Çăмăл автомашинăпа ăмăртнă

3 Чÿк, 2015

Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче автомобилистсен ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ăна Ял хуçалăхпа тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен тата Автомобильпе пассажирсен хула транспорчĕн кунĕсене халалланă. ВУЗăн мĕнпур факультетĕнче ăс пухакан 32 çамрăк, вăл шутра хĕрсем те, тупăшнă. Инженери факультечĕ ăмăртакансен трассине, руль умне ларса мĕн-мĕн туса кăтартмаллине палăртнă.

Çула 25 çăмăл автомашина тухнă. Ăмăртура инженери факультечĕ çĕнтернĕ. Биотехнологипе агрономи факультечĕ - иккĕмĕш, пулас экономистсем - виççĕмĕш, ветеринари медицинипе зоотехни факультечĕ тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă.

Водительсен хушшинче инженери факультечĕн виççĕмĕш курс студенчĕ Сергей Александров - пĕрремĕш, биотехнологипе агрономи факультечĕн деканĕн заместителĕ Анна Никулина - иккĕмĕш, çак факультетăн аслă преподователĕпе тăваттăмĕш курс студенчĕ Иван Елисеевпа Виктор Иванов виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнене, командăсем пылак çимĕçе тивĕçнĕ.