Çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç

20 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

Канашлăва хутшăннисем граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен куçарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тишкернĕ. Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Герасимов пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне республикăра Программăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçланă май Шупашкар хулинче аукционсем ирттермелли тата граждансене куçармашкăн çурт-йĕр çавăрма муниципалитет килĕшĕвĕсем тумалли ĕçсене вĕçлемен. Çавăн пекех Çĕмĕрле хулинче те хваттерсем тума контрактсем хатĕрлемен.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - Шупашкар хулинче подряд организацийĕсене суйласа илнĕ чухне республикăн тĕп хулинче пурăнмалли çурт-йĕрĕн 1 тăваткал метрĕн рынокри хакĕ РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви палăртнă хаксенчен пысăкрах пулнипе йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. «Эпир конкуренци йĕркелеме тивĕçлĕ. Çак тĕллевпе муниципалитет пурăнмалли çурт-йĕр организацийĕсене явăçтармалла. Кунсăр пуçне пĕрлехи информаци ресурсĕсенче çĕрсем пур, тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе вĕсене пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем тумашкăн пама пулать. Пирĕн тĕллев - граждансене ишĕлме пултаракан çуртсенчен паянах куçарма пуçласси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

РФ Правительстви регионсем граждансене япăхса çитнĕ çуртсенчен вăхăтра куçарма пултарччăр тесе хушма укçа-тенкĕ уйăрнă. «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» Программăн II тапхăрĕнче 1 млрд та 130 пин тенкĕ уйăраççĕ. Япăхса çитнĕ 38 пин тăваткал метр çуртсенчен куçарма палăртаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитет ертÿçисене Программăна мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăма хушнă.

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Филиппов Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе усă курса çул-йĕр ĕçĕсем ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсем тума 2 млрд та 90 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял-хулари нумай хваттерлĕ çуртсенчи картишсене, çуртсем патне пымалли çулсене тĕпрен юсассине тата юсассине кĕске вăхăтра вĕçлеме чĕнсе каланă.

Канашлăва хутшăннисем ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тата сывлăхне çирĕплетес ыйтăва пăхса тухнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - 2014 çулта 2013 çулхипе танлаштарсан тĕрлĕ йышши 48 лагерь ытларах пулĕ, 9 пине яхăн ача нумайрах канма пултарĕ. Республикăра пĕтĕмпе 72 пин ача лагерьсенче сывлăхне çирĕплетĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.