“Арăм умĕнче ÿсĕр курăнма юрамасть”

Чăваш Енре ют çĕр-шыв çамрăкĕсем йышлăн вĕренеççĕ. Африкăри патшалăхсенчен килнисен пысăк пайĕ медицина енĕпе аслă пĕлÿ илет. Апла пулин те ытти факультета суйланисем те пур. Унашкаллисенчен пĕри - Конго çĕр-шывĕн тĕп хулинчен Браззавильрен килнĕ Шарль Гокоба. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра информатика енĕпе ăс пухать. Нефтьпе, çут çанталăк газĕпе, пăхăрпа, тимĕрпе, ылтăнпа тата ытти металпа пуян çĕр-шывра çынсем епле пурăнаççĕ-ши? Авалтан килекен йăла-йĕркене, вырăнти чĕлхене упраççĕ-и? Çамрăксем мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе кун кунлаççĕ, еплерех сывлăшпа киленеççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне тупма 26 çулти Шарльпа тĕл пултăм.

Йăла-йĕрке манăçать

Глобализаци юхăмĕ чăвашсене кăна мар, Браззавильре пурăнакан сахал йышлă халăхсене те пырса тивет иккен. Чылайăшĕ аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн чĕлхипе пачах калаçмасть, пурте тенĕ пекех патшалăх чĕлхине - француз чĕлхине - сăпкара выртнă чухнех тăнлаççĕ. Хулара çуралса ÿснисем хăйсен тăван чĕлхине маннă.

- Манăн атте - мбош, анне - мако. Анчах вĕсем пире тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтарман, хăйсем те йăла-йĕркен ытларах пайне пăхăнмаççĕ, - калаçу пуçарчĕ Шарль. - Халĕ пурте Европа еннелле тинкеретпĕр, унти пек пурăнма тăрăшатпăр. Çавна май хаклă еткер манăçса пырать. Ялсенче тĕпленнисем, тĕнчене тухса курманнисем çеç авалхи йăласене пăхăнаççĕ.

- Туй йăли - кашни халăхăн хăйне евĕр. Эсир çавна та упраса хăварайман-им? - ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ.

- Паллах, 50-60 çул каяллахи пек мар. Вăл вăхăтра, халăхра йышăннă тăрăх, пĕрремĕш каç хыççăн çĕнĕ çынсен пÿлĕмне кĕрсе тĕрĕсленĕ, юн таврашĕ пулмасан хĕре намăслантарса кăларса янă е каччă пикен ашшĕ-амăшне панă нухрата /калăм укçине ĕнтĕ. - Авт./ тавăрттарнă. Халĕ ун пек мар. Хулара ÿснĕ пикесен хушшинче çăмăлттайраххисем курăнкалаççĕ. Çакă туйăн иккĕмĕш кунхине кравате тĕрĕслеме пăрахнипе тата çамрăксем ир мăшăрланманнипе çыхăннă, - палăртрĕ Шарль.

Конгăра пурăнакансем туя 500 е унран та ытларах çынна хăнана йыхравлаççĕ. Йăла-йĕркене халĕ пĕр кунрах туса ирттереççĕ. Ĕлĕк каччă хĕре çураçнă хыççăнах хăйĕн килне илсе кайнă тăк халĕ ун пек мар. Раççейри, Европăри пекех авланакан каччă туй кунхине пытаннă хĕре шырать. Шарль пирĕн тăрăхра хăш-пĕр каччă 19-20 çулсенчех авланнинчен питĕ тĕлĕнет. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, вĕсен çĕр-шывĕнче йĕкĕтсем 25 урлă каçмасăр кун пирки шухăшламаççĕ те.

- Çемье çавăрма питĕ-питĕ нумай укçа кирлĕ. Туй-çуйне йĕркелемелле, хĕрĕн ашшĕ-амăшне питĕ пысăк парне памалла - ылтăн алка-вăчăра таранах, çывăх тăванĕсене те нухратпа тав тумалла. Çавăнпа вĕренсе тухмасăр, ĕçе вырнаçса укçа пухмасăр авланма май çук, - ăнлантарчĕ студент.

- «Конгăра хутла пĕлекенсен йышĕ - 83,8 процент», - вуласа пĕлтĕм Интернетран. Тĕрĕсех-им? - пулчĕ манăн черетлĕ ыйту.

- Паллах, Браззавильре, пысăк ытти хулара вĕренмен ача çук. Тĕттĕм ялсенче пурăнакансем çеç хăйсен ывăл-хĕрне пĕлÿ парассишĕн хыпса çунмаççĕ, шкула ямаççĕ, çĕр ĕçне явăçтараççĕ, - калаçăва тăсрĕ негр.

Конгăпа паллашнă май унта пурăнас ĕмĕр кĕске пулни те тĕлĕнтерчĕ: арçынсен - 54 çул, хĕрарăмсен - 57. Шарль çакăн сăлтавне пĕлет-ши?

- Мĕн пур çын ун пек сахал пурăннине асăрхаман. Паллах, ир вилекенсем пур. Анчах манăн кукамай 90 çултан иртнĕ. Атте - 68-та, анне - 58-та. Ахăртнех, ку ыйту ялсенче пурăнакансен çемйисенче çуралнă-çуралманах вилекен ача нумаййипе çыхăннă, - хуравларĕ студент.

Конгăра ВИЧ-инфекци палăрмаллах сарăлнă, çакна чарас тĕллевпе патшалăх хăйне евĕр акцисем йĕркелет: волонтерсем презерватива çамрăксем йышлă çÿрекен вырăнта тÿлевсĕрех салатаççĕ, мĕн пур больницăра ăна пĕр пус тÿлемесĕрех хутаçĕ-хутаçĕпе тултарса кайма май пур.

Хĕрсемпе каччăсем пĕрле канмаççĕ

Ĕлĕк чăваш хĕрĕ çÿçе сапаласа çÿрени е ăна тутăр айне тирпейлĕн пуçтарманни килĕшÿсĕр шутланнă, çакă пурăна киле манăçнă. Браззавильре вара, çĕр-шывăн тĕп хулинче пулсан та, ку йăла пăрахăçа тухман-ха. Хĕрсем çара ÿтне ытлашши кăтартмаççĕ. Яшсемпе хĕрсем каçхи клубсене çÿреççĕ-ха, анчах нихăçан та пĕрле канмаççĕ, юнашар ларса эрех-сăра ĕçмеççĕ.

- Кунта çакнашкаллине курсан питĕ тĕлĕнтĕм. Хĕр çумĕнче ÿсĕр каччă утнине асăрхасан та, арçынсем килĕсене эрех ĕçсе таврăнни пирки пĕлсен те куçа чарса пăрахрăм. Пирĕн патра кил хуçин эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн мăшăрĕн куçне курăнма юрамасть, - каласа кăтартрĕ Браззавиль каччи.

Унăн амăшĕ хăй вăхăтĕнче Питĕрте аслă пĕлÿ илнĕ. Тухтăрта ĕçлекенскер ывăлĕ патне Раççейрен йыхрав килсен питĕ савăннă. Шел, пирĕн патшалăх чĕлхине аван пĕлекенскер ачисене вĕрентмен, çавăнпах Шарль Шупашкара вырăсла пĕр сăмах пĕлмесĕрех килнĕ.

- Хатĕрленÿ курсĕнче вырăсла вĕрентрĕç пулин те 1-мĕш курса кĕрсенех эпĕ чĕлхене пачах пĕлменнине ăнлантăм. Ара, университетра ахаль калаçура тăтăш тĕл пулакан сăмахсем кăна мар-çке. Семинарсенче хамăн шухăша ăнлантарса парайманни вĕчĕрхентеретчĕ, - аса илчĕ Шарль.

Халĕ вăл вырăсла аван пĕлет, чăваш сăмахĕсене те ăнланкалать. Тăван тăрăхне сайра хутра çеç вĕçнĕрен шăрăхсăр тунсăхлать, хĕвел ăшши çитменнине палăртать. Унсăр пуçне вăл хăйсен халăх апачĕшĕн те касăхса çитнĕ. Сака-сака, мусати, набот, кукнамбота çиме хăнăхнăскер Шупашкарти лавккасенче сивĕ çăкăр сутнинчен те питĕ тĕлĕннĕ.

- Пирĕн тăрăхра сивĕннĕ çăкăр çимеççĕ, эпир кăмакаран тин çеç тухнине çеç туянатпăр, - палăртрĕ Шарль. - Кунти апата аран хăнăхрăм. Эпир рис кĕрпинчен, чăх тата пăру какайĕнчен, пулăран хатĕрленĕ çимĕçсене юрататпăр, çавăнпа хам пĕçерсе çиетĕп.

Шарль Гокобăн ашшĕн пилĕк арăмран вун икĕ ача.

- Мăсăльман пулмасан та гарем тытать-им? - ыйту çуралчĕ тÿрех Гокобăсем католиксем иккенне пĕлнĕрен.

- Çук, атте официаллă майпа икĕ хут авланнă, ыттисене ахаль çураттарнă. Пурне те - арăмĕ-савни пулнисене те, ывăлĕсемпе хĕрĕсене те - пулăшать вăл, - палăртрĕ 5-мĕш курсра вĕренекенскер. - 12 ачаран чылайăшĕ ют çĕр-шывсенче ăс пухать: аппа Рижин - Францире, пичче Жисле - Кубăра, тепри - Сенегалра...

Раççейре ют çĕр-шыв каччине мĕн тĕлĕнтернĕ-ши