Çĕрулми нумайран лайăх хакпа сутăнмасть

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри агропромышленноç комплексĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. "Пирĕн тĕллев — производство калăпăшне çултан-çул ÿстересси, халăха апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси", — тенĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕлтĕр нихçанхинчен ăнăçлă ĕçленĕ. АПК туса илнĕ пĕтĕм продукци калăпăшĕ 73,4 млрд тенкĕпе танлашнă /2014 ç. — 63,3 млрд т./. Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче /ФАО/ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни 100 га çĕр пуçне сĕт, çавăн пекех аш-какай туса илессипе 3-мĕш вырăн йышăннă. Ял хуçалăх продукцийĕн индексĕ 107,9% пулнă /ФАО — 101,6%, РФ — 103%/. Ял хуçалăх организацийĕсен ĕç тухăçлăхĕ 20,5% ÿснĕ.

Халăх лавккара е пасарта яланах паха та йÿнĕ апат-çимĕç шырать. Хресчен пахчаçимĕç вăйлă çитĕнтерсе унăн кăмăлне тивĕçтерчĕ темелле. Патшалăх управсем тума тата паха вăрлăх туянма субсиди ытларах уйăрни ял çыннине ытти çултинчен нумайрах çĕрулми туса илме май пачĕ. Республика тухăçĕпе /206,5 ц/ ФАОра — 2-мĕш, Раççейре 6-мĕш вырăн йышăнать. Хакĕ хăшпĕр лавккара кĕркуннехинчен те пĕчĕкрех. 2016 çулхи кăрлачра пĕр çынна пĕр уйăх пурăнма кирлĕ апат-çимĕç 3147 тенке кайса ларнă /ФАОра — 3276, Раççейре — 3627 т./.

Уйăхри вăтам ĕç укçи виçĕм çулхинчен 12% пысăкланнă — 14498 тенке çитнĕ. Ытти отрасльпе танлаштарсан ÿсĕм хăвăртлăхĕ пысăк пулин те вăл республика экономикинче вăй хуракансен шалăвĕн вăтам кăтартăвĕн 67,9 проценчĕ чухлĕ çеç-ха. Ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлемелле.

Республика федерацин "Ял территорийĕсене 2020 çулччен çирĕп аталантарасси" программине 2014 çултанпа пурнăçлать. Ку ĕмĕте çитерме федераци бюджетĕнчен пире 270 млн тенкĕ куçнă, Чăваш Ен 430 млн тенкĕ уйăрнă. Кÿкеç поселокĕнче /Шупашкар районĕ/ — "Бичурин сачĕ" музей-парк комплексĕ", Тури Ачак ялĕнче /Етĕрне/ "Чăваш хресчен хуçалăхĕн музейĕ" проектсене пурнăçа кĕртнĕ. Иккĕмĕшĕ Мускаври "Ылтăн кĕркунне" куравра ылтăн медале тивĕçнĕ.

2015 çулта ялсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ тата АПК об±екчĕсем патне çити хытă сийлĕ çул сарма тытăннă. Ишĕлес патне çитнĕ витесене çĕнетесси вăй илет. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа выльăх валли 153 ферма-комплекс реконструкциленĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви хăмла туса илес тата тирпейлес ĕçе чĕртес тата хăвăртлатас тĕллевпе хатĕрленĕ программăна РФ Ял хуçалăх министерствине пăхса тухма ярса панă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев министра итлесе пĕтерсен "Чăваш Республики 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕртаварпа апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесе тăрасси" программăн пĕтĕм кăтартăвне туллин пурнăçлама хушнă. Пĕлтĕр çĕрулми нумай туса илнĕрен ăна вырнаçтарнă чухне йывăрлăхсем сиксе тухнă. Михаил Васильевич çавăнпа "иккĕмĕш çăкăра" лайăх тасатса федерацин суту-илÿ сечĕсенче сутма сĕннĕ. Сĕт пахалăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе каланă.

В.ГРИГОРЬЕВ

В.ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.