Чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртнĕ

26 Нарăс, 2019

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртнĕ. Чăваш Енĕн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, вĕренекенсене юрă-ташă енчен маттур студентсем çепĕç чăваш юррисене шăрантарса кĕтсе илнĕ. 

Олимпиадăна Чăваш республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекен 164 ача хутшăннă. Вĕсенчен 85-шĕ чăваш чĕлхипе литературине вырăс шкулĕн программипе вĕренеççĕ, 79-шĕ - республикăри чăваш шкулĕсенчен.

Республика тулашӗнчен олимпиадăна пурĕ 10 вĕренекен килнĕ: Тутар Республикинчен –  2-ĕн, Пушкăрт Республикинчен – 4-ăн, Чĕмпĕр облаçĕнчен – 4-ăн. Вĕсем  чăваш чĕлхипе тата литературипе питĕ кăсăкланаççĕ, юратса вĕренеççĕ. Çакна олимпиадăра аван кăтартса пама пултарчĕç ачасем. Олимпиадăна килнĕ ачасем Шупашкарти паллă вырăнсенче пулса курчĕç. Чăваш патшалăх  университетĕн студенчĕсемпе тӗл пулнă.

Вĕрентекенсем валли «Чăваш мифологийӗн вăрттăнлăхĕсем» ятлă семинар иртнĕ. 

Комментари хушас