Комментари хушас

27 Çу, 2015

Хамăрăн тăрăшмалла

Камăн мĕн ыратать, вăл çавăн çинчен калаçать тенĕн çак статьяра "Хресчен сасси" хаçат вулаканĕсемпе пĕрле чуна уçас килет. Тен, хама канăç паман ыйту ыттисемшĕн те кăсăклă пулĕ, пĕр шухăшлисем тупăнĕç.

Хам кам пулнине пĕлтерем-ха апла. Сад ăсти теççĕ ман пеккисене. Хамăн аллăмсемпе лартса чĕртнĕ сад пахчинче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлесе чун-чĕре киленĕвне туятăп. Çак сада Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ял çыннисене асăнса 1990 çулта лартнă. Виçĕ гектара яхăн çĕр çинче вăй илнĕскер хăйне евĕрлĕ чĕрĕ сад-палăк шутланать. Пĕр енчен пăхсан куç тулли сад савăнтарать, анчах унăн нуши-терчĕ çинчен шухăшлакан пур-ши? Тепĕр чухне пуçра çапларах шухăш та вĕçсе иртет: кирлех-ши паян çак сад? Тахçан маларахрисем упранса юлнă пулсан, тен, вăл чăнахах та ытлашшиччĕ. Анчах сад ĕрчетес ĕç çине алă сулчĕç те пахчасем юхăнма тытăнчĕç. Сахал-и унашкаллисем пирĕн республикăра?

Тĕслĕх шыраса инçе каймалла мар. Пирĕн Аслă Çĕрпÿел ?Комсомольски районĕ% ял тăрăхĕнче виçĕччĕ вĕсем: Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче, Хирти Шăхасанта тата тăван Аслă Çĕрпÿелĕнче. Кунти сада "Красный Октябрь" хуçалăх саланса кайиччен кăшт маларах лартса чĕртнĕччĕ. Никам пăхса тăманран, тирпейлĕ хуçа пулманран иккĕшĕ куç умĕнчех пĕтрĕç вĕт. Пирĕн ялти кăна упранса юлчĕ. Эпĕ çак ĕçе пăрахса каяс пулсан ăна та çав шăпах кĕтет.

"Нимех те мар, çын вырăнне çын тупăнать", - тетĕр-и? Çук çав, пуринчен те сад ăсти пулмасть. Кунта вăйлă чун туртăмĕ кирлĕ, çак ĕçпе "чирлесе" кайни пĕлтерĕшлĕ. Етĕрне районĕнче паллă ертÿçĕ пулнă Аркадий Айдак пек çутçанталăкпа "чунпа чун калаçни" кирлĕ. Унашкал çын тупăнĕ тейĕпĕр. Анчах унăн пач хăйĕнчен килмен чăрмавсемпе тĕл пулма тивет-çке. Тĕслĕх шыраса каллех инçе каймăпăр.

Пĕлтĕр манăн пысăках мар сад пахчинче панулми ăнса пулчĕ. Сада чĕртнĕренпе те астумастăп ун пеккине. Тухăç йывăрăшне чăтаймасăр çĕр-çĕр улмуççи хуçăлса аманчĕ. Тĕревсем те пулăшаймарĕç. Панулмине ăçта та пулин вырнаçтармалла вĕт. Ку тĕлĕшпе икĕ хутчен Интернет урлă пĕлтерÿ турăмăр. Кăлăхах - усси пулмарĕ. Хамăрăн район хаçатĕнче маларах пĕлтернĕ пулсан, тен, ăнăçатчĕ. Панулмине вырнаçтарас ыйтупа Комсомольски райповĕн канашĕн пуçлăхĕ Е. Карпеев патне çитрĕм. Ăна та пысăк виçепе туянма меллĕ мар-мĕн - хĕлле валли упрама ятарлă хуралтăсем çук. Ара, çĕрулми путвалĕнче упраймăн-çке.

Хакне те ытла пысăк ыйтманччĕ. Енчен те Патăрьелĕнчи питомник халăха килограмне вунă тенкĕпе таттарнă, тăкăннине пилĕк тенкĕпе сутнă пулсан эпĕ çав хакăн çуррине кăна ыйтнă. Панулмийĕ вара çав тери пахалăхлăччĕ. Елчĕк пасарне тухсан халăх: "Эсир химикат сапса çавăн пек ÿстеретĕр пулĕ", - тесе тĕлĕннĕччĕ. Сада чĕртнĕренпе нихăш çул та хими препарачĕпе усă курман. Удобрени вырăнĕнче пахалăхлă тислĕк кăна пулнă. Ăна эпĕ йывăç айне чавнă хыççăн кĕркунне хывса хăваратăп. Çакăн усси питĕ пысăк, çуркунне юр шывĕпе пĕрле тымарсем патне вăл лайăх сăрхăнса çитет.

2005 çулта "Хыпар" хаçатра манăн "Сад савăнмасть саркайăк сассипе" статья пичетленнĕччĕ. Паян каллех унта çырни патне таврăнас килет, мĕншĕн тесен ыйту яланхиллех çивĕч тăрать. Мĕншĕн пĕр-пĕринпе кÿршĕллĕ виçĕ-тăватă районăн пĕрле канашласа улма-çырла сĕткенĕ хатĕрлекен цех тумалла мар? Капла ман пек çынсем хăйĕн тарĕпе ÿстернĕ çимĕçе ăçта вырнаçтарасси пирки кулянса пуç ватмĕччĕç.

Иртнĕ çултанпа ют патшалăхсем пире хăйсен таварне сутма пăрахнă пирки пахчаçимĕçе хамăра тăрантармалăх хамăрăнах çитĕнтермелли çинчен калаçма пуçларăмăр.Тĕрĕс шухăш, питех те пĕлтерĕшлĕ тĕллев! Мĕн пысăкăш çĕршывра пурăнатпăр, анчах хамăра хамăр тăрантараймастпăр. Мăшкăл мар-и? Пуçтарса илнĕ тухăçа та усăсăр çĕртсе яратпăр-çке. Хамăр патри улма-çырла валли ятарлă управсем тума мĕн чăрмантарать? Ютран кÿрсе килекеннишĕн пысăк виçеллĕ пошлина укçи илсе тăма, паллах, çăмăлрах пулнă. Анчах халĕ лару-тăру улшăнмалла. Çак çивĕч ыйтăва патшалăх шайĕнче ятарлă хушу кăларса татса пани питех те тĕрĕс утăм, кирлĕ ĕç пулмалла.

Вениамин СЕВЕРОВ, сад ăсти.

Комсомольски районĕ. Аслă Çĕрпÿел ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.