Комментари хушас

26 Çу, 2015

Вика Цыганова: «Чăваш Енре çынсем уçă та ырă кăмăллă»

Майăн 24-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре Раççей тава тивĕçлĕ артисткин Вика Цыгановăн «Ку вăл манăн Тăван çĕршыв» концерчĕ иртнĕ. Ăна Славян çырулăхĕпе культурин кунне халалланă. Мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе иртнĕ.

Республика юрăçăн кăмăлне кайнă. Уйрăмах ăна халăх уçă та ырă кăмăллă пулни килĕшнĕ. Юрăç мăшăрĕ, концерта ертсе пынă Вадим Цыганов палăртнă тăрăх - çĕршывра пурăнакансене пурне те аслă та хăватлă чĕлхемĕр тата хамăрăн пĕтĕмĕшле тăхăмсене ĕненни пĕрлештерсе тăраççĕ. Вăл Раççейпе Крым пĕрлешни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ.

Çавăн пекех вăл Чăваш Ен хăйнеевĕрлĕ республикăсенчен пĕри пулнине палăртрĕ: «Чăваш Ен Правительстви тĕрĕс çул-йĕрпе пырать. Шанса тăратăп, тепĕр икĕ çул иртсенех пирĕн çĕршыв çĕкленĕ, мĕншĕн тесен эпир хамăрпа, хамăрăн культурăпа, ăс-тăнпа, кăмăл-туйăмпа ĕçлеме пуçларăмăр. Кăмăл-туйăм çирĕпленсен ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пыратех!»

Концертра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ. Хула çыннисен ячĕпе вăл паллă юрăçа чечексем парнелерĕ, республикăпа кунта пурăнакан халăх ячĕпе ырă сăмахсем каланăшăн, пурне те килĕшнĕ юрăсемшĕн тав турĕ. «Çак каç темле уйрăмрах, çав тери пысăк хăват йĕркеленчĕ, вăл Атăл-аннемĕр нумай региона пĕрлĕхлĕ Раççее пĕрлештернĕ пек хула çыннисемпе Шупашкар хăнисене пĕрлештерчĕ», - палăртрĕ вăл.

Майăн 24-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регион уйрăмĕ сентябрьте депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсене муниципалитет суйлавне кандидатсем тăратас енĕпе маларах сасăланă. «Маларах сасăлани уççăн иртрĕ, йĕркене пăсни пулмарĕ, çакă сасăламалли пĕрлехи кун, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, депутатсен Шупашкар хулин ĕçлеме пултаракан Пухăвне йĕркелеме май парĕ. Влаç органĕсен тĕллевĕ - çынсене хăйсен вырăнне тупма условисем туса парасси, Раççей Федерацийĕн вăйлă çыннисене, тивĕçлĕ, хастар гражданĕсене, хăйсен çĕрне, ашшĕ-амăшне юратакан, аслă ăрăва хисеплекен патриотсем пăхса ÿстересси. Чăваш Енпе Раççей пуласлăхĕ çакăнтан килĕ. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ çын аталанăвĕ валли инвестици хывасси республикăн патшалăх политикинче тĕп вырăнта. Çак политика кăтартăвĕсем куçкĕрет. Чăваш Ен Раççейĕн инноваци тĕлĕшĕнчен аталанакан регионĕсен рейтингĕнче пиллĕкмĕш вырăн йышăнать», - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев çак шухăша та палăртрĕ. Глобализаци пулăмĕсем хĕссе пыраççĕ пулин те чăваш халăхĕ чун-чĕре ырăлăхне, хăйнеевĕрлĕ йăла-йĕркепе культурăна, пурнăç йĕркине упраса хăварнă. Кунта влаç органĕсем ырă сăмаха тивĕçлĕ, чи лайăххине çитес ăрусене парса хăварас тесе вĕсем кирлĕ условисем йĕркелеççĕ.

Вика Цыганова Михаил Васильевичпа пĕр шухăшлă пулнине çирĕплетрĕ: «Пирĕн вăй - культурăра, чунра. Мĕн пуррине упрăр, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем тăвăр. Тĕнчене хăвăрăн илемĕре, йăла-йĕркĕре кăтартăр, çакна хакламасăр тăмĕç. Сирĕн тĕлĕнмелле республика чечекленсе пытăр. Тавах сире - эсир çав тери кăмăллă, ырă, культурăллă халăх. Çапла пултăр!» - терĕ юрăç.

А.ВАСИЛЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.