Çĕнтерÿçĕ тупăшура палăрать

24 Çĕртме, 2016

Механизаторсен ăсталăхне палăртас тĕллевпе Йĕпреç районĕнчи сухаçăсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕнĕ. Вăл «Рассвет» обществăн Чăрăшкасси ялĕ çывăхĕнчи хирте вăтăр виççĕмĕш хут иртрĕ.

Юлашки ултă çулта конкурса Иван Петрова халалларĕç. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн I тата II степень Мухтав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, Çĕнтерÿ хыççăн, «Знамя» колхозра механизаторта ĕçленĕ чухне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Сухаçăсене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Валерий Гаврилов, Хурамал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов саламларĕç, тупăшура лайăх кăтартупа савăнтарма ăнăçу сунчĕç.

Виçĕ сехете тăсăлчĕ хĕрÿ те çивĕч тупăшу. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе ял хуçалăх пайĕн тĕп экономист-эксперчĕ Олег Новиков паллаштарчĕ. Гусеницăллă тракторсен ăмăртăвĕнче «Рассвет» АУО тракторисчĕ Сергей Марков ĕçтешĕсенчен чылай мала иртсе кайрĕ. Унăн суха касси тÿрĕ те тарăн пулчĕ, шăйрăк хăвармарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Арсентьев /«Трудовик» агрофирма» ООО/ тата Владимир Потапов /«Рассвет»/.

Кустăрмаллă тракторпа пуринчен те ăстарах «Красный фронтовик» колхозран килнĕ Петр Дмитриев сухаларĕ. Унпа тупăшнă Яков Ерилеевпа /«Трудовик» агрофирма» ООО/ Николай Захаров /«Путиловка» агрофирма» ООО/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çĕнтерÿçĕ Петр Дмитриев I степень диплома, укçан паракан премие тивĕçрĕ. Унăн хулпуççи урлă «2016 çулхи сухаçă чемпион» хĕрлĕ хăю çыхса ячĕç.

«Рассвет» директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Руссков конкурсра мала тухнă П.Дмитриева хавхалантарма сысна çури хатĕрленĕ. Петр Васильевич республикăра иртекен сухаçăсен ăмăртăвĕнче район чысне хÿтĕлĕ.

Кăçалхи ăмăртăва 15 механизатор хутшăнчĕ, çав шутра «Рассветран» — тăваттăн. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ сухана ирттерме яваплăха туйса хутшăнни савăнтарать.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.