"Çапла пултăр!" - эфирта пĕр çулталăк
30 Ноября, 2013 | Хыпар | Хула | Тĕпел

Асăннă кăларăм эфира тухма пуçланăранпа çулталăк çитрĕ. Мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать паян. Кун пирки каласа пама ток-шоуна йĕркелесе ертсе пыракан Татьяна Ильинаран ыйтрăмăр.

- Татьяна Витальевна, сана Чă­ваш наци конгресĕн ĕçтăвком пред­седателĕнче ĕçлеме пуçланă ятпа саламлатăп! Çапах та калаçу пирĕн урăххи тавра пулĕ. Калăр-ха, хăвăр пуçарнă проекта епле хак паратăр.

- Ай турух, сана интервью панă хыççăн мана кашнинчех ĕçрен кăлараççĕ /кулать !/. Мĕнех, пурнăçа "спираль" евĕр çаврăнса пырать теççĕ те, халĕ лайăх тĕле çитнĕ тейĕпĕр. Кăларăма вара хальлĕхе вăтам хак паратăп. Чăваш наци телекуравĕ те - çамрăк "ача". Ун пек пысăк кăларăма халăха йышлă пухса ÿкерме малтанах кĕтес кирлĕ. Ун пирки маларах куракансем "хурал пÿртĕнче пухăннă пек" текелерĕç. Эпир ток-шоуна электроаппаратура завочĕн производство площадки пулнă вырăнта "çыратпăр". Унти пек дизайн - çуррине çĕнетнĕ, тепĕр пайне ĕлĕкхиллех хăварнă - халĕ модăра. Тĕксĕм хăмăр тĕспе сăрласа хупах пекки те тунă. Тен, вăл куракана килĕш­мест те пулĕ. Маншăн вара аван пек. Кирпĕч стена та, йывăç та - ăшă панă пек туйăнать. Вăл пире кăштах хÿтлĕх те кÿрет. Пытармастăп, ку ток-шоуна ресторанта ÿкерес килмест, мĕншĕн тесен вăл шухăшлаттаракан кăларăм.

Телекуравăн хăйĕн пысăк студийĕ çукки те - нуша. "Залра сирĕн камсем лараççĕ."- ыйтать нумайăшĕ. Ăрусен çыхăнăвне йĕркелес тĕллевпе эпир кăларăма çамрăксене те /студентсене/, аслисене те чĕнетпĕр. Ăслă экспертсем - пурнăç опытне пухнă ятлă-сумлă çынсем.

- Кăларăма хатĕрлеме, ахăртнех, çăмăлах мар. Халăх ток-шоуна ха­васпах хутшăнать-и. Экспертсене ну­май пуç çапмалла-и.

- Кунта ĕçĕ пуç çапассинче мар. Тĕрĕссипе, "Çапла пултăр!" кăларăмра ÿкерĕнме черет тăракансем те пур. Хăшĕ-пĕри пĕрре хутшăннă хыççăн , "Тата хăçан пулать."- тесе ыйтать. Паллах, яланах пĕр çынсенех чĕнейместпĕр. Анчах анлă тавра курăмлисем 2-3 хут ÿкерĕннисем пулнă. Çыннăн чăнах та каламалли пур тăк, шалта йăлт капланса çитнĕ тĕк - пирĕн патăмăра килĕрех тетпĕр.

Тепĕр йывăрлăх - чĕлхе тасалăхĕ çукки. Хăшĕ-пĕри, профессора тухнă пулин те, тăван чĕлхепе илемлĕ пуплеймест. Хулари чăвашсем ялтисенчен тасарах та калаçаççĕ. Иккĕмĕшĕсен çине-çинех вырăс сăмахĕ тухса каять. Вĕрентекенсен те çапла. Телекуравра, паллах, чăвашла хитререх, тасарах калаçас килет. Кашнинче çынна, "Ун пек ан кала",- тесе пÿлейместĕн. Вăл ăна шухăшĕсене те уçса пама чăрмантарать. Чăвашсем те ытти халăх пекех хăна-вĕрле пухсан темĕн те - правительство таранчченех - сÿтсе яваççĕ. Тĕпелти сĕтел хушшинче кашни чунне уçса калаçать. Пĕтĕмпех пĕлтерес текенсем килеççĕ те пирĕн патăмăра. Анчах та чун ыратăвне каланă хыççăн хуравне те илес килет. Çавăнпа эпир кăларăма пысăк пуçлăхсене те чĕнетпĕр. Анчах тÿре-шаран вăхăчĕ çитменрен "килейместĕп" тесе пĕлтерсен палăртни, "авăрлани" йăлт саланма пултарать. Студире тĕк - вăхăтне улăштарма пулатчĕ.

- Кăларăмăн ячĕ питĕ хăйне евĕр. Ăçтан çуралчĕ кунашкал шухăш.

- Эпĕ каланă сăмах мар ку. Эпир мĕнле те пулин пысăк шухăша сÿтсе явсан, "Çапла пултăр!" - тетпĕр. Кĕлĕсенче те çаплах. Халĕ пĕлĕшĕмсем урамра тĕл пулсан та сывлăх сунас вырăнне, "Çапла пултăр!" - теççĕ. ЧНК çуртне кĕреççĕ те - каллех, "Çапла пултăр!" Маларах вара "Çитмĕл те çиччĕ!" - тетчĕç. Манăн пĕр пĕчĕк талант - ят шухăшласа кăларасси - пур пулĕ тетĕп. Унччен, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ĕçленĕ чухне те, эпĕ ĕçтешĕмсене ят тупма чылай пулăшнă.

- Мĕншĕн пĕчĕк. Манăн шухă­шăмпа, çитĕнÿ тăвасси лайăх ят панинчен нумай килет. Ăна 55 процентпах танлаштарма пулать.

- Хальлĕхе тĕллевĕмĕре 100 проценчĕпех пурнăçлаймарăмăр пулсан - 55-шĕ пур тейĕпĕр.

- Эфира эсир Геннадий Мак­симовпа пĕрле тухатăр. Сирĕн пирки телекуравçăсем, "Тĕслĕ экран çинче питĕ килĕшÿллĕ курăнаççĕ",- тенине пĕрре кăна мар илтнĕ. Кăларăма Геннадий Аркадьевичпа пĕрле ертсе пырас шухăш хăçан çуралчĕ. Ĕлĕкхи вăхăта, çамрăк чухне ИПКна /информаципе публицистика кăларăмĕ/ ертсе пынине аса илсе эфира таврăнас терĕр-и.

- Чăн та, хитре курăнассине пачах шута илмен. Телекуравра кун пирки шухăшламалла пулин те! Халăхпа ĕçлесси - питĕ хăйне евĕрлĕ пулăм. Ăнланакан, пулăшакан çын юнашар пулни мана çăмăллăх кÿрет. Иккĕн пулни яваплăха та икке пайлаттарать. Тата манăн икĕ куç кăна вĕт, эпĕ курса ĕлкĕрейменнине вăл асăрхать. Тата шалти хăтлăх /комфорт/ тени те пур. Çумра паллакан, пĕлекен çын пурри çураçулăх çуратать. Кашнинех юнашар тăратаймастăн-çке. Ĕçлейместĕн те. Вăй-хăват /энергетика/ тĕлĕшĕпе эпир пĕр-пĕрне хавхалантарса пыни кăларăма хăйĕн "кĕввине" /атмосферине/ тума пулăшать. Куракана ток-шоу тени пачах ан хăраттăр. Ток акăлчан чĕлхинчен кĕнĕ, калаçу пĕлтерĕшлĕ. Хамăрла ăна калаçу уявĕ теме пулать.

- Ыйтусене эсĕ - вăрăм, Ген­надий Максимов кĕскен парать, ку эсир калаçса татăлнă меслет-и.

- Çамрăк чухне эфира тухма ытларах та хатĕрленмелле пулнă-тăр. Халĕ эпир пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр. Кунта, паллах, кашнин хăйĕн темпераменчĕ. Сăмахран, эпĕ çынна шухăшлаттарса "айккинелле" илсе кайрăм тăк - Геннадий Аркадьевич хура çĕр çине тавăрать. Тепĕр тесен - çемье кустăрмине те арçын тытса пырать. Кунта вăл сăмах çăмхине тĕрĕс сукмакпа кустарать. Эпир унпа маларах, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче информаципе публицистика кăларăмне ертсе пынă чухне, 2-3 сехет ĕçленĕ эфирта. Мĕнле чăтнă тетĕп халĕ. Ун чухнех эпир пĕр-пĕрне хăнăхнă. Тата эпир пĕр енчисем - Каçал тăрăхĕнчисем. Пирĕн калаçу манерĕ те пĕр пекрех.

- Татьяна Витальевна, кашни уйăхра тухса пынă кăларăмсенчен чи ăнăçли хăшĕ тесе шухăшлатăр.

- Амăшĕшĕн чи юратнă ача, чи юратман ача çук теççĕ. Пурне те пĕр пек юратма тивĕç вăл. Эпĕ те çавах - кăларăмсене пурне те килĕштеретĕп. Мĕншĕн тесен ток-шоу тăвасси çăмăл япала мар.

- Халăха кăсăклантаракан те­мă­-­сене, ыйтусене эсир ха­çат­çă­сенчен вирлĕрех хускататăр. Куншăн "çÿлти" тÿресенчен сăмах тивмест-и.

- Эпир халĕ пачах урăх вăхăтра пурăнатпăр. Пирĕн дуэт шăпах çĕн йĕркелÿ саманинче çуралнă. Эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче "Взгляд" тата ытти кăларăмри пек питĕ çивĕч калаçаттăмăрччĕ. Ун чухне, паллах, пуçран хытăрах шакканă. Халĕ эпир ирĕклĕ кайăксем, мĕншĕн тесен иксĕмĕр те штатра тăмастпăр. Геннадий хаçатра ĕçлет. Эпĕ те кунта куçиччен хаçатçăччĕ. Иккĕмĕшĕнчен, кăларăм килĕшмест тĕк е пуçлăхсен кăмăлне каймастпăр тăк - эпир ыран тесен ыранах тухса кайма хатĕр. Тавлашуллă, хирĕçÿллĕ тăвасшăн мар эпир ток-шоуна. Анчах пурнăçĕ хаяр. Ыйтăвĕсем тата хаяртарах. Вĕсене çивĕчрех те çĕклеме май пур. Шел, шалти тĕрĕслевçĕ сыхă тăрать. Эпир совет саманинче çитĕннĕ-çке, халăх дипломатине тытса пыратпăр. "Çапла пултăр!" кăларăмра кăмăла йÿле ярсан шухăшламалли, калаçмалли темĕн чухлех.

- Татьяна Витальевна, сире чылайăшĕ чăваш кĕпи тă­хăн­тартасшăн. Кун пирки эсир мĕн каланă пулăттăр.

- Анатри, анат енчи, тури чăвашсен тумĕ расна. Мĕнле çи-пуç тăхăнтартасшăн-ха мана вĕсем. Çакă мĕн парĕччĕ-ши куракана. Вĕсем артистсене пăхса савăнччăр. Эпĕ эфира хама хитре кăтартассишĕн тухмастăп. Журналист профессийĕ мана, ытларах çул çÿреме тивнĕрен, шăлавар тăхăнма вĕрентрĕ. Унпа хама çăмăлрах, ирĕклĕрех туятăп. Юбка тăхăнасси вара - хăйне евĕр искусство. Çиелти пирки эпир ахаль те нумай калаçатпăр, шутсăр хăлаçланатпăр. Атьăр-ха, малтан шухăш-кăмăлпа илемлĕ пулар! Хамăра хамăр шалтан тасатар. Эпĕ эфира ама паллиллĕ, авалхи чăваш хĕрарăмĕсем усă курнă эрешпе ятарласа ăсталанă мăй çыххипе тухатăп. Чăваш элеменчĕ мана хÿтĕлет.

- "Çапла пултăр!" ток-шоу Чăваш наци телекуравĕшĕн те, Чăваш халăхĕшĕн те хăйне евĕр пулăм пулнине пурте палăртаççĕ. Килес çул курса савăнăпăр-и ăна. Малашлăх ĕмĕтсем мĕнлерех.

- Пирĕн ĕмĕтсем пур-ха. Эпир хамăртан килнине йăлт тăвăпăр. Чăваш наци телекуравĕн пуçлăхĕ каллех улшăнмалла. Халĕ татах конкурс ирттерме палăртнă. Çав пукана йышăнаканран нумай килет. Пирĕн кăларăм кирлĕ текен çын пулсан - ток-шоу пурăнать! "Çапла пултăр!" тени хыççăн эпир кăшкăру паллине ахальтен лартман. Вăл - халăха чĕнсе калани. Пурнăçăн йĕрки-курки пулмалла. "Ăна çапла тытса пырсан аванччĕ",- тесшĕн эпир хамăр "чун çимĕçĕнче". Çакă пирĕн тĕп шухăш. Çав вăхăтрах, "Çакăн пек пултăр та, урăхла пулма пултараймасть",- тесе каламастпăр, хистеместпĕр.

Манăн, паллах, хура çĕр çинче ĕçлесе пурăнакансем /вĕсем мана çав тери килĕшеççĕ/ патне çитес, вĕсен шухăшне пĕлес килет. Тен, ĕмĕтсем 2014 çулта пурнăçланĕç...

- Мĕнех, интереслĕ калаçушăн тавах. Çитес çулта сирĕн мĕн пур çутă ĕмĕт пурнăçлантăр. Çапла пултăр!

- Çапла пултăр!

Роза Власова калаçнă.

В.ФИЛИППОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.