Çар чаçĕнче — лагерьте

15 Çĕртме, 2017

Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи çар чаçĕнче федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи «Гвардеец» хÿтĕлевпе спорт лагерĕн пĕрремĕш смени пуçланнă. Пирĕн республикăран унта Патăрьелти 1-мĕш, Шупашкарти 47-мĕш, Республикăри кадет шкулĕсем, Çĕнĕ Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ М.М.Кузнецов ячĕллĕ кадет тата Канаш хулинчи патшалăх службипе управленийĕн лицейĕсем хутшăнаççĕ.

Марий Эл, Тутарстан, Удмурти, Чăваш Ен, Пермь тăрăхĕн, Киров тата Чулхула облаçĕсен, çавăн пекех федерацин Крым тăрăхĕн, Донецкпа Луганск облаçĕсен ачисене хÿтĕлевпе спорт, кану мероприятийĕсем, ăмăртусем, çар техникипе паллашасси тата Чулхулари экскурси кĕтет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.