«Асам» туслăха вăйлатĕ

26 Юпа, 2016

Çак эрнере Наци библиотеки чăннипех культура вучахне аса илтерет. Кунта регионсен хушшинчи "Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне" форум ĕçлет.

Официаллă майпа вăл юпа уйăхĕн 27-мĕ-шĕнче кăна уçăлĕ-ха, апла пулин те мероприятисене тунтикунах йĕркелеме пуçланă. Сăмахран, çав кун вулавăшра кĕнекесен "Пĕрле пурăнма вĕрентекен искусство" куравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вăл çĕршыври нумай наци пурнăçĕпе, культурипе, литературипе, чĕлхипе паллаштарать. Экспозицире — чăвашла, вырăсла, тутарла, çармăсла тата ытти чĕлхепе кун çути курнă 200 ытла кĕнеке.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчех кунта Пĕтĕм чăвашсен "Асам" II кинофестивалĕ уçăлчĕ. ЧР Кинематографистсен союзĕ, ЧР Культура министерстви тата Чăваш наци конгресĕ çак кинофорум пултаруллă çĕнĕ режиссерсем, сценаристсем, операторсем, актерсем тупма пулăшасса шанаççĕ.

Кинофестиваль кунĕсем /юпа уйăхĕн 24-29-мĕшĕсем/ тĕрлĕ мероприятипе асра юлĕç: конкурса тăратнă ĕçсене кăтартĕç, вĕсене пĕрле сÿтсе явĕç, наци кинематографине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене "çавра сĕтелсенче" тишкерĕç, пултаруллă çынсемпе тĕлпулусем иртĕç, ăсталăх класĕсем йĕркелĕç.

"Чи лайăх илемлĕ фильм", "Чи лайăх документлă фильм", "Кĕске метражлă чи лайăх фильм" тата "Чи лайăх анимаци фильмĕ" номинацисенче çĕнтернĕ картинăсем Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери X кинофестивале хутшăнĕç. Унсăр пуçне чи лайăх картинăсем фестивалĕн Гран-прине, ытти номинаци çĕнтерÿçин Дипломне тивĕçĕç.

"Асам" халăхсен туслăхне вăйлатма та май парĕ. Çапла тума конкурса хутшăнман программăпа Алтай, Якут, Казахстан, Болгари, Кăркăсстан, Тутарстанпа Пушкăртстан фильмĕсене кăтартни пулăшĕ.

Кинофестивале çавăн пекех Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕн çĕршывĕсенчи кинематографистсем те хутшăнĕç.

Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев килсе çитрĕç.

Константин Геннадиевич "Асам" кинофестиваль çĕршывшăн, çавăн пекех республикăшăн пĕлтерĕшлĕ вăхăтра — Раççейри Кино çулталăкĕнче — иртнине палăртрĕ. "Кăçал республикăри пĕчĕк хуласенчи кинозалсен тытăмне самай аталантарма май килчĕ. Чăваш Ен Раççейри Кино искусствине пулăшакан фондран Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенчи клубсем валли цифра оборудованийĕ туянма 15 миллион тенкĕлĕх субсиди илчĕ. Çитес вăхăтра асăннă çăмăллăхпа Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсем тата ыттисем те усă курма пуçлĕç", — терĕ министр.

Валерий Филимонов "Асам" çĕнĕ ятсем тупма пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ, çак ĕçе пуçăннисене пысăк ăнăçу сунчĕ.

Хăнасемпе кинофестивале хутшăнакансене çавăн пекех Кăркăсстанри Бишкек хулинчи Тĕрĕк халăхĕсен конгресĕн президенчĕ Эдиль Марлис Уулу кинопродюсер, Раççейри ногайсен федераци шайĕнчи наци культура автономийĕн председателĕн заместителĕ Янгурчи Аджиев, Молдовăри Гагауз Автономи Республикинчи Копчак салин пуçлăхĕ Олег Гаризан историк, дипломат, "Тутаркино" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Владимир Батраков саламларĕç. Хусантан килнĕ хăна, сăмахран, çак шухăша палăртрĕ: "Сирĕн çитĕнÿ — пирĕн çитĕнÿ, — терĕ. — Тутарстанра 100 пин ытла чăваш пурăнать. Эсир мĕн чухлĕ ытларах кино ÿкеретĕр, эпир вĕсене çавăн чухлĕ ытларах кăтартăпăр, Чăваш Ен пурнăçĕпе, унăн халăхĕн кун-çулĕпе паллаштарăпăр".

ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ, кинофестивалĕн жюри председателĕ Олег Цыпленков форума йĕркелеме пулăшнисене тав турĕ. Кăçалхи кинофестиваль пур енĕпе те вăйланнине палăртрĕ. Сăмахран, иртнĕ çул конкурса 11 ĕç хутшăннă пулсан, кăçал — 27. Хальхинче ютрисен — пирĕн пекех кино ĕçне аталантараканнисен, юнпа çывăххисен, пĕр кăкран тухнисен — кино ĕçĕ мĕнле йĕркеленсе пынипе те паллашма май пулĕ. Олег Михайлович меллĕ самантпа усă курса союзăн çĕнĕ пайташĕсене член билечĕ пачĕ.

Кинофестивалĕн пĕрремĕш кунĕ Юрий Сергеев режиссерăн тата Юрий Михеев продюсерăн "История Великого народа" илемлĕ-документлă фильмĕпе уçăлчĕ. Кинолентăра Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн авалхи кун-çулĕнчен пуçласа XIII ĕмĕр вĕçĕчченхи тапхăрĕ сăнланнă.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.