«Ăслă çамрăксем ялтан тухса кайни тарăхтарать»

9 Чÿк, 2018

Агропромышленноçа мĕнле аталантармаллине пĕлсе тăракансем, производство калăпăшне тÿпе хывакансем республикăра ытларах ĕçлени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен пĕри — Патăрьел районĕнчи Патăрьелте пурăнакан Олег Александрович Лаврентьев.

Вăл Сăкăт ялĕнчи М.А.Лаврентьева хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пырать. Ăна налук органĕнче 2016 çулта шута илтернĕ. Мария Аврамовна тивĕçлĕ канура, Сăкăтра пурăнать, райпо тытăмĕнче нумай çул вăй хунă. Ывăлĕсене Сергее, Олега, Юрăна çав хуçалăхра пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме пехил панă. Йывăр лава лешсем амăшĕн пилĕпе туртаççĕ.
Вĕсен ашшĕ Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Александр Петрович Лаврентьев «Красное Знамя» хуçалăхра нумай çул механизаторта тăрăшнă. Халĕ вăл та пенсире. Унта кайиччен трактор бригадин бригадирĕ пулнă. Ывăлĕсене ял хуçалăх техникипе, çав шутра тырă пухмалли комбайнпа, ĕçлеме шкулта пĕлÿ пухнă чухнех вĕрентнĕ. Олег Лаврентьев «хир карапĕпе» тырă тĕшĕленине, ашшĕ пĕчĕкрен трактор-машинăпа туслашма пулăшнине ырăпа аса илет.
Мария Аврамовнăпа Александр Петрович 1968 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче туй туса пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Çулла ылтăн туйне паллă тунă. Çавна май вĕсене Раççей Федерацийĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» медалĕпе наградăласа хисеп тунă.
Лаврентьевсен хуçалăхĕ кăçал тĕш тырă культурисене 223 гектар çинче пăхса çитĕнтернĕ, пурĕ 700 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 32 центнера яхăн /пĕлтĕр — 37 ц/. Тырă сутса тунă 4 миллион тенкĕн пĕр пайĕпе çĕнĕ сеялка, дискатор, удобрени сапмалли агрегат, тăпрана ватса пусăрăнтармалли каток туяннă. «Тепĕр пайĕпе кĕрхи культурăсене акма вăрлăх, дизтопливо, минерал удобренийĕ туянтăмăр, — терĕ Олег Александрович. — Çитес çулсенче ытти техника, ку шутра культиватор, илĕпĕр».
Çулла нÿрĕк çитменрен Патăрьел тăрăхĕнчи ял хуçалăх культурисем хытах аптăранă. Анчах М.А.Лаврентьева хуçалăхĕн кăтартăвĕ лайăх. Сăлтавĕ мĕнре-ши?
«Тăпрара нÿрĕк ытларах чухне, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче, акса пĕтертĕмĕр, — хуравларĕ Лаврентьевсен вăта ывăлĕ, районти паллă предприниматель Олег Лаврентьев. — Элита вăрлăхпа пĕрле тымар патне минерал удобренийĕ хыврăмăр. Калча шăтсан унпа икĕ хут апатлантартăмăр. Çум курăка, ÿсен-тăраншăн сиенлĕ хурт-кăпшанка хими им-çамĕпе вăхăтра пĕтертĕмĕр. Агротехнологие çирĕп пăхăннăран тухăç аван».
Лаврентьевсем паха вăрлăх, удобрени, хими им-çамĕ, саппас пайсем Чăваш Ен тулашĕнчен мар, хамăр предприятисенчен туянса хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана республикăрах хăвараççĕ. Кăçал федерацин кăнтăрти субъектне тыррăн кашни килограмне 8-8,5 тенкĕлле сутса Чăваш Ене 5 миллиона яхăн тенкĕ илсе килнĕ. «Патăрьел районĕ ытти хăш-пĕр районтан лайăхрах аталаннин сăлтавĕ укçа тулашран ытларах илсе килнинче те», — палăртрĕ Олег Александрович.
Çивĕч ыйтусенчен пĕри — ял хуçалăх производствине ÿстерме тĕллев тытакан çĕнĕ инвесторсем Чăваш Ене çитменни. Вĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелессишĕн республикăн Ял хуçалăх министерстви тĕллевлĕн ĕçлет. Юлашки çулсенче ку енĕпе темиçе утăм малалла ярса пусрăмăр. Анчах инвестици хывма шантаракан предпринимательсемех аталану çулĕпе каяймаççĕ. Мĕншĕн?
Лаврентьевсен тĕслĕхĕпе хуравлас килет. Вĕсем тыр-пул ытларах çитĕнтерсе производство калăпăшне ÿстересшĕн. Ку Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕн тĕллевĕ те. Анчах паян Лаврентьевсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕ питĕ сахал. «Пире хальхи трактор-машина паркĕпе усă курса акма, пăхса çитĕнтерме, пухса кĕртме вăл 500 гектартан сахал мар кирлĕ, — терĕ Олег Александрович. — Унсăр ÿсĕм, налук ытларах куçарасси, хушма ĕç вырăнĕсем çинчен калаçаймастпăр».
Хуçалăх продукцирен илекен тупăш хальлĕхе çĕнĕ техника туянма, налук куçарма, тăкаксене саплаштарма, хуçалăхра тăрăшакан Лаврентьевсене шалу тÿлеме çеç çитет. Укçа çаврăнăшне ÿстермесен ĕç коллективне пысăклатаймăн. Вĕсем тăкаксене саплаштарассишĕн питĕ перекетлĕ. Паянхи пурнăçра кашни пуса шутлама тивет. Çĕр ĕçне ашшĕн, пĕртăвансен техникине явăçтараççĕ. Вĕсем килĕштерсе ĕçленине пăхса ырă тĕслĕх илмелле çеç. Шел те, чылай ялта пачах тепĕр майлă: пĕртăвансем пĕр хуçалăхра алла-аллăн тытăнса ĕçлеймеççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Олег ЛАВРЕНТЬЕВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.