпе усă курмалла. Иккĕленÿ çук: фирма пурнăçпа тан утать.

- Йывăçа, хĕртнĕ тăма е, урăхла каласан, чăн-чăн строительство материалĕсене ытларах килĕштеретпĕр. Австрири «Wienerber.er" компани туса кăларакан кирпĕчпе анлă усă куратпăр. Сăмах май, Раççейре ку материалпа эпир пĕрремĕш 9 хутлă çурт туса лартрăмăр. Çакна Санкт-Петербургри строительство куравĕнче те палăртнăччĕ. Хальхи вăхăтра çавăн пекех каркас-монолит меслечĕ ăнăçлă шутланать. Ăшă приборĕсем - нимĕçсен "Viessman" фирмин. Вĕсем хаклăрах пулин те шанчăклă, газа перекетлеççĕ, усă курма меллĕ. Радиаторсене "Kermi", тимĕрпластик пăрăхсене "Uponor" фирмăсенчен туянатпăр, - пĕлтерчĕ В.Гордеев.

Фирмăн техники те çĕнĕ йышши. Нумаях пулмасть французсен «Potain" компанийĕнчен башньăллă крансем туяннă. Çĕр алтакан техника та ют çĕршывра туса кăларни. Бульдозерсемпе миксерсем, панелевозсемпе самосвалсем те çĕнĕ. Вĕсен хăвачĕ пысăк, çавна май ĕç тухăçлăхĕ темиçе хут ÿсет. Хăватлă техникăн ĕçсĕр лармалла мар. Валерий Николаевич каланă тăрăх - "Спутникре" стройка вĕçленнĕ хыççăн вĕсем урăх об<ектсене куçаççĕ. Тĕслĕхрен, Хĕвелтухăç урамне. Кунта 9 хутлă "çурта"-çурт лартма аукционта çĕр лаптăкĕ выляса илнĕ. Хальхи вăхăтра ку вырăнта çĕр ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăн пекех Шупашкарти Матэ Залка урамĕнче виçĕ пысăк çурт тăвасшăн.

"Комплексăн” производство бази Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă. Унччен Çурт тăвакан комбинат никĕсĕ çинче аталанса кайнăскер вăл. Кунта хальхи вăхăтра тĕрлĕ цех ĕçлет: тимĕр-бетон изделисен, бетонпа раствор, арматура, столяр цехĕсем пур. Предприяти хăех йывăç алăксем, чÿречесем, тимĕр конструкцисем, бетон туса хатĕрлет. Автотехника та ĕçрен пушă вăхăтра çак базăра ларать. Кĕскен каласан, "Комплекс” ят темиçе компание пĕрлештерет, тулли производство тытăмĕ пулса тăрать.

Валерий Николаевичпа калаçнă май вăл пултаруллă ертÿçĕ кăна мар, туйăмлă çын пулнине, тăван халăха юратнине, унăн аваллăхне хисепленине те аван туйса илтĕм. "Комплекс” строителĕсем ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Темиçе çул каялла вĕсем Шупашкар кÿлмекĕнче вырнаçнă çурта, унта хăй вăхăтĕнче чăваш халăх поэчĕ Çеçпĕл Мишши ĕçлесе пурăннă, юсаса çĕнетнĕ. Çапла майпа истори палăкне çамрăк ăрусем валли сыхласа хăварнă. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарти Аслă кнеç Владимир соборĕ çумĕнче часовня туса лартнă. Ун тăррине 16,5 тонна таякан чан вырнаçтарнă. "?лĕмрен пире хăватлă çак чан сасси пăтрашуллă тĕнче авăрне сĕтĕрекен кулленхи хĕвĕшÿрен сыхлакан сиплĕ кĕлле йыхравлĕ", - тесе хула çыннисем строительсене тав тăваççĕ.

 

Ĕç çынни тĕслĕх пултăр

Манăн шухăшăмпа, республика, çĕршыв ят-сумне çĕклекенсем - патшалăх экономикинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан предприятисем кăна мар. Çав предприятисен хăватне ÿстерекен ĕç аллисем мухтава тивĕç. Пултаруллă çынсем çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. "Комплекс” фирмăра та çакăн йышшисем сахал мар.

Валерий ГОРДЕЕВ, "Комплекс” строительство фирмин директорĕ:

- Предприятин тĕп шăнăрĕ, паллах, çынсем: ырми-канми тăрăшакан ĕçченсем тата шанчăклă партнерсем. Вĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕпе компание тикĕс аталанма тата тĕллевсене пурнăçа кĕртме майсем туса параççĕ. Коллектив туслă, çынсем пĕрне-пĕри хисеплеççĕ. Манăн заместительсем пурте совет саманинче пиçĕхсе пуян опыт пухнăскерсем. Ĕçрен каяс текен çук. Пирĕн пата ĕçлеме Мускавран, Чулхуларан, Тутар Республикинчен, ытти çĕртен бригадăсем килеççĕ.

Паян компание, иккĕленместĕп, республикăра чылайăшĕ пĕлет, малта пыракан предприятисен шутĕнче вăл. Çакăн сăлтавĕ питĕ ансат: эпир хамăрăн ăсталăха тата коллективăн ĕç пахалăхĕсене тĕпе хурса тата шанса ĕçлетпĕр.

Георгий ВИССАРОВ, директорăн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ:

- Хальхи вăхăтра 16 хутлă 204 хваттерлĕ çуртпа ĕçлетпĕр. Пĕр харăс икĕ под<езд хăпартатпăр. Строительсем лайăх çанталăкпа усă курса юласшăн. Икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Май килнĕ таран нумайрах ĕç туса ĕлкĕресшĕн. Пытармастăп: пирĕн организаци тăвакан çуртсенчи хваттерсене об<екта хута яричченех туянса пĕтереççĕ. Çакă савăнтарать: апла-тăк пирĕн продукци çынсен кăмăлне тивĕçтерет.

Евгений ПАВЛОВ, прораб:

- Эпĕ яланах строитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ку фирмăра 11 çул ĕçлетĕп. Тĕпрен илсен, ĕç мана питĕ килĕшет. Çумăр пулмасан, пылчăк çăрăлмасан тата та аван пулĕччĕ. Фирмăра питĕ тăрăшуллă çынсем ĕçлеççĕ. Уйрăмах Римма Егоровăн бригадине палăртас килет. Альбина Егорова, Света Карзакова, Елена Комар штукатур-малярсем хăйсен ĕçне пĕлсе тата вăхăтра туса пыраççĕ.

Алексей ВАЛЕНТИНОВ, прораб:

- Предприятире ăста, яваплăха туякан строительсем ĕçлеççĕ. Кран машинисчĕ Евгений Балденков пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Каменщиксен бригадирĕн Олег Федотовăн аллисем ылтăн, хăй те тăрăшса ĕçлет, ыттисене те ĕçлеттерме пĕлет. Кирпĕч хуракан Геннадий Костин, Евгений Костин, Валентин Павлов маттур. Вĕсен аллисем вăр-вар, палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ, маларах вĕçлени те час-часах пулать.

Фирмăра ĕçлеме килĕшет. 1997 çултанпа эпĕ кунта. Шалу вăхăтра параççĕ. 50 пине яхăн. Мускавринчен пĕрре те кая мар. Стройматериалсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Ĕç яланах пур. Ертÿлĕх пирки мухтав сăмахĕ кăна калассăм килет. Предприятире ĕçлекенсен кирек мĕнле çивĕч ыйтăвне те вăхăтра тата туллин татса параççĕ.

Константин ПАШИГОРЕВ, прораб:

- Хальхи вăхăтра Хĕвелтухăç урамĕнче ĕçлетпĕр. Кунта çитес вăхăтра 9 хутлă 54 хваттерлĕ çурт ÿссе ларĕ. Мухтанса каламастăп, пысăк пахалăхлă çуртсем тăватпăр. Фирма та пирĕн лайăх. Ĕçсене яланах вăхăтра пурнăçлать. Никĕс ярсанах çынсем килеççĕ: хваттер туянасшăн. Ку таранччен никамран та пирĕн хваттерсемпе кăмăлсăр пулнине курман, илтмен. Мĕншĕн тесен строительсем чунне парса ĕçлеççĕ. Алран кайтăр тени çук. Пурте яваплăха хисеплекен çынсем. Каменщиксен бригадирне Владимир Ловкина, Николай Яковлев инженер-геодезиста уйрăммăн палăртса хăварас килет. Коллективра хисеплĕ, вĕсем алă усса ларнине кураймăн.

