Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ

«Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке сыпăкĕ

Картинăна тепĕр хут çавăрттарма тиврĕ.

Вырăс рабочийĕсем те картинăна ырларĕç, анчах «Сарпикене» пуринчен ытла ялти чăвашсем хапăл туса йышăнчĕç. Çак роле вылянă хыççăн мана Тани Юн теме те пăрахрĕç, Сарпике тетчĕç. Малашнехи картинăсенче те мана курсан Сарпике вылять тетчĕç.

Картинăна Шупашкарта кăтартнă вăхăтра Чурпайран ман хаяр «критиксем» — аттепе анне — хăнана килчĕç. Иккĕшне те «Сарпике» курма илсе кайрăмăр. Эпир те вĕсемпе пĕрле лартăмăр. «Анне мана халĕ те «артис» пулнăшăн ятлать-ши?» — шухăшлатăп ăшăмра. Çавăнтах ун çине вăрттăн пăхса илетĕп. Вăл çăварне карсах курса ларать. Сарпике картина вĕçĕнче улпута хирĕç пăлхав тапратнă хресченсене пулăшас тесе питĕрнĕ алăка уçать, çав вăхăтра ăна улпут пăшалпа перет. Пăлхавçăсем улпут çуртне тапăнса кĕреççĕ, хуçине çапса пăрахаççĕ, пÿртне вут тĕртеççĕ. Хресченсем çунакан çуртран вилнĕ Сарпикене йăтса тухаççĕ те çĕре вырттараççĕ.

Эпĕ каллех анне çине пăхатăп. Вăл мăш-мăш сывлать, шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлать.

Сеанс пĕтрĕ. Ман «критиксем» киле çитичченех çăвар уçмарĕç. Ларсан-ларсан атте сăмах пуçларĕ:

— Ну, Окçина, хĕрне «артис» пулнăшăн халĕ ятламастăн-и ĕнтĕ? — ыйтрĕ вăл шухăша путнă аннерен.

— Ятламастăп, анчах манăн кăмăл хуçăлчĕ-ха. Леш усал улпут Татьянăна пăшалпа тĕллесен кăштах кăшкăрса ямарăм. Ку картинăна тăвансене кăтартасчĕ, Татьяна Сарпикене вылянине пăхса савăнччăр, — пуçласа мухтарĕ мана анне.

Мытищире кăтартнă хыççăн «Сарпике» негативне «Совкинона» аллă пине сутрăмăр, мĕншĕн тесен пирĕн хамăрăн проката кăларма, кописем пичетлеме лаборатори те, пленка та, укçа та, кантур та, унта ĕçлекенсем те пулман.

«Сарпике» ÿкерме илнĕ укçана ЦИКа тавăрса патăмăр, юлнă укçапа 1927 çулта «Хура юпа» илемлĕ фильмпа «Чăваш çĕршывĕ» пĕчĕк картина ÿкерме пуçларăмăр. Çапла вара иккĕмĕш картина «Чăвашкинона» ураланма пулăшрĕ.

Революциччен патша правительстви пăлхава хутшăннă ялсен укăлча хапхи умне халăха намăслантарас тесе, иртсе çÿрекенсем яла ан кĕччĕр тесе хура юпа лартнă. Çавнашкал ял çинчен каласа парать те ĕнтĕ чăвашсен виççĕмĕш кинокартини.

Ку картинăн сценарине те Кошкинский çырчĕ, режиссерĕ те хăех пулчĕ. Тепĕр режиссер пулма Мускавра «Совкинора» монтажерта ĕçлекен Улатăр çыннине Б.Шелонцева чĕнсе илтĕмĕр. Режиссерсен ассистенчĕ — Г.Парне, пулăшуçи — К.Егоров, художникĕ — К.Васильев. Рольсене, И.Штраухсăр пуçне хамăр республикăри актерсем вылярĕç: П.Осипов, И.Максимов-Кошкинский, И.Слободской тата эпĕ.

«Сарпикене» ÿкернĕ чух тăкаксене чакарас тесе пÿртри сценăсене картишне илсе тухни пирки каларăм ĕнтĕ. Кунта сценари çырнă чухнех çакна шута илнĕ. Картинăра мĕнпурĕ те пĕр павильон çеçчĕ — мунча. Çавăнпа картинăна пĕтĕмпех Шупашкар çывăхĕнчи Шăмăш ялĕнче ÿкертĕмĕр.‹...›

Мунча кĕнине ÿкерме те çăмăлах пулмарĕ. Çырма хĕрринче чăнкă çырана чавса тунă мунча шыраса тупрĕç. Малтан ун кăмакине чулĕсем хĕреличченех хутрĕç, унтан мачча çинчи тăприне /унта эрĕм кашласа ларатчĕ/ пуçтарса тăкрĕç те хăмисене илсе пăрахрĕç. Кайран мунча ăшне тĕкĕрсемпе çутатса /ун чух ялта электричество çукчĕ/ çÿлтен те, алăк витĕр те мунча кĕнине ÿкерме пуçларĕç. Эх, çав! Васильевпа Коновалов, умлăн-хыçлăн ăшши парса, икшер милĕкпе çат! та çат! тутараççĕ çурăмĕсене. Киленсех мунча кĕчĕç артистсем. Анчах пĕр инкек сиксе тухрĕ.

Г.Егиазаров оператор çапăнакан артиста çывăхран ÿкерме шут тытрĕ. Çавăнпа вăл аппаратне мунча чулĕ тĕлнех лартрĕ. Малтан экран çинче пăс пулмалла, унтан, пăс сирĕлсен, çапăнаканăн тарланă пит-куçĕ курăнмалла.

— Пуçларăмăр! — терĕ те режиссер мунча кĕрекенсенчен пĕри чаш! тутарчĕ вĕри чул çине пĕр алтăр шыв.

— Ай-яй! — çухăрса ячĕ оператор пăспа пĕçертнĕ аллине силлесе.

Кирилл Егорович оператор аллине эмел сĕрсе çыхса ячĕ.

Ку кадра тепĕр хут ÿкерме тиврĕ, анчах пăс вырăнне халь ĕнтĕ тĕтĕм кăларса тултарчĕç. ‹...›

Турăшсемпе уя тухнине ÿкермеллеччĕ. Кивĕ чиркÿрен авăрлă турăшсене илме пуп ирĕк пачĕ. Пĕр ирхине Кирилл Егорович халăха та пухрĕ. Анчах çынсем турăшсемпе çÿремеллине пĕлчĕç те пĕрерĕн-икшерĕн таçта саланса пĕтрĕç. Комсомолецсем çеç тăрса юлчĕç. Ÿкересси пулмарĕ.

— А-а! Эсир укçалла ÿкерĕнесшĕн мар, эппин? Эп сире пĕр пуссăрах ÿкеретĕп ак! — çилленсех кайрĕ Кирилл Егорович.

Çав каçах вăл пирĕн пата пычĕ.

— Иоаким Степанович, виçмине турăшсемпе кайнă сценăна ÿкерме хатĕрленĕр. Пуп хăех прихутри халăха пухса турăшсемпе уя тухма пулчĕ. Хăйпе тиечук валли çеç тăрантас кÿлсе пама ыйтрĕ.

— Миçе çын пуçтарăнать? — ыйтрĕ режиссер.

— Çич çĕр-сакăр çĕр пухăнать пулĕ.

«Хура юпара» ман валли те сахал мар терт тупăнчĕ. Çулла ÿкермелли сценăна темшĕн кая хăварчĕç те кĕр пуçлансан тин ĕçе тытăнчĕç. Картинăра мана Атăл леш енчи ял пуянне, юратман çынна, ирĕксĕр качча параççĕ. Качча параççĕ темелле те мар: аттепе калаçса татăлса, вăрласа каяççĕ. Упăшка мана час-часах хĕнет. Пĕрре çапла ĕçсе ÿсĕрĕлсен мана хĕнесе вилес патнех çитерет, çÿç-пуçа тăрмаласа, кĕпене çурса пĕтерет. Эпĕ çак хурлăха тÿсеймесĕр лаша çине утланса хамăр яла савни патне таратăп. Манăн Атăл урлă ишсе каçмалла-çке-ха. Çав сценăна сивĕ шывра ÿкерме тиврĕ. Лаша шыва хырăм таран кĕрет — малалла ниепле те каймасть. Те сивĕ шывран хăрать, те тарăн çĕре кĕресшĕн мар. Асаплантăмăр-асаплантăмăр та урăхла ÿкерме шут тытрăмăр. Сулахай енчен эпĕ лашапа Атăла кĕнине, унтан паромпа сылтăм енне каçса шывран тухнине ÿкертĕмĕр. Атăл варринче ишнине чееленсе кăтартма тиврĕ. Мана кимĕ çине лартатчĕç те, пĕри кĕсменпе ишетчĕ, тепри лашана чĕлпĕртен тытса пыратчĕ. Лаша ирĕксĕрех кимĕ хыççăн талпăнатчĕ. Тарăнтарах çĕре çитсен чĕлпĕрне вĕçертетчĕç те лаша вăрт каялла, Атăл хĕрринелле, çаврăнатчĕ. Эпĕ кимĕ çинчен лаша çине сикеттĕм те çилхинчен тытса ишеттĕм. Монтаж тунă хыççăн çапла ÿкерни эпĕ Атăл урлă ишсе каçнă пекех курăнатчĕ. Кинора кадра пĕрре ÿкернипе çырлахмаççĕ, кашнинчех темиçе хут, тĕрлĕ енчен ÿкереççĕ терĕм маларах. Кунта та çавнашкалах пулчĕ. Ăшă шывра пулсан татахчĕ, сивĕ шыва темиçе хут кĕме, çитменнине кĕпепе, питĕ йывăрччĕ. Хам пурнăçра унашкал шăнса кÿтнине урăх астумастăп та.

Атăл шывĕнче шăннă хыççăн, картинăна ÿкерсе пĕтерсен, Хура тинĕс шывĕнче «ăшăнма» упăшка мана Крыма ячĕ. Путевка туянма май килмерĕ, çавăнпа ахалех тухса кайрăм. Ун чухне Ялтăра хваттер яракансем нумайччĕ. Ман валли те пÿлĕм тинĕс хĕрринчи Севастополь урамĕнчех тупăнчĕ.

Чи малтан хула курма кайрăм. Тинĕс хĕрринчи пĕр енлĕ урампа утса пыратăп. Кĕтмен çĕртен куçа темĕн пысăкăш афиша курăнса кайрĕ. Ун çинчен ман çине чăваш хĕрĕ пăхать, кулать. «Ăçта каян? Кил-ха кунтарах, пăх-ха ман çине... Паллатăн-и мана?» — теççĕ Сарпикен йăл кулакан куçĕсем. Васкарах утрăм, афиша умне пырса тăтăм. Сарпике ман çине пăхать, эпĕ — ун çине. Чăнахах эпĕ-и ку? Мĕнле телейлĕ тĕлпулу! Хам вылянă сăнарпа аякри хулара куçа-куçăн тăратăп-çке!

Çав вăхăтра кинотеатртан халăх кĕпĕрленсе тухрĕ. Часах тепĕр сеанс пуçланмалла. «Сарпикене» манăн таçтан-таçтан курорта килнĕ çынсемпе пĕрле курас килсе кайрĕ. «Мĕнле кăмăлпа пăхаççĕ вĕсем чăваш пурнăçĕ çинчен ÿкернĕ картинăна?» — шухăшлатăп ăшăмра.

Касса патне пытăм — билетсене сутса пĕтернĕ. Администратор пÿлĕмне кĕтĕм.

— Администратор юлташ, пĕр пропуск памăр-ши мана? — аван мар пулин те хăюллансах ыйтрăм унран.

— Мĕншĕн ман сире пропуск памалла? — ыйтрĕ вăл пуçне çĕклесе. — Чимĕр-ха, чимĕр... Ăçта курнă эпĕ сире? — тĕлĕнчĕ вăл ман çине шăтарас пек пăхса.

— Эсир мана пурнăçра курман пулĕ... Эпĕ...

Каласа пĕтерме памарĕ администратор, сĕтел хушшинчен тухса ман паталла ыткăнчĕ.

— Каçарăр, тархасшăн. Эсир Тани Юн вĕт? — хĕпĕртесех кайрĕ вăл. Унтан мана хăех зала кĕртсе лартрĕ.

Куракансем картинăна интересленсех пăхаççĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе алă çупаççĕ. Манăн чĕре сиксе тухас пек тапать. Ниçталла та пăхмастăп: палласран хăратăп. Сарпике пăлхавçă хресченсене алăк уçса парсан куракансем урисемпе тапăртатсах алă çупрĕç.

Картина пĕтрĕ çеç — экран умне администратор тухса тăчĕ.

— Юлташсем! — кăшкăрчĕ вăл аллине çĕклесе. — Сирĕн хушăрта паян картинăри Сарпике рольне вылякан актриса Тани Юн ларать...

Тапранчĕ шав. Пĕрисем: «Ăçта вăл?» Теприсем: «Сцена çине, сцена çине!» — тесе кăшкăраççĕ.

Малалли çитес номерте.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.