Чĕрчун тĕнчине лайăхлатма - ятарлă пай

29 Кăрлач, 2016

«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Владимир Николаевич КУЗЮКОВ хуравлать.

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службине пĕтерме, унăн тивĕçне Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине пама йышăнчĕ. Вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрлĕхĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлеме унта мĕнле тытăм йĕркелерĕр?

- Чĕрчун тĕнчине, вăл пурăнакан вырăна хÿтĕлекен, тĕрĕслекен тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелекен пай. Унăн тĕллевĕсем тытăм ятĕнченех тухса тăраççĕ. Вăл министерствăрах /Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 33/. Ăна Николай Николаевич Косулин ертсе пырать. Хальлĕхе пайра иккĕн: маларах службăра вăй хунăскерсем. Çакăнпа пĕрлех темиçе çынна унта ĕçе илме конкурс ирттересси çинчен пĕлтертĕмĕр. Чĕрчун тĕнчине, вăл пурăнакан вырăна хÿтĕлес, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курас ĕç кураторĕ пулма мана шанчĕç.

- Министерствăна пăхăнакан çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен дирекцийĕнче те - пысăк улшăну. Унпа паллаштараймăр-и?

- Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикинчи çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен дирекцийĕ» хысна учрежденийĕнчен «Чĕрчун тĕнчине хÿтĕлессипе, унпа усă курассипе, çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсемпе ĕçлекен дирекцийĕ» хысна учрежденийĕ тунă. Унăн тĕллевĕ те учреждени ятĕнчен тухса тăрать. Штатĕнче 20-ĕн: Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службинче тата Çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан дирекцийĕнче тăрăшнисем. Дирекци /Шупашкар хули, Мир проспекчĕ, 2/ ертÿçин тивĕçне биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Геннадий Николаевич Исаков пурнăçлать.

- Чĕрчун тĕнчине, вăл пурăнакан вырăна хÿтĕлекен, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелекен инспекторсене сахаллатнă теççĕ. Миçе хăварнă?

- Чăн та, йыш пĕчĕкленчĕ. Кашни икĕ районшăн яваплă пулма пĕр инспектора çирĕплетрĕмĕр. Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсене тытса тăма хысна укçипе перекетлĕрех усă курас тĕллевпе штата чакарнă.

- Фаунăпа флорăна хÿтĕлессишĕн çĕнĕ дирекци мĕнле ĕçсем тума палăртать? Сыхлакан лаптăксен хисепне ÿстерме палăртмастăр-и?

- Республикăн пысăк мар территорийĕнче вĕсем самаях: федерацин - 2 /«Сăрçум» заповедник /9,2 пин га/ тата «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ /25,2 пин га/; республикăпа район-хулан - 58.

Сыхлакан лаптăксем çутçанталăка хÿтĕлес ĕçри тавралăха хÿтĕлемелли тухăçлă май пулса тăраççĕ. Общественноç экологин çивĕч ыйтăвĕсене çĕклетĕр тесе Раççей Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви 2017 çулта çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен çулталăкне ирттерме сĕнчĕ. Раççей Президенчĕ сĕнĕве ырласа йышăнчĕ. Çулталăк Раççей тата регионсен аталанăвĕнче уйрăмах сыхлакан лаптăксен пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшасса шанатпăр. Республика программисемпе килĕшÿллĕн çав территорие çуллен пĕрререн сахал мар туса хутăмăр.

- Чăваш Енре хăшпĕр чĕрчун пĕтес патнех çитнĕ. Вĕсене хÿтĕлесе мĕн тăватăр?

- Çапла, сахал йышлисем пур. Сăмахран, çÿлевĕç, юс, пăсара. Вĕсене республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ: вĕлерме, суранлатма, хăратма юрамасть. Министерство хальхи биотĕрлĕлĕхе упраса хăварассишĕн тата хушассишĕн, чĕрлĕх килес ăрăва та савăнтартăр тесе тăрăшать.

- Республикăн Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн арендаторсенчен туртса илнĕ миçе сунар лаптăкне пĕлтĕр çĕнĕрен валеçнĕ?

- 13-шне. Тара пама аукциона 17 тăратнăччĕ. 4-шĕ чи нумай укçа хывассине пĕлтерсе çĕнтерчĕ пулин те кайран службăпа килĕшÿ тумарĕ. Юлнисене тара пама кăçал аукцион ирттеретпĕр.

- Çĕнĕ арендаторсен умне мĕнле тĕллев лартатăр?

- Хăйсене шанса панă лаптăксенчи сунар ресурсне чухăнлатмалла мар, чĕрчунсен йышне ÿстермелле, вĕсемпе перекетлĕ усă курмалла.

- «Сунарçăсем нумай чухне - браконьерсем, чĕрчун тĕнчине чухăнлатаççĕ», - тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и?

- Тĕрĕс мар калаççĕ. Пăшал çакса уй-вăрманта çÿрекен кашни сунарçă браконьер мар. Унăн саккунра пăхнă документсем пурте пулсан, сунара министерство палăртнă вăхăтра çÿресен, сунарта усă курмалли хатĕрсемпе тата ирĕк панă чухлĕ çеç кайăк тытсан браконьер теме юрамасть. Саккуна пăхăнакан акарçăсем сунар ресурсне пĕчĕклетме витĕм кÿреймеççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.