Чăвашсен мăнаçланмалли, ыттисене кăтартмалли нумай
Мĕн çыраççĕ хаçатсем

Шăпах çапла çирĕплетсе калаççĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем — «Ялав. Чăваш Ен» проекта пурнăçа кĕртекенскерсем.

Мифологири сăнарсемпе усă курса

Асăннă проектпа 2015 çулхи авăн уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă вĕсем. «Раççей — питĕ пысăк çĕршыв, вăл тĕрлĕ халăхпа нацие пĕрлештерсе тăрать, вĕсенчен кашнин — хăйĕн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки, наци тумĕ. Чăвашсен пуян культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварасси мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине ăнланса эпир «Ялав. Чăваш Ен» проекта пурнăçа кĕртме шухăшларăмăр. Унăн тĕллевĕ — чăваш тĕрри-эрешĕллĕ тумтир, ытти япала хатĕрлесе çамрăксене хамăр халăхăн культурипе тата ытларах кăсăклантарасси. Наци символикиллĕ çи-пуç урлă эпир Чăваш Ене юратнине палăртатпăр, çав хушăрах ыттисене пирĕн, чăвашсен, мухтанмалли, кăтартмалли пуррине ĕнентерме тăрăшатпăр. Пирĕн девиз: иртнине упратпăр, хальхине хаклатпăр, пуласлăха тинкеретпĕр», — каласа кăтартать «Ялав. Чăваш Ен» проект командин кураторĕ, филиалăн экономика тата корпоративлă управлени кафедрин аслă преподавателĕ Елена Великова.

Елена Анатольевна, çак аслă шкултан вĕренсе тухнăскер, студент чухнех тĕрлĕ проектпа ĕçленĕ, вĕсене хатĕрлемешкĕн çамрăксен тĕрлĕ форумĕнче, ытти мероприятире вĕреннĕ. Халĕ ку ĕçе академи филиалĕнче пĕлĕвне тарăнлатакан хĕрсемпе каччăсене хăнăхтарать. Мĕншĕн шăпах асăннă ене суйласа илнĕ-ха преподаватель? «Манăн атте Пушкăртстанри чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, çавна май пирĕн Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан тăван нумай. Вĕсем Чăваш Ене питĕ юратаççĕ, чăваш чĕлхишĕн, юрри-ташшишĕн тунсăхлаççĕ. Ача чухне çуллахи каникулсене Пушкăртстанра ирттереттĕм, çав тăрăхри халăх Шупашкартан килекен артистсем кăтартакан концертсене, спектакльсене мĕнле савăнса-хавхаланса пăхнине сăнаттăм. Халĕ те çаплах. Хамăрпа кÿршĕллĕ Тутарстана илер. Унти çынсем хăйсем тутар пулнăшăн мăнаçланаççĕ. Пирĕн те наци республикиех, анчах нумайăшĕ хăйне чăваш темешкĕн вăтанать. Ку туйăмран хăтăлмалла пирĕн. Студентсен ушкăнĕ ирттернĕ социологи ыйтăмĕсем çакна кăтартса пачĕç: хулара пурăнакан чăваш çамрăкĕсем чăваш культури мĕн иккенне питех пĕлмеççĕ, 85% ăна чăваш чĕлхипе çеç çыхăнтарать. Халăхăн йăли-йĕрки ют вĕсемшĕн. Респондентсенчен нумайăшĕ вырăс, Америка-Европа культурисене мала хурать, чăваш культури ытларахăшĕшĕн 3-4-мĕш вырăнта çеç. Пирĕн тĕллев — ачасене, çамрăксене чăваш культури мĕн тери пуяннине ăнлантарасси-кăтартасси», — калаçăва тăсать Е.Великова.

33-ри преподаватель тепĕр саманта та — 2007 çулта хăй Америкăна унти опытпа паллашмашкăн кайнă чухне парнелĕх пултăр тесе Шупашкарта турилкке, пысăках мар магнитсем туяннине — аса илчĕ. «Çакнашкал сувенирсем нумай чухне тусанланса çеç выртаççĕ. Пирĕн вара чăваш эрешĕллĕ япаласене çынсем куллен тăхăнса çÿренине курас килет. Çавăнпах хамăрăн халăх мифологийĕнчи сăнарсене футболка, пир-авăр сумка çине ÿкеретпĕр. Эскизсене хамăр тăватпăр. Паллах, малтан литературăпа паллашатпăр, мифологие тишкеретпĕр, вĕсенчи фактсене тĕпе хурса сăнарсене хамăр курнă пек уçса паратпăр, ытларах ырă енĕсене кăтартма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, эпир хатĕрлекен футболка çинче тăмана çăра тĕклĕ, ваттисен сăмахĕсенче çакна хÿтлĕхпе, суранлатма май çуккипе çыхăнтарнă. «Тăмана пек тĕклĕ пулăр!» — тенĕ чăвашсем. Эпир асăннă ÿкерчĕклĕ футболкăна çемьене хÿтĕлекен символ пек парнелетпĕр. Кашкăра вара ăру пуçĕ, ертÿçĕ пек йышăнатпăр, ăна юрату, шанчăклăх сĕмĕсемпе пуянлататпăр», — ăнлантарать проект командин кураторĕ.

Вĕсем çавăн пекех ытти чĕрчунпа вĕçен кайăк сăнарĕсемпе те усă кураççĕ: чĕкеç /чăвашсен юратнă вĕçен кайăкĕ, вăл çурт çывăхĕнче йăва çавăрни ырра пулнине ĕненнĕ, — теççĕ проектпа ĕçлекенсем/, автан /ытти халăх пекех, ăна чăваш та хисеплет, ун пирки тем тĕрлĕ халап та пур/, чĕрĕп /мифологие ĕненес тĕк — шăпах чĕрĕп çĕр ĕçĕн мелĕсене шухăшласа тупнă/, упа /вăйлă çынна упапа танлаштарнă/, ăмăрткайăк /вăй, хăват, паттăрлăх символĕ/ тата ытти те.

