Чăваш Ен опычĕпе паллашрĕç
21 Авăн, 2016
РФ Пенси фончĕн Белгород облаçĕнчи представителĕсем авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Чăваш Енри ĕçтешĕсем тытăма тата уйрăм ĕçне оптимизацилес енĕпе пухнă опытпа паллашрĕç.
Ĕçлĕ çÿревĕн малтанхи кунĕнче вĕсем çĕнĕлĕх меслетлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ «çавра сĕтеле» хутшăнчĕç, Пенсисем тÿлекен тата информацисене тишкерекен центрта пулчĕç, иккĕмĕш кунĕнче РФ Пенси фончĕн районсем хушшинчи Çĕрпÿри управленийĕн тата унăн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ĕç-хĕлне тишкерчĕç.
Белгород хăнисем асăннă ыйтупа Чăваш хутлăхĕнче 2013 çулхи раштав уйăхĕнче те пулнăччĕ. Ун чухне кунта концепцие пурнăçа кĕртмешкĕн хатĕрленнĕ тапхăр пынă май вĕсене оптимизацин тата килĕштерсе ĕçлессин тĕрлĕ шайри пулăмĕсем ытларах интереслентернĕ. Хăнасем Çĕнĕ Шупашкар хулинчи тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тытăмсене, оптимизаци тапхăрĕ тин пуçланнă службăсене, çитсе çĕнĕлĕхсене тишкерсе ăша хывнă.
Хальхинче вĕсем оптимизацин икĕ çулта пухнă паха опычĕпе хăйсем патĕнче усă курас тĕллевлĕ. Белгород тăрăхĕнче те çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме пикеннĕ, малашлăх аталанăвĕн мелĕсене тишкереççĕ.
Пенси службин тытăмне çĕнетсе улăштармашкăн пирĕн республикăра 2014 çулта пуçланă, территори органĕсен пĕрешкел функцийĕсене электронлă технологисемпе туса пымашкăн Пенси тÿлекен тата информацисене тишкерекен центр йĕркеленĕ. Çавна май ĕç тухăçлăхне, информаци системисен ĕçĕн шанчăклăхне, клиентсене паракан пулăшу пахалăхне ÿстерме, управлени аппаратне чакарма май килнĕ.
Оптимизацие пула РФ Пенси фончĕн район-хулари 23 управленине районсен хушшинчи 10 тытăма пĕрлештер-мелле. Реорганизаци кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Вырăнти клиент службисем малтанхи йĕркепех ĕçлеççĕ.
Чăваш Енри уйрăмăн ĕç-хĕле оптимизацилемелли концепцине РФ Пенси фончĕн ертÿлĕхĕ ырланă, Крым Республикинче тата Севастополь хулинче хăйĕн тытăмне йĕркеленĕ чухне унпа усă курнă.
Республикăри пенси службин специалисчĕсен шухăшĕпе — пĕр-пĕрин паха опытне тишкерни усă кăна кÿрет.
Комментари хушас