Чунĕ çу пек ирĕлетчĕ, куçĕ хĕвел пек çиçетчĕ…

Юратнă шăллăм пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вунă çул çитнĕ кун хывнă сăмах

«Анне! Кур-ха, кур, епле чаплă трактор ăсталаса пачĕ мана атте. Кантăклă, шалта çынни те пур, ураписем - эрешлĕ. Кунашкалли урамра никамăн та çук!» - тĕпелте кăштăртакан амăшĕ патне вир-хĕнсе кĕчĕ Павăл.

Трактор-машина тесен антăхсах каять çав улттăри ача. Çĕннине курсан вара чунĕ çу пек ирĕлет, куçĕ хĕвел пек çиçет. Чи кĕтнĕ парне те - тăватă кустăрмаллă хурçă «тусĕ». Унсăрăн пĕр утăм та тумасть вăл: мунчара та пĕрле çăвăнать, сĕтел хушшине те хăйпе юнашар вырнаçтарать. Каçхине çумма вырттарса çывăрманни кăна.

Миçе тĕрли çук пулĕ тата! Ашшĕ ăсталаса панисене вара ача уйрăмах килĕштерет. Чи çывăх çынни вара ку енĕпе пит маттур, пур япала патне те ал пырать унăн. Йывăçран та касса кăларать, хут-картонран та хитре «çимĕç» янтăлать. Лавккара туяннисем те темĕн чухлех, тăван-пĕтенĕ парнеленисем те - шкап тулли. Аслашшĕн парнийĕсене те тирпейлĕ упрать Павăл. Пĕрне - йывăç урапаллă тракторне - вăл ача çутă тĕнчене килсенех тунă. «Арçын ача машина таврашне кăмăллаканччĕ. Хăвăртрах ÿссе çитсе ăна алла илтĕр», - тенĕ аслашшĕ пĕрремĕш парнене çамрăк ашшĕне алла тыттарса. Иккĕмĕшне - татăк-кĕсĕкрен ăсталанă машинăна - Павăлăн пĕрремĕш çуралнă кунĕ тĕлне хатĕрленĕччĕ. Урăхран аслашшĕ юратнă мăнкуне парнепе савăнтарайман - пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа ача ăна астумасть, тăванĕсем каланинчен кăна пĕлет. Унăн парнисем вара маттурккашăн темрен те паха.

Тус-юлташпа та пуян Павăл. Акă, кÿршĕре пурăнакан Палюкпа, хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕнскерпе, уйрăлми çÿреççĕ. Велосипедпа ярăнма тухаççĕ-и, вăйă лапамне чупаççĕ-и, шыва кĕме çырма хĕрне анаççĕ-и, хăйăр купи çинче выляççĕ-и - ялан пĕрле. Хăйĕнчен аслăраххисемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать арçын ача. Вунă çулти Сашук патне те кун сиктермесĕр çÿрет. Ара, вĕсен килĕнче тулли ача: Сашукăн пилĕк пиччĕшĕпе аппăшĕ те тус-юлташ пекех уншăн. «Павăл килсен кĕрлесе кăна тăрать пирĕн пĕчĕк пÿрт. Çиччĕмĕш ача пекех вăл маншăн», - тетчĕ ултă ача амăшĕ. Пĕрле вĕренекен яшсемпе те çывăхланчĕ, вĕсемпе ташă каçне тухма пуçларĕ. Ырă та маттурскере кÿршĕ ялсенчи çамрăксем те хăйсен ушкăнне илчĕç. «Павăла пур ĕçе те шанма пулать, хăйĕн сăмахне çирĕп тытать. Нихăçан та сутмасть. Унпа разведкăна кайма та шиклĕ мар. Пулăшма та яланах хатĕр. Çынна çăлас тесен тарăн шыва та пĕр хăрамасăр сикĕ, çунакан çурта та вирхĕнсе кĕрĕ вăл», - çапла хаклатчĕç ăна тантăшĕсем.

Машина-тракторпа мĕн пĕчĕкрен выляса ÿснĕрен Павăл та çĕмĕрĕлнĕ «техникăна» юсама вĕренсе çитрĕ. Каярах хăй те руль умне ларма пуçларĕ: малтан - велосипед, унтан - мотоцикл… Уй-хир карапне те парăнтарчĕ тесен те юрать яш: хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ашшĕпе пĕрле хире сахал тухнă-им.

Кĕçĕн ывăлĕ машина-трактор таврашне пит юратни никамшăн та кĕтменлĕх пулмарĕ. Ашшĕ - шофер, чылай çул тракторпа çÿрет, вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларать. Аслă пиччĕшĕ те машинăран ютшăнмасть. Çапла вара кĕшĕлтетет виç арçын гаражра. Хушăран амăшĕ çакскерсенчен шÿтлесе те илет: «Самолет ăсталамастăр-и эсир унта? Вертолетпа та вĕçĕпĕр-и, тен, хăçан та пулин», - тет вăл апат вăхăчĕ çитнине аса илтерсе.

«Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă», - теççĕ. Павăл хăйĕн пурнăçне те автотехникăпах çыхăнтарма шухăшларĕ, шкултан вĕренсе тухсан училищĕре автомеханик специальноçне алла илме палăртрĕ. Машинăпа çÿреме ĕмĕтленчĕ каччă, анчах… Инкек куçа курăнса килмест çав. Сиснĕ пулсан çемçе тÿшек сарса хунă пулăттăмăр та… Кам пĕлнĕ-ха çак «юратăвах» ăна тĕп тăвасса, пурнăç илемне кураймасăрах 17 çултах çутă тĕнчерен уйăрасса?

Павăл икĕ сыпăкри пиччĕшĕпе çул-йĕр инкекне лекни хĕл кунĕнче аслати авăтниех пулчĕ ял-йышшăн, çывăх тăванĕсемпе тусĕсемшĕн. Чăннипе ун чухне уй-хир хăйĕн шурă тумне хывайманччĕ-ха, çанталăк та ăшă кунсемпе савăнтармастчĕ. Çамрăксемпе сыв пуллашнă кун çил-тăман çавăрттарни те куççульпе тулнă чун-чĕрене шăнтаймарĕ. Вăл та пирĕнпе пĕрле хурланса асапланчĕ тейĕн.

Йывăр сурана вăхăт та сиплет теççĕ. Унтанпа вунă çул иртрĕ пулин те Павăл пирĕн хушăра çуккине чун-чĕре халĕ те йышăнасшăн мар. Ак, вăл тăван кил алăкне шаккаса пÿрте кĕрсе тăрассăн: «Анне, эп çитрĕм-ха! Апат хатĕр-и унта? Выçса вилетĕп атту», - теессĕн туйăнать.

Андрей МИХАЙЛОВ-ЭНТТИ.

Куславкка районĕ,

Чăршкасси.

Андрей МИХАЙЛОВ-ЭНТТИ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.