Ыйтăмсем тата конкурссем

«Ялав. Чăваш Ен» проектпа хальхи вăхăтра 12 студент ĕçлет. Вĕсем бренд логотипне те хатĕрленĕ. Паллах, чăваш тĕрри-эрешĕпе усă курнă. Хăйсем пирки ытларах çын пĕлтĕр тесе çамрăксем социаллă сетьсемпе анлăн усă кураççĕ. «Ялав. Чăваш Енĕн» «Контактра» страница пур, Инстаграмра та унăн ĕçĕсене тăтăшах курма пулать.

Студентсем сетьсем урлă ыйтăмсем, викторинăсем, репостсен конкурсĕсене ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, «Чăваш мифологийĕнче мĕнле чĕрчун халăх ăсĕн сăнарĕ шутланать?», «Çак ÿкерчĕк çинче камăн çурчĕ сăнланнă?» йышши ыйтусене хуравлама сĕнеççĕ. Унта кашнинчех 500-тен кая мар çын хутшăнать, вĕсен хушшинче дискусси те пырать. Паллах, тĕрĕс хурав тупас тесе ыйтăма хутшăнакансем литературăпа паллашаççĕ, нумайăшĕ ку ĕçпе кăсăкланма тытăнать.

Сетьсем урлă çеç мар, çамрăксемпе куçа-куçăн тăрса та ыйтăмсем йĕркелеççĕ. 2015 çулта, хăйсен проекчĕпе пĕрремĕш хут паллаштарнă чухне, «Тенкĕпе сасăла» йĕркеленĕ: принтер витĕр кăларнă 500 тенкĕлĕх «укçа» çинче асăннă ыйту вĕсемшĕн интереслĕ-и тесе ыйтса çырнă. Нумайăшĕ чăвашлăх сĕмĕллĕ хальхи йышши продукци кирлине палăртнă. Паллах, «Ялав. Чăваш Ен» проектпа ĕçлекенсен пурин те хăйсем хатĕрленĕ футболка пур. Унсăр пуçне чăваш тĕрри-эрешĕллĕ, мифологири сăнарсемлĕ япаласемпе Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакансем питĕ кăсăкланаççĕ.

Чăваш культурине ачаранпах юратма хăнăхтармаллине шута илсе проект команди пĕлтĕр «Чăваш Ен çинчен — юратса» ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 6-18 çулсенчи 200 ытла ачапа çамрăк хутшăннă. Конкурса темĕн тĕрлĕ ÿкерчĕк — Чăваш Енри паллă вырăнсене, пирĕн тăрăхран тухнă тата тĕнчипех ырă ят-сум çĕнсе илнĕ çынсене, наци йăли-йĕркипе уявĕсене, тăван литературăри сăнарсене, чăваш пикисен хитрелĕхне, çут çанталăка сăнарлаканнисене — тăратнă. Вĕсенчен курав йĕркеленĕ. Паллах, çак ĕçсемпе аппаланнă май ачасем чăваш халăхĕн историйĕпе, литературипе, йăли-йĕркипе тата тĕплĕнрех паллашнă, пĕлĕвне тарăнлатнă. Çĕнтерÿçĕсене «Ялавçăсем» пир-авăр сумка, 2-мĕш вырăн йышăннисене футболка парнеленĕ: вĕсем çине ачасен ÿкерчĕкĕсенех вырнаçтарнă. «Чăваш Ен çинчен — юратса» конкурса кăçал пуш уйăхĕнче ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ Е.Великова.

Çавăн пекех Шупашкар хулин администрацийĕн вĕренÿ управленийĕпе, В.Маяковский ячĕллĕ хула тĕп библиотекипе, К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕпе тата Чăваш наци музейĕпе пĕрле квест ирттернĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче шкулсен командисем хулан историллĕ пайĕнче йĕркеленĕ вĕренÿ маршручĕпе çÿренĕ. Ушкăнсем проект партнерĕсен 7 точкинче пултарулăх заданийĕсене пурнăçланă, Константин Иванов поэт тата чăваш халăхĕн культури пирки хăйсем мĕн пĕлнине кăтартнă.

Студентсем хăйсен проекчĕпе аслă шкулта çеç мар, федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен «iВолга» форумĕнче те паллаштарнă. «Ялав. Чăваш Ен» пирки РАНХиГС ытти филиалĕнче те пĕлеççĕ: вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашсах тăраççĕ-çке. Елена Великова ĕмĕтсем пирки калаçнă май хăйсем çĕнĕ эскизсемпе ĕçленине пĕлтерчĕ, чăваш символикиллĕ ручка, курка, закладка хатĕрлес тата эрешсене пичетлемешкĕн ятарлă техника туянас ĕмĕтсем пуррине пытармарĕ. Хăйсене укçа-тенкĕ енчен пулăшса пынăшăн филиал директорне Игорь Голышева тав турĕ.

«Эпир чăваш культурине сыхласа хăварма тата малалла аталантарма тăрăшатпăр. Ку енĕпе пире ытти çамрăк та пулăшасса шанатпăр. Пирĕн, чăвашсен, мăнаçланмалли нумай. Мухтанас тата хăнасене кăтартас тесен çав япала, самантсем е йăла-йĕрке пирки пирĕн чи малтан хамăрăн лайăх пĕлмелле, унтан ыттисене паллаштармалла», — терĕ сывпуллашнă май «Ялав. Чăваш Ен» проект командин кураторĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ малалла вăй илсе аталанасса шанас килет.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.