Ăшă çунат айĕнче

— Анне, купăста шăварам-и? Манăн хăш йăранне çумлас? — амăшĕ хыççăнах çÿреççĕ Юльăпа Артем.

Виçĕ çул каялла Елчĕк районĕнчи Тÿскелти Максимовсем Канаш районĕнчи икĕ шăпăрлана, аппăшĕпе йăмăкне, çемьене илнĕ.

— Юльăна Çĕмĕрлери ача çуртĕнчен хĕллехи каникула илсе килтĕмĕр. Пирĕн патра ăна питĕ килĕшнĕ. Кайран кашни кун шăнкăравлама пуçларĕ. Хамăр та хĕр пĕрчине хăвăрт хăнăхрăмăр, вăл кайсан пÿрт пушанса юлнăнах туйăнчĕ. Ашшĕпе амăшĕ Канашра пурăнаççĕ. Ачисене йĕркеллĕ пăхманран, сывă пурнăç йĕркине пăхăнманран тĕпренчĕкĕсене темиçе хут та туртса илнĕ, ĕçме пăрахсан çемьене каялла тавăрса панă. Халь тин улшăнас çук вĕсем. Паянхи кун ашшĕ-амăшне ачисем пачах та кирлĕ мар, манăн шухăшпа, кун-каçа та аса илмеççĕ пуль шăпăрлансем пирки. Иккĕшĕ те таса-сывă, вăйпитти, чĕрех. Ывăл-хĕрне килсе курас шухăш та çук вĕсен, çул укçи пĕтерсе çÿриччен кĕленче туянаççĕ ахăртнех, — каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ Алена Владимировна.

Сăмах май, Алена Максимова чылай çул Елчĕкри опекăпа попечительство уйрăмĕнче ĕçленĕ, халĕ шкулта социаллă педагогра тăрăшать. Пĕчĕкскерсене чунтан хĕрхенниех Юльăпа Артема çемьене илме хистенĕ ăна.

— Юрать, хÿтлĕхсĕр юлнисене усрава илсе чун ăшши парнелекенсем пур. Çавна май республикăра тăлăхсен шучĕ чаксах пырать. Икĕ ача пур çĕрте виççĕмĕшĕ те, тăваттăмĕшĕ те ытлашши мар. Мăшăрăм Саша пĕчĕк ачасемсĕр пурăнаймасть. Малтан пĕр хĕрача çеç илме шухăшланăччĕ эпир, анчах та тăвансене уйăрма юрамасть. Хамăрăннисем ÿссе çитĕнчĕç. Вĕсемпе малтан канашларăмăр, хирĕçлекен пулмарĕ. Влада кăçал ЧПУ медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса стоматолог специальноçне алла илчĕ. Çак кунсенче хĕре качча парса туй кĕрлеттертĕмĕр. Павлик ЧПУри машиностроени факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет, — çемйипе паллаштарать Алена Владимировна.

12 çулти Юля кăçалхи вĕренÿ çулне мĕнпур «пиллĕкпе» вĕçленĕ. Ташлама-юрлама тата математика предметне юратать вăл. 7 çулти Артем пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет. Шкул валли хут-кăранташ хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ вăл. Часах калаçайман арçын ача, тăватă çула çитнĕскер «атте», «анне» тенисĕр пуçне урăх пĕр сăмах та калайман. Çемьене килсенех улшăннă вăл, саспалли вĕренме, шутлама, сăвă пăхмасăр калама тытăннă.

Артемпа Юля Алена Владимировнăпа Александр Ивановича пĕрремĕш кунранах «анне-атте» тесе чĕнеççĕ. Малтан вырăсла çеç калаçнăскерсем халь чăвашла та пĕлеççĕ.

— Мĕн хушнине итлеççĕ, кутăнлашмаççĕ. Ача çуртĕнче пурăнни, йывăр çемьере ÿсни пăртак сисĕнет паллах. Пахчара шăварма юратаççĕ. Йăрансене Юльăпа пĕрле çумлатпăр, урай та пĕрле çăватпăр, — каласа кăтартать Алена Владимировна.

Максимовсен çемйи ĕçе юратать. Пĕр вăхăт çичĕ ĕне таранах тытнă вĕсем. Халь те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Пахчаçимĕçне яланхи пекех сутмалăх та çитĕнтереççĕ.

— Владăпа Павлике ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстертĕмĕр. Пĕр касрисем халь те аса илеççĕ, хĕрĕм хăй те фляга çÿллĕш кăначчĕ, пĕрле сĕт пуçтарма çÿретчĕ. Çемьере асли пулнăран-и, пĕчĕкрен яваплăха туйса ÿсрĕ вăл. Павлик пысăкланнăччĕ ĕнтĕ, шăллĕ хĕллехи вăхăтра пăр çинче шуса ÿкесрен шикленсе Влада ялан ăна алăран çавăтатчĕ. Юльăпа Артема пĕрмай: «Владăпа Павлик пек пулма тăрăшмалла, лайăх вĕренмелле, ялан малалла ăнтăлмалла, аслисене итлемелле», — тесе вĕрентетĕп. Хăлхине чикеççĕ-и, çук-и? Чи кирли — сывлăх тĕлĕшĕнчен чиперех. Артемпа кĕçĕн класра килте вăрахчен вĕренсе ларма тивĕ. 4 çулта та калаçайманскере шкула кайсан йывăртарах пулассăн туйăнать, — палăртать Алена Владимировна.

Çирĕп хуçалăх тытаççĕ Максимовсем. Типтерлĕхпе тасалăха юратни урамранах курăнать. Пÿрт умĕнчи пахчара та, анкартинче те вун-вун тĕрлĕ чечек хĕмленет. Хăтлă пурăнма тăрăшакан мал ĕмĕтлĕ Александр Иванович та, мăшăрĕ пекех, çав тери тарават та вашават çын. Ача çуртĕнчи пурнăç хыççăн Юльăпа Артем ку кил-çуртра хăйсене çăтмахри пекех туяççĕ. Ăшă та ырă кăмăллă Алена Владимировнăпа Александр Иванович кун çути парнеленĕ ашшĕ-амăшĕнчен те çывăхрах вĕсемшĕн.

Елена АТАМАНОВА.

Елена АТАМАНОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.