Павел Фролков, производство базин пуçлăхĕ:

- Строительпе механизатор пĕр çыхăри тĕвĕ пек: пĕр-пĕринсĕр ниепле те ĕçлеме пултараймаççĕ. Материалсемпе вăхăтра тивĕçтереймесен стройка чарăнса ларать. Строительство вăл çавăн пек япала: унта хими те, физика та, сăрт-ту ĕçне пĕлни те кирлĕ. Çапла вара юлашкинчен хăтлă çурт çĕкленсе ларать. Паллах, çак ĕçре ертÿлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ĕç пахалăхĕ вăл тĕрĕс йышăну тунинчен нумай килет.

Пирĕн патра ĕçлес текен нумай. Анчах пушă вырăнсем çук. Ĕçрен каякан сайра. Хăшĕсем - пенсие, теприсем Çĕпĕр укçине ытараймасăр тухса каяççĕ. Пĕр-икĕ уйăхран каялла килеççĕ. Анчах кая юлнă. Коллектив никĕсĕ - предприяти йĕркеленсенех ĕçе килнĕскерсем. Йышлăн вĕсем. Сергей Иванов, Геннадий Яковлев, Александр Семенов тахçантанпах тăрăшса ĕçлеççĕ. Ертÿлĕх «выçă çын япăх ĕçлет» каларăш пĕлтерĕшне аван ăнланать. Çавăнпа тивĕçлĕ тÿлет, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенĕн ыйтăвĕсене те вăхăтра татса парать.

 

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ

Владимир СТЕПАНОВ, ЧР Стройминĕн патшалăх строительство надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ:

- Строительство уçлăхĕнче «Комплекс» тахçантанпах ĕçлет. Валерий Гордеев предприятие ансат мар вăхăтра, Совет Союзĕ арканнă тапхăрта, иртнĕ çулсен 90-мĕш çулĕсенче йĕркелесе янă. Предприятие вăл ура çине хăвăрт тăратма пултарнă. Хальхи вăхăтра кунта вăй хуракансенчен чылайăшĕ тахçан Çурт тăвакан комбинатра ĕçленĕ. Мĕнле комбинат пулнă-ха вăл? Совет саманинче вăл çăмăллăнах 300 пин ытла тăваткал метр хута яма пултарнă, çĕршывра малти вырăнсене йышăннă.

Чăваш строителĕсен ырă йăли-йĕркине «Комплекс» паянчченех упраса пурăнать. Вĕсем лайăх, хальхи йышши техника туяннă. Пахалăхлă çуртсем тăваççĕ. «Спутник», манăн шухăшăмпа, чи лайăх микрорайонсенчен пĕри пулать.

Паллах, вĕсен те «çылăхĕсем» çук мар. Пĕрремĕшĕнчен, «Комплекс» тĕлĕшпе çăхав паракан сахал. Иккĕмĕшĕнчен, пирĕн инспекторсем çитменлĕхсем çинчен асăрхаттарсан фирма мастерĕсемпе рабочийĕсем вĕсене çийĕнчех тÿрлетеççĕ. Ĕçе çапла тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани питĕ килĕшет.

Николай ИВАНОВ, «Благоустройство» ООО мастерĕ:

- «Комплекс» строительство фирмипе темиçе çул ĕçлетпĕр. Питĕ ăнăçлă генподрядчик вăл. Мĕнпур ыйтăва вăхăтра тата тивĕçлĕ татса параççĕ. «Спутник» микрорайонти 4, 5, 6 позицисен таврашĕнчи территори пысăках мар. Анчах 9 хутлă çакнашкал çуртсемшĕн çителĕклĕ. Кунта ача-пăча валли «Романа» фирма туса кăларакан ятарлă хатĕрсене вырнаçтарăпăр. Картишĕнче çавăн пекех чечексем, йывăç-тĕм ешерĕç. Спорта юратакансем валли тренажерсем лартăпăр. Микрорайон питĕ илемлĕ тата хăтлă пулĕ.

Елена, Шупашкарти Ислюков урамĕнчи 19-мĕш çуртра пурăнакан:

- Питĕ илемлĕ вырăн кунта. Атăл инçе мар. Сывлăш таса, шăв-шав илтĕнмест. Хваттерĕсем çутă, пÿлĕмсем питĕ меллĕ вырнаçнă. Строительство компанийĕ халăхшăн тăрăшни курăнать. Çуртпа юнашарах машинăсем лартма вырăн уйăрнă. Ачасем валли вăйă лапамĕ туса панă. «Комплекс» тунă çурта туяннăшăн пĕрре те ÿкĕнместпĕр.

Валентина БАГАДЕРОВА

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.