Чăваш кадет корпусĕ уçăлчĕ
Тинех, тинех нумайăшĕ тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтнĕ самант çитрĕ: паян, Пĕлÿ кунĕнче, Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ çĕнĕ Чăваш кадет корпусне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Уява сумлă хăнасем хутшнчĕç: РФ Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илÿпе экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Сывлăш-космос вăйĕсен тĕп командующийĕн заместителĕ Сергей Дронов генерал-лейтенант, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем, Совет Союзĕн Геройĕн, летчик-истребителĕн Александр Кочетовăн /кадет корпусне шăпах унăн ятне панă/ мăнукĕн ачи, Олимп чемпионки Аделина Сотникова тата ыттисем.
Вĕсем кадетсене /сăмах май, Чăваш кадет корпусĕнче 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче 400 ачапа çамрăк ăс пухĕ/ Пĕлÿ кунĕпе саламларĕç, лайăх вĕренме, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма ăнăçу сунчĕç.
Сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ кадет корпусне пăхса çаврăнчĕç. Çулталăк хушшинче кунта вĕренÿ тата çывăрмалли корпуссем, спорт тата акт залĕсем, хушма пĕлÿ памалли кабинетсем тунă. Вĕренÿ блокĕнче вĕренÿ класĕсем, робототехника кабинечĕ, сасă çыртаракан студи, тир вырнаçнă. Спорт блокĕ кĕрешÿ хореографи, тренажер, сĕтел çи теннис, спорт залĕсене пĕрлештерет. Общество блокĕ акт залĕнчен, столовăйран тăрать. Çывăрмалли корпусра кашни икĕ пÿлĕм валли гардероб, душ кабинипе туалет уйăрнă. Япала типĕтмелли уйрăм пÿлĕмсем те пур. Пур çĕрте те хăтлă та таса. Çĕнĕ оборудовани хальхи вăхăт ыйтнине туллин тивĕçтерет. Пĕтĕмлетсе каласан — кунта кадетсене лайăх вĕренме, тавра курăмне пысăклатма, тĕрлĕ енлĕн аталанма кирлĕ пĕтĕм услови пур.
Акт залĕнче Паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Кадетсем Раççей Федерацийĕн Геройĕсене тĕрлĕ ыйту пачĕç. Унтан хăнасем кадет паркĕнче йывăç лартрĕç.
Аса илтеретпĕр: федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕ республикăри кадет шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Ăна Михаил Бабич хăй РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулнă чухне пуçарнипе тунă «КаДетство» проекта кĕртнĕ. Чăваш корпусĕ — федерацин Атăлçи округĕнче улттăмĕш. Çак вĕренÿ заведенийĕнче РФ Сывлăш-космос çарĕсем валли специалистсене хатĕрлеççĕ. Ăна шеф пулăшăвĕ кÿмешкĕн Н.Е.Жуковский профессор тата Ю.А.Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн филиалне /Сызрань хули/ тата тепĕр икĕ çар чаçĕ хăйĕн хÿттине илнĕ.
* * *
ШУХĂШСЕМ
Михаил Бабич, РФ Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илÿпе экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ:
— Кадет корпусĕсем пире Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене хатĕрлеме тата вĕсемпе профориентаци ĕçĕ ирттерме май параççĕ. Çакнашкал корпуссене пĕтерекенсем хăйсем хăш профессие суйлассине малтанах лайăх пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра кадет корпусĕсен выпускникĕсен 70% вăй структурисен ятарлă тата çар вĕренÿ учрежденийĕсене кĕрет. Чăваш кадет корпусĕнче ăс пухакансен те професси суйлас енĕпе иккĕленÿ пулмасса шанатăп. Кунта вĕсене лайăх вĕренмешкĕн тата тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн пĕтĕм услови пур.
Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Паянхи кун Чăваш Енре тата Раççейре пурăнакансен историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлать. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пуçарăвĕпе пурнăçланакан 11 проектăн та малашлăхĕ пысăк. Чăваш кадет корпусне «КаДетство» проекта кĕртнĕ. Кунта ачасем хальхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен тарăн пĕлÿ илĕç, Раççейĕн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнĕç.
Аделина СОТНИКОВА, Олимп чемпионки, Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн мăнукĕн хĕрĕ:
— Паянхи кун пирĕн çемьешĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Манăн савăннипе куç та шывланчĕ. Республика ертÿлĕхне, яваплă ытти çынна çакнашкал хитре кадет корпусне тунăшăн тав тăвас килет. Шел, эпĕ хамăн çывăх тăванăма курса ĕлкĕреймен, çапах вăл мĕн тери хăюллă та паттăр çын пулнине мана каласа кăтартнă. Пирĕн хамăрăн паттăрсене пĕлмеллех. Вĕсен хăюлăхне пула эпир паян пурăнатпăр.
Комментари хушас