Çамрăксен министрĕсене палăртнă

20 Чÿк, 2015

Чăваш Республикин Çамрăксен правительствине туса хурасси çинчен калакан Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче алă пуснăччĕ. Хальхи вăхăтра унăн йышне çирĕплетнĕ, унта пĕтĕмпе 12 çамрăк министр кĕнĕ.

Çамрăксен Правительстви - ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи консультаципе канашлу органĕ, унăн йышне 18-30 çулсенчи хастар та пуçаруллă пикесемпе йĕкĕтсем кĕме пултараççĕ. Кăçал иртнĕ конкурса 48 çамрăк хутшăнма кăмăл тунă. ЧР Çамрăксен правительствин председателĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ пулма Станислав Трофимова шаннă. Председателĕн заместителĕ, çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ - Федор Алексеев. Секретаре, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрне София Хорасевăна суйланă. ЧР Çамрăксен правительствин тепĕр 9 министрĕ те паллă.

Паянхи кун çамрăксен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çавăн пекех транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕсен должноçĕсем вакантлă, çакна шута илсе хушма конкурс ирттереççĕ. Кандидатсен заявкисене чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çавăн пекех ЧР Çамрăксен Правительствин членĕсен резерв списокне хатĕрлес енĕпе те конкурс пĕлтернĕ.

"Эпĕ регион ертÿçин постне йышăнсан ЧР Патшалăх Канашне янă пĕрремĕш Çыру "Çамрăксене шанмалла!" ятлăччĕ. Вăл манăн принцип позицине палăртать. Эпир сире шанатпăр. ЧР Çамрăксен правительствин членĕсен Чăваш Ен пуласлăхне тăвас ĕçе хастар хутшăнмалла, айккинчен сăнаса тăмалла мар. Çак правительство çĕршыв регионĕсен хушшинче лидер пулса тăмалла: сирĕн çинчен федераци шайĕнче калаçма пуçлаччăр", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР Çамрăксен правительствин членĕсемпе йĕркеленĕ "çавра сĕтел" вăхăтĕнче. Вăл çамрăк министрсене ĕç тăвакан влаç органĕн ертÿçин ĕç тиевĕ мĕнешкел пулнине ăнланмашкăн, халĕ ĕçлекен министрпа пĕрле пĕр кун ĕçлеме аппарат канашлăвĕсене хутшăнма сĕннĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: