Çĕнĕ сезона - çĕнĕ çитĕнÿсемпе

6 Çу, 2015

Велосипедистсем çуллахи сезона пуçларĕç. Пирĕн çĕршывра чи малтанхи ăмăртусем Краснодар крайĕнче иртрĕç. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем те хастар пулчĕç.

Пĕтĕм Раççейри турнирта ку хутĕнче 1999-2002 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем тупăшрĕç. Чăваш Республикин чысне унта яланхи пекех Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 7-мĕш спорт шкулĕн çамрăкĕсем хÿтĕлерĕç. Уйрăм стартсенче пуринчен ытларах Олеся Крыловăпа Анжела Кадышевăна, Александр Федотовпа Илья Мулендеева ăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ дистанцисенче 2-3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак ăмăрту вăхăтĕнчех маунтинбайкистсем Çĕршыв кубокĕшĕн вăй виçрĕç. Сăрт-туллă трасса çинче хĕрарăмсен ушкăнĕнче 2,8 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе Ольга Терентьева /тренерĕ - Владимир Краснов/ ылтăн медаль çĕнсе илчĕ, РФ спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Раççей кубокĕн çĕнтерÿçине 2016 çулта Бразилире иртекен çуллахи Олимпиадăна хутшăнма пултаракансен йышне кĕртрĕç.

Чăваш Енри чи опытлă спортсменка, Олимп вăййисен призерĕ Ирина Калентьева та пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăрать. Акă, Швейцарире иртнĕ Пĕтĕм тĕнче турнирĕнче Патăрьел хĕрĕ хăй чи пултаруллине тепĕр хут çирĕплетрĕ: "кросс-кантри" чупура Швеци тата Швейцари велосипедисчĕсене кая хăварса финиша пĕрремĕш çитнĕ. Шел те, ыттисем - Кристина Кирилловăпа Надежда Антонова - ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрнă пулин те пьедестал çине хăпарайман.

Хамăр республикăра велосипедистсен сезонĕ кăçал Шупашкар хулин чемпионачĕпе пуçланчĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Вăрмар, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри тата Хусан яшĕсемпе хĕрĕсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ ушкăнра Олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем ытларах палăрчĕç. Шупашкарти Федор Пушкинпа Николай Кузьмин, Патăрьелти Владимир Софроновпа Ирина Богданова, Çĕнĕ Шупашкарти Никита Веденеев, Сĕнтĕрвăрринчи Александр Александров тата ыттисем чи пысăк наградăсене çĕнсе илчĕç.

 

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: