Чăваш чĕлхи ют пулмĕ-ши?..
Коридорти стена çинче — шкултан лайăх вĕренсе тухнă çамрăксен сăн ÿкерчĕкĕсем. Вĕсене учительсем яланах ырăпа аса илеççĕ. Лешсем те тăван шкула манмаççĕ, аякра пурăнсан та килсе курмасăр чăтаймаççĕ.
«Ĕнерхи тата паянхи ачасем... Малтанхи ăру килте, шкулта, урамра чăн чăвашла, атте-анне чĕлхипе калаçнă. Чăвашла кĕнекесем вуланă, хаçат-журналпа туслă пулнă. Сăвă-калав, сочинени, изложени чăвашла çырасси те йывăр марччĕ вĕсемшĕн. «Каçпа çывăрма выртсан ачăрсемпе кăшт вырăсла калаçăр-ха тархасшăн. Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ янăравлă хупă сасăсене лайăхрах калама вĕренччĕр. Урокра хăйсенех çăмăлрах пулать», — теттĕм час-часах ашшĕ-амăшне. Паянхи лару-тăру пачах урăхла. Ачасем садикренех вырăсланса килеççĕ. Тем пекех чăвашла калаçтарма тăрăшнин усси çук, тăхтавра та вырăсла пуплеççĕ. Ашшĕ-амăшне: «Тархасшăн, килĕрте тĕпренчĕкĕрсемпе тăван чĕлхепе калаçăр-ха. Малашне каплах пулсан асатте-асанне чĕлхи манăçать», — тесе ыйтатăп. Çапла, паянхи кун чăваш чĕлхине ют чĕлхе пек вĕрентетпĕр. Питĕ йывăррăн», — чун ыратăвĕпе пайланчĕ Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Раиса Архипова.
Канаш районĕнчи Уçырмара çуралса ÿснĕ Раиса Тимофеевна мĕн пĕчĕкренех учитель пулас ĕмĕтпе хăпартланнă. Шкулта лайăх вĕреннине кура пĕрремĕш вĕрентекенĕ, Римма Ильина, ачасен тетрачĕсене ăна тĕрĕслеме панă тепĕр чухне. Эх, çавăн пек асамлă саманта чунтан кĕтнĕ Раиса! Хĕрлĕ пастăллă ручка тытса сĕтел хушшине вырнаçнă та тантăшĕсен ĕçĕсене хаклама тытăннă. Саккăрмĕш класс хыççăн Канашри педколледжа вĕренме каяс тĕллев тытнă вăл. Анчах ку шухăша учительсем самантрах пăрахăçлаттарнă: «Рая, эсĕ ăслă хĕрача. Вунă класс вĕренсе пĕтермеллех санăн. Кайран аслă шкула çул тытăн», — тесе ăс панă. Мал ĕмĕтлĕ пике аслисен сăмахĕнчен иртмен.
Алла диплом илнĕ хыççăн хастар пикене Вăтакас Татмăш шкулне ĕçлеме янă. Паян вăл пĕрремĕш классене вĕрентет. Хăйĕн ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Ачасем вырăсланни çеç пăшăрхантарать ăна.
— Ваня Алексеев Питĕр хулинчен куçса килнĕ, вырăсла калаçса ÿснĕ. Халĕ вăл чăвашла вĕренессишĕн питĕ тăрăшать. Ваня чăвашла ăнланать кăна мар, калаçкалама та пуçларĕ. Пур ача та çапла чăвашлăхшăн тăрăшсан-и?» — вырăс ачин ăнтăлăвĕшĕн савăнчĕ педагог.
Тăван чĕлхе паянхи тата пулас ăрушăн ют чĕлхе евĕр пулса ан юлтăрччĕ. Ашшĕ-амăшĕ пепкипе килте чăвашла калаçмасан ку хăрушлăхран хăтăлма çук. Çакна пурте ăнланатпăр, анчах...
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Канаш районĕ,
Вăтакас Татмăш.
Комментари хушас