- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăмран картина ăсталать
Çăмран картина ăсталакан Ирина Кузьмина нумаях пулмасть вăрăм çул çÿреврен, Австрирен, таврăнчĕ. «Паян пĕрремĕш кун ĕçе тухнине ăçтан пĕлтĕр?» — тĕлĕнчĕ вăл тĕл пулу шыраса телефонпа шăнкăравласан. Ĕçĕсем пирки вулакансене каласа кăтартма шухăш тытни, паллах, хăпартлантарчĕ-савăнтарчĕ ăна. Хăйне евĕрлĕ çак ăсталăха пĕлтĕртенпе, ăнсăртран ăсталăх класне лекнĕренпе, туптать вăл.
Кăçал Раççей искусствăсен эрнинче Халăхсен хушшинчи конкурсра Ирина Кузьминан «Иккĕн» ĕçĕ гран-прие тивĕçни хăех — ĕмĕрлĕх асра юлмалли пулăм. Унсăр пуçне çакăнтах «Пысăк хула. Шалкăм çумăр», «Добермансем тата кĕркунне», «Хурăнсем» картинисем тĕрлĕ номинацире 1, 2, 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Халĕ ал ăсти хăйĕн ĕçĕсене чикĕ леш енне илсе кайма, унта курав йĕркелеме ĕмĕтленет. Çавнашкалах Шупашкар çыннисене хăйĕн картинисемпе паллаштарсах тăрасшăн вăл.
«Мускаври конкурса хутшăнма хатĕрленнĕ чухне çĕнтерме ĕмĕтленеттĕм. Пире анне ялан малта пулма хăнăхтарнă. Вырăна çитсен куç алчăраса кайрĕ. Тĕнчери 20 ытла çĕршывран, Раççейри 200 ытла хуларан илсе килнĕ ĕçсен хушшинче манăн картинăсем çухалса кайнăн туйăнчĕ. Çапах унта çăмран ăсталанисем çукпа пĕрехчĕ. Ятарлă пĕлÿ илмесĕрех çĕнтерни вара хамшăн та тĕлĕнтермĕш пулчĕ», — иртнине аса илсе савăнăçпа çуталать унăн сăнĕ.
Хăех çул уçать
Ирина Кузьмина вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Унтан педагог, юрист дипломĕсене илнĕ. Халĕ ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче ĕçлет.
Канмалли кунсенче, отпускра кăна чун киленĕçне вăхăт уйăрма пултарать вăл. Хĕр çавнашкалах нимĕç, француз чĕлхисене хăй тĕллĕн ăша хывать. Пĕлтĕр Берлинри, кăçал Венăри паллă вырăнсене, парксене çитсе курнă. Чикĕ леш енчи халăх уçă кăмăлĕпе тыткăнланă чăваш хĕрне. «Австрире хам пурăнакан отеле çул тупаймасăр çур сехете яхăн нушалантăм вĕт. Пулăшу ыйтсан аслă ÿсĕмри пĕр арçын манпа пĕрле автобуса ларчĕ, вырăна çитичченех ăсатса хăварчĕ», — каласа кăтартать вăл. Кам пĕлет, тен, хăçан та пулсан Венăри ÿнер çуртĕнче хăйĕн картинисемпе паллаштарма май тупĕ вăл? Ахальтен мар илемлĕ çав хулана татах çитсе килесшĕн вăр-вар та çаврăнăçуллăскер.
Кузьминсен çемйи Чăваш Ене Тутарстанри Пăва районĕни Элшелрен куçса килнĕ. Улттăмĕш пепки Ирина Шупашкарта çуралнă. Çулталăк пуçламăшĕнче, сăмахран, çывăх çыннисем кÿршĕ района хăнана кайсан тÿрех 3 картина ăсталанă хĕр. Шăпах вĕсем Мускавра йĕркеленĕ конкурсра мала тухма пулăшнă та ăна.
«Эпĕ хамах çул уçса пыратăп. Малтанхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсем урлă картинăсене çынсене кăтартас килетчĕ. Çавăнпах журналистсемпе паллашаттăм. Халĕ халăха хыпарпа тивĕçтерекенсем хăйсем манпа интересленеççĕ-кăсăкланаççĕ. Манпа пĕр чĕлхе тупмашкăн çав тери ансат. «Çăлтăра çаврăнтăн ĕнтĕ», — теççĕ килтисем те», — Ирина Кузьминапа калаçу сыпăнсах пырать.
«Ĕçленĕ чухне çăма нимĕнпе те тытăнтармастăп. Вĕçлесен тин çиелтен кантăкпа витетĕп. Пĕррехинче картинăсене кăтартма илсе кайнă чухне пĕрин кантăкĕ çĕмĕрĕлчĕ. Юрать-ха ĕçе йĕркене кĕртме май килчĕ», — ĕç кăткăслăхне палăртать ал ăсти. Тĕрлĕ тĕслĕ çăма сăрă майлă хутăштарма вĕренсе çитнине калать вăл. «Хăш чухне çĕнĕ ĕç хатĕрлесси йывăр пек туйăнать. Анчах хама шанма хăнăхнăран шухăшланине пурнăçа кĕртетĕпех», — ăнлантарать çамрăк.
Ирина Кузьмина спортпа туслă. Сăмахран, икĕ çул каялла ишме пĕлмен вăл. Халĕ çак ăсталăха та алла илнĕ, çавăнпах бассейн варринче те хăйне хăтлă, ирĕклĕ туять. Канмалли кунсенче хĕр чупма тухать.
Ĕçĕсенче — çепĕçлĕх, ăшăлăх
Чăлхапа мамăкран çын, чĕр чун кĕлеткисене ăсталасси те ним те мар уншăн. Ку чун киленĕçĕ те шухăш хăватне ирĕке яма пулăшать ăна. Сăвă çырма та вăхăт тупать вăл. Малалла вулас...
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас