"Çамрăксен хаçачĕн" уявĕ çутă тĕссемпе çуталчĕ

8 Раштав, 2015

Иртнĕ кĕçнерникун, раштавăн 3-мĕшĕнче, Шупашкарти Пукане театрĕнче "Хыпар" çемйинче сумлă юбилей иртрĕ - "Çамрăксен хаçачĕ"

90 çул тултарчĕ.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ вулаканăмăрсене фойере "Шуçăм" фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Кунтах журналистсем, паллă çыравçăсем, юрăçсем... Ăшă тĕлпулу, сăн-питре йăл кулă çиçни, савăк кăмăл хуçаланни уяв ăнăçлă иртессе шантарчĕç.

 

Хăтлă та илемлĕ залра "Çамрăксен хаçачĕн" гимнĕ янăраса кайрĕ: сăмахĕсем - Альбина Юратун, "Асамат" ушкăнпа пĕрле Людмила Кинер /кĕввине вăл хывнă/ юрларĕç. Сцена çине уява ертсе пыракансем тухрĕç: Чăваш наци радиовĕнчи ĕçтешĕмĕрсем Ирина Лампасовăпа Валентина Белова, Иван Архипов юрăç тата "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ Дмитрий Моисеев.

Чăваш çамрăкĕсем валли уйрăм хаçат 1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче "Çамрăк хресчен" ятпа пичетленме пуçланă. Каярахпа унăн ячĕ нумай улшăннă: "Çамрăк колхозник", "Çамрăк большевик", "Çамрăк коммунист". "Молодой коммунист" ятпа 25 çул вырăсла кăна тухса тăнă. Паянхи "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсен йышĕ пысăк: унăн кашни номерĕ республикăри тата ун тулашĕнчи 8500 ытла чăваш килне пырса тăрать. Çемьере вăтамран 5 çын пурăнсан "Çамрăксен хаçатне" 42 пин çынран кая мар куллен вуласа тишкерет.

Тираж юлашки тăватă çулта ÿссе пырать. Хаçатра вăй хуракан журналистсем те çулсеренех пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, тĕрлĕ конкурсра çĕнтереççĕ. Кăçал "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ Дмитрий Моисеев ЧР Çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Хаçат Раççей шайĕнче те палăрчĕ - 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен йышне ÿстернĕ 10 кăларăм шутне кĕчĕ.

Çакна ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин информаципе аналитика пайĕн ертÿçи Евгения Кудряшова та çирĕплетрĕ. Евгения Васильевна пичет министрĕн Александр Ивановăн саламĕпе паллаштарнă май яшсемпе хĕр-упраçсен кăларăмĕ чăваш чĕлхипе культурине сарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине, ăна республика тулашĕнче - Тутарстанра, Пушкăртстанра, Крымра, Севастопольте, Мускавра, Томскра, Сочире тата ытти тăрăхра - çырăннине палăртрĕ. Çÿлерех асăннă ведомствăн Хисеп хучĕпе Дмитрий Моисеев редактора, министрăн Тав хучĕпе Алина Изман корреспондента, Елена Лукина корректора чысларĕ. Коллективри пĕр ĕçтеш те наградăсăр юлмарĕ: Ирина Алексеева корреспондент - Шупашкар хула пуçлăхĕн, Ирина Кошкина "Хыпар" Издательство çурчĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн ти-вĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов уява килнисене малашне те хаçатпа туслă пулса чунпа яланах çамрăк юлма сунчĕ. "Паян çак зал лăк тулли пулни хăех "Çамрăксен хаçатне" халăх юратнине çирĕплетет", - терĕ вăл.

"Çамрăксен хаçачĕн" пĕрремĕш редакторĕ Геннадий Максимов хаçат мĕнлерех лару-тăрура кун çути курнине аса илчĕ, малашне те ăнтăлса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Юбилейпе саламлама сумлă чылай хăна килсе çитрĕ. Вĕсен йышĕнче - Пушкăрт Республикин Çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреачĕ, çамрăк çыравçă, журналист Айгиз Баймухаметов. "Çамрăксен хаçатĕнче" пичетленекен унăн "Ан хăвар, анне" повеçне вулакансем кăмăлласа йышăнчĕç. Айгиз Гиззатович Пушкăрт Республикин культура министрĕн Тав хучĕпе Дмитрий Моисеев редактора тата Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере чысларĕ.

Чăваш эстрада юрăçисен илемлĕ концерчĕпе киленнĕ май çитес çур çулта илсе тăмашкăн хаçат çырăнма та май пулчĕ. "Çамрăксен хаçачĕпе" туслашма кăмăл тунисем лотерея вылявне хутшăнчĕç, телейлисем парне те çĕнсе илчĕç. Чи пысăккине - мультиваркăна - Вероника Бахитова Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьеле илсе кайрĕ.

Чăннипех те чаплă иртрĕ уяв. Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçачĕн" çитес номерĕнче. 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.