Чĕнмен Чĕкеç

19 Пуш, 2016

Ялта ăна хисеплесе Наçка аппа тесе чĕнеççĕ. Вăрçă çулĕсенче хăй ирĕкĕпе Тутарстанри Пăвана вăрман каснă çĕре пулăшма та, Вăрмар тăрăхĕнчи Энĕшпуçне вутă хатĕрлеме те кайнă вăл. «Хĕрсем, ытла ан хуçăлăр-ха, малашлăх пирки пăртак шухăшлăр, ача çуратаймасăр ĕмĕр пĕччен юлас тетĕр-им?» — пĕр арçын шеллесе çакнашкал каланине халĕ те астăвать Наçка аппа. Кайран ăна амăшĕ Тăвайĕнчи промысла комбинатне кайса пăхма сĕннĕ. Çуна-урапа, атă-пушмак, кăçатă хатĕрленĕ çĕрте икĕ çул кладовщицăра тăрăшнă Анастасия Михайловна.

Сăпайлă та ĕçчен хĕре ял-йыш та килĕштернĕ. Пĕр ватă старик евчĕ пулса тăватă хутчен те хăтана пынă. Качча кайма çулĕ çитнĕ пулин те, çи-пуç, тăхăнмалли çук тесе кашнинчех хирĕçленĕ Наçка. «Атя-ха вăййа тухатпăр, Якур та вăрçăран таврăннă теççĕ», — чупса каçнă пĕр каçхине тантăшĕ Маруç. «Хĕвел ансан пĕрене çине тухса лартăмăр хайхискерсем. Пĕр кĕтесре йăпшăннăскерсене асăрхамарĕ те каччă. Тепĕр кунне кĕтÿ ансан каллех урама тухрăмăр. Якур хальхинче пирĕнпе те сăмах хушрĕ», — вăтанарах каласа кăтартать Анастасия Михайловна. Вăйăра пĕрре курсах куç хывнă вăл Наçкана. 8 çултах тăлăха юлнă арçын ачана ашшĕ те питĕ килĕштернĕ-мĕн. Хăтана пырсан хĕрне Якура пама савăнсах килĕшнĕ. «Атте питĕ юратрĕ пулас мăшăра. Ĕçченлĕхĕшĕн, лăпкăлăхĕшĕн хисеплетчĕ. Ун сăмахĕнчен иртеймерĕм. Пĕр килĕштермесĕр качча тухман ĕнтĕ хам та», — ăшшăн кулать Наçка аппа. Туй умĕн каччăпа пĕр уйăх ытларах туслă çÿренине, пĕрремĕш хут алăран тытнине, вăрттăн чуптуса курнине те пытармасть кинеми.

"Атте пĕртте йăнăшманнине пĕрле пурăнма тытăнсанах ăнланса илтĕм. Мана Якур нуша кăтартман. Ĕмĕре лайăх ирттертĕмĕр, çичĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр. Тăрăшуллă та тухăçлă ĕçлес, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тĕллеве мала хунă ялан. Эпир кăна мар, пурте çав шухăшпа пурăннă. Якур чылай çĕршыва çитнĕ, нихăçан та пушă алăпа таврăнман. Ачасем валли тумтир, пусма тавраш тата тем те пĕр илсе килетчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ лавккана кайса та курман. Пĕррехинче ман валли пуç çине лартмалли хитре тура илсе килчĕ. Уншăн та тем пекех хĕпĕртенĕччĕ. Çемьешĕн чунтан тăрăшаканскерпе пурнăç мĕнле иртнине те сисмерĕм", — ăшшăн калаçать Наçка аппа.

Çак таран çитсе ялта та никампа та вăрçăнса курман Анастасия Михайловна. Çынпа ним çукран урлă пуласран чылай чухне çăварне шыв сыпнă, çавăнпа та хăйне «чĕнмен Чĕкеç» тет. Пĕррехинче фермăра тăрăшакансем ыйтнипе пĕрне ĕçе кая юлса килнĕшĕн сăмахпа тĕкнĕшĕн халĕ те ÿкĕнет çемçе кăмăллăскер. Çук, вăрçăнман ун чухне те, тепри: «Юрĕ, ыран сирĕнтен маларах тухса ĕçлĕп», — тенĕ те, çавăнпа сăмах вĕçленнĕ.

Анастасия Михайловна ĕмĕрĕпех колхозра пахча çимĕç пахчинче тăрăшнă. Хăмла, хăяр-купăста ÿстернĕ, чĕкĕнтĕр пайĕнчен те нихăçан та юлман. Сенĕк йăтса улăм купалама та утнă.

"Анне, текех пай ан ил-ха, пире лагере канма яр-ха. Çăвĕпех çимĕç пахчинче упалентеретĕн", — теттĕмĕр, — калаçăва хутшăнать педиатр тухтăрта тăрăшакан хĕрĕ Ирина Егоровна. Наçка аппа чи кĕçĕнни патне Тенеяльтен вăхăтлăха пурăнма килнĕ халь. «Харпăр çуртра хулара та лайăх çав, кунта хама ялти пекех туятăп. Пахчара уçăлса çÿретĕп, урама та тухса кĕретĕп», — йăвашшăн сăмахлать Анастасия Михайловна.

Пĕр вырăнта ларма-тăма хăнăхманскер икĕ çул каялла çеç ĕне сума пăрахнă. Кăмака хутса кукăль пĕçерме те, сăра вĕретме те ăста вăл. Халĕ те ачисем ĕçрен таврăннă çĕре вĕри апат пĕçерсе хатĕрлет.

Паянхи кун Анастасия Ивановăн 6 ача, 11 мăнук, мăнукĕн 9 ачи. Шел те, икĕ çул каялла ывăлĕ Вениамин чĕре чирне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ашшĕ пекех ĕмĕр-ĕмĕр ферма пуçлăхĕнче чунне парса тăрăшнă ывăлне аса илсен куççульне чараймасть кинеми. «Кăмăлĕ ырăччĕ, питĕ ăшă чунлăччĕ ывăлăм, Турри мĕншĕн ытла та хăвăрт илсе кайрĕ-ши тĕпренчĕкĕме?» — халĕ те лăпланаймасть кинеми. «Анне, эпир çумăнтах-çке, эсĕ пĕччен мар, сана пурте питĕ юрататпăр. Эсĕ — чи лайăх кукамай, чи ырă асанне», — ăшшăн çупăрлать амăшне хĕрĕ Ирина. Ачисем пĕри тепринчен лайăхрах пурăнма тăрăшнишĕн, хуйхă-суйха, савăнăçа пĕрле пайланишĕн, уявсенче пĕрле савăннишĕн, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн, вĕсен ачисемшĕн хĕпĕртет паян Чĕнмен Чĕкеç — Наçка аппа.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.