И.АНИСИМОВА

30 Çу, 2014

Шупашкартан Турцие - самолетпа

Ĕнер Шупашкарти аэропортра пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш авиарейс уçăлнă - 220 çын Airbus /А 321/ самолетпа Анталья хулине çула тухнă.

ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкартан самолетсем Турцие вĕçме тытăнасси çинчен республикăра пурăнакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.