Чăваш Енпе тĕнче паллашĕ

Чăваш Ен Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Йышăну çуртĕнче йĕркелекен презентацие хатĕрленет. Вăл ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртĕ.

Презентаци тĕллевĕ — республикăн тулаш экономика çыхăнăвĕсене, Чăваш Енĕн тĕнче шайĕнчи ырă имиджне çирĕплетесси, пирĕн регион инвестицисем валли, бизнес тытса пыма хăтлă пулнине кăтартасси. Мероприяти вăхăтĕнче ют çĕршывсен дипломати корпусне Чăваш Ен майĕсемпе анлăн паллаштарма, ют çĕршывсемпе тытакан хутшăнусене çĕнĕ хăват пама палăртнă.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин йĕркелÿ тата мобилизаци ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Владимир Нестеров пĕлтернĕ тăрăх — презентацие ют çĕршывсен посолĕсене, чикĕ леш енчи организацисен, влаç органĕсен представителĕсене, Чăваш Ене Раççейре тата унăн тулашĕнче чапа кăларнă çынсене, ытти хăнана чĕннĕ. Паянхи кун тĕлне унта хутшăнассине Раççейре аккредитациленнĕ дипломати корпусĕн хĕрĕх ытла представителĕ çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çав шутра — Австри, Албани, Армени, Израиль, Кипр, Кăркăсстан, Куба, Норвеги, Сенегал, Серби, Франци дипломачĕсем тата ыттисем. Çавăн пекех Раççейри тата чикĕ леш енчи нумай организаци, федераци министерствисемпе ведомствисен представителĕсем хутшăнасси паллă.

Экономика аталанăвĕн министерствинче презентацие хăйне евĕрлĕ йĕркелеме тăрăшнине пытармаççĕ. Чăваш йăли-йĕрки пирки те манман, çав вăхăтрах Чăваш Енĕн паянхи пурнăçĕ, çитĕнĕвĕсем, аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ çинче пусăм тăвасшăн. Курав экспозицийĕ пулать, хăнасем республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи çитĕнĕвĕсемпе, инвестици климачĕпе паллашма пултарĕç. Çавăн пекех Чăваш Ен ют çĕршывсемпе тытакан çыхăну, республикăн конкурентлă майĕсен, регионăн культура тата туризм сферисенчи илĕртÿлĕхĕн ÿкерчĕкне те курăмлăн сăнласшăн.

Паллах, хăнасене чăваш коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç, наци кухнин апат-çимĕçне астивсе хаклама та май пулĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.