- Чăвашла верси
- Русская версия
Чи кирли — чун-чĕре таса пулни
Канаш районĕнчи Асхвара Эдуард Арсентьевпа паллашнă май ирĕксĕрех Австралири [Мельбурн] Ник Вуйчич сăнарĕ тухрĕ (Вăл алăсăр-урасăр çуралнă пулин те пурнăçра хăй вырăнне тупма пултарнă. Çĕр-çĕр çынна йывăрлăха парăнмасăр малалла утма, пурăнма хавхалантарать. Ник Вуйчич икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, спортпа туслă. Йывăрлăх ăна çапса хуçайман, ăс-хакăлне çирĕплетнĕ çеç. — Авт.) Чăваш Енри 20-ри каччă та сывлăх тĕлĕшпе хавшак пулнине пăхмасăр ял хуçалăх ĕçне кÿлĕнни, малашлăха шанса тăни, пĕлĕвне аталантарма тăрăшни савăнтарчĕ, тĕлĕнтерчĕ.
«Ватлăхра ĕне сăватăп»
Фермăра ĕçсем вĕçленнĕ май тăвансем киле кайма хатĕрленнĕччĕ. Витери выльăх-чĕрлĕхе хаваспах кăтартрĕç. Вырăнти хуçалăхăн юхăннă фермине йĕркене кĕртме самай тăкакланма тивнĕ-мĕн. Юсамалли-çĕнетмелли татах пур. Хальлĕхе ĕнесем сахалран вĕсене сĕт аппарачĕпех сăваççĕ. «Кĕтĕве пысăклатсан сĕт пăрăхне те вырнаçтарасшăн», — ăнлантарчĕ Эдуард Арсентьев фермер.
Выльăх-чĕрлĕх пăхма çемйипех хутшăнаççĕ: амăшĕ, кукамăшĕ… «Ĕмĕрĕпех ял канашĕнче бухгалтерта ĕçленĕ эпĕ. Хушма хуçалăхра ĕне усраман. Картишĕнче паянхи кун та сыс-насем кăна. Халĕ акă ватлăхра ĕне сума пуçларăм, — кулса ячĕ 73 çулти Нина Осипова. — Мăнукăма пулăшас килет-çке. Шупашкарти аслă шкулта вĕренме пуçласан канмалли кунсенче инçе çула пăхмасăр яланах яла таврăнатчĕ. Çавăнпа пенси укçинчен хĕрхенмесĕр çăмăл машина туянса патăм. Кайран ăна çĕннипе улăштартăмăр. Вăл тăрăшнине кура пулăшас, хавхалантарас килет. Ун вырăнĕнче пулсан тепри тахçанах алă сулмалла, ĕçке ярăнмалла. Эдуард вара малаллах талпăнать, пире те лăпкă пурăнма памасть».
Территорири икĕ хутлă капмар çурт та пăхса тăманран палăрмаллах юхăннă. Унччен кунта агрофирмăн кантурĕ пулнă иккен. Иртнĕ çул Арсентьевсем ăна та туяннă, майĕпен юсаса çĕнетме тытăннă. «Пурне те харăс тума, кивĕ çуртсене йĕркене кĕртме укçа та, вăхăт та кирлĕ», — терĕ фермер. «Пĕчĕк хуçалăха кун пек кантур кирлех-ши? Ку сирĕншĕн каллех хушма тăкак-çке?» — ыйтрăм унран. «Куç умĕнчех çурт ишĕлсе ларнипе мĕнле çырлахмалла? Чÿречисене лартрăмăр-ха. Газ кĕртсен, тен, малашне хваттерсем тума е ытти валли усă курма пулать. Эпĕ Мăн Пикшикрен, хуçалăхпа юнашар пулсан лайăхрах, йăлтах куç умĕнче. Чăн та, юхăннă çуртсене илме те укçа самай тухса кайрĕ. Юрать, тăванăм Андрей Арсентьев пулăшрĕ», — терĕ Эдуард Сергеевич.
Çамрăк та хастар
Эдуард Арсентьев республикăри чи çамрăк фермерсенчен пĕри. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроинженера вĕреннĕ вăхăтра фермер хуçалăхне йĕркелеме шухăшланă. Ăнсăртран, ыттисене кура тĕвĕленнĕ шухăш-ĕмĕт мар.
«Атте Сергей Петрович «Мотор» хуçалăха вунă çула яхăн ертсе пынă. Практикăна та кунтах ирттернĕ. Аттепе пĕрле ир- ирех тăрса ĕçе каяттăм. Çакă ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва лайăхрах ăнланма, пĕлме пулăшрĕ. Шел, 2000 çулсенче агрофирма панкрута тухрĕ. Пурлăхне те сутса-аркатса пĕтерчĕç, — каласа пачĕ Эдуард Арсентьев. — Алла диплом илнĕ май хуçалăха тепĕр хут аталантарса яма тĕллев лартрăм. 2016 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илме конкурса хутшăнтăм. Укçипе производство объекчĕсем, ĕне выльăх туянтăм. Çапла майĕпен ĕçлесе кайрăмăр». Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас