Аталану çулĕ çине пурин те тăмалла

Правительствăн пысăк залнче Министрсен Кабинечĕн агропромышленноç комплексĕн, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕн конъюктури улшăннине çийĕнчех тишкерекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ.

Унта райадминистрацисен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх пайĕсен, тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, банксен ертÿçисем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, АПК ветеранĕсем хутшăнчĕç. Правительство председателĕ Иван Моторин çапла каларĕ:

— Министерствăсемпе ведомствăсем пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене çĕнĕ çулталăк пуçламăшĕнче пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Паян агропромышленноç комплексĕнне тишкерĕпĕр. Пĕлтĕр АПК продукцийĕн калăпăшĕ 78 млрд, çав шутра ял хуçалăхĕнче — 46,7 млрд /59,9%/, апат-çимĕç промышленноçĕнче 31,3 млрд /40,1%/ тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх производстви иртнĕ çул виçĕмçулхинчен 1,4% ÿснĕ. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем — 9,6%, пахчаçимĕç — 13,7%, сахăр кăшманĕ — 66,9%, аш — 2,1%, сĕт 0,01% ытларах туса илнĕ.

Кашни ĕнерен сĕт вăтамран нумайрах сунă. Çакă чылай хуçалăхра ăратлăха лайăхлатнине çирĕплетет. Пушă выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç аван пырать. Ăна çывăх çулсенче вĕçлесшĕн. Республикăра чĕрĕ сĕт халăха кирлинчен 34% ытларах туса илетпĕр, çав вăхăтрах унăн 30% тулаша ăсататпăр. Сĕте йÿнĕлле сутмалла мар, производство хăвачĕсемпе усă курса унран вырăнта юр-вар нумайрах хатĕрлемелле. Сĕтрен продукци тăвакан хăватсене çулталăкра вăтамран 21% çеç ĕçлеттеретпĕр. Хуçалăхсен управĕсем çĕрулмипе пахчаçимĕçĕн 60% яхăн кăна хума май параççĕ. Вĕсене реконструкциленĕ, çавнашкал çĕнĕ объектсем тунă хыççăн çав кăтартăва 80% çитерме палăртнă.

Патшалăх 2012 çултанпа ĕç пуçаракан 217 фермера, выльăх ĕрчетекен 30 çемьене субсиди панă. 2003 çултан пуçласа ялсенчи 4,6 пин ытла çемьене, вăл шутра 1,7 çамрăк çемьепе специалиста, пурăнмалли вырăна лайăхлатма пулăшнă.

АПК ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов доклад турĕ.

— Республика экономикинче вăй хуракансен пĕлтĕрхи вăтам ĕç укçи — 22736,3, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен 15974,2 тенкĕпе танлашнă, — терĕ. — Пĕрремĕш кăтартупа танлаштарсан ку 70,3%. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен пĕтĕм шалури тÿпи çуллен пысăкланать. Çакна ял çыннисен ĕç укçине çуллен ÿстернипе ăнлантармалла. Пĕлтĕр виçĕмçулхинчен ăна 7,8% пысăклатнă. Трактор чылай çул сухаламан çĕре 2015 çулта — 10,1 пин, иртнĕ çул 27,2 пин гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Туса илнĕ пĕтĕм продукцире кил хуçалăхĕсен тÿпи — 54,5%, ял хуçалăх организацийĕсен — 37,6%, хресчен-фермер хуçалăхĕсен 7,9%. Кил хуçалăхĕсем мĕнпур сĕтĕн — 64,9%, ХФХсем — 5,2%, ял хуçалăх организацийĕсем 29,9% туса илнĕ. Выльăхăн тата кайăк-кĕшĕкĕн пĕрлехи ашĕн 74,2% — ял хуçалăх организацийĕсем, 2,2% — ХФХсем, 23,6% кил хуçалăхĕсем хатĕрленĕ. Пĕтĕм çĕрулмин 72,4% — кил хуçалăхĕсен, 13,6% — ХФХсен, 14% — ял хуçалăх организацийĕсен тÿпи. Пахчаçимĕç кил хуçалăхĕсен — 79,1%, ХФХсен — 15%, ял хуçалăх организацийĕсен — 5,9%.

Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 2014 çулта — 196,3 пин, 2015 ç. — 193,2 пин, 2016 ç. 191,9 пин пуç — виçĕмçулхинчен 0,7% сахалрах — пулнă.

Тĕрлĕ формăллă хуçалăхсенче сĕт 2014 çулта — 420,9 пин, 2015 ç. — 424,2 пин, 2016 ç. 424,3 пин тонна туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 5135 килограмм сĕт сунă.

Нарăсăн 16-мĕшĕ тĕлне кил ху­çалăхĕсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чăваш Енре чи пысăкки — кашни литршăн 21,9 тенкĕ, тутарсен — 21,5, чи пĕчĕк хак пушкăртсен 15,5 тенкĕ. Республикăри тирпейлекен предприятисем кашни килограмм пĕрремĕш сортлă сивĕ сĕте вăтамран 25,95 тенкĕлле йышăннă. Ку хак çулталăк каяллахинчен 21,5% пысăкрах.

Выльăхран тата кайăк-кĕшĕкрен аш 2014 çулта — 99,5 пин, 2015 ç. — 115,2 пин, 2016 ç. 117,6 пин тонна туса илнĕ. Кунта кайăк-кĕшĕк какайĕ — 51,6%, ĕне выльăхăн — 21,9%, сыснан — 22,8%, сурăхпа качакан — 3,1%, ыттин — 0,6%.

Çĕрулми, пахчаçимĕç управĕ 2014 ç. — 12, 2015 ç. — 6, 2016 ç. 10 тунă тата реконструкциленĕ. Вĕсем пахчаçимĕç — 80 пин, çĕрулми 160 пин тонна упрама май параççĕ. Патшалăх управ тунă чухне пулакан тăкакăн пĕр пайне тата инвестици кредичĕн процент ставкине саплаштарма субсиди уйăрать.

— Кăçал тата килес çул Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» ООО тата Етĕрне районĕнчи О.Григорьева фермер хуçалăхĕ çĕрулми управĕ, Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» ООО 1000 пуç ĕне вырнаçмалли ферма ĕçе кĕртме, кашни районта темиçешер инвестици проекчĕ пурнăçлама палăртнă, — доклада пĕтĕмлетрĕ министр. — Çураки умĕн çунтармалли-сĕрмелли материалсем, хими имçамĕ, паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлемелле, çĕр ĕç техникине тĕплĕн юсамалла.

Вăрнар, Етĕрне, Куславкка район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Леонид Николаев, Андрей Софронов, Андрей Васильев, Комсомольски район пуçлăхĕ тата «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, выльăхран, çĕртен продукци илес ĕçпе, предпринимательсен юхăмĕ еплерех сарăлнипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев патшалăх АПК предприятийĕсене пулăшакан ĕçсемпе пĕтĕмĕшле паллаштарчĕ. Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева вĕсене уйрăммăн тишкерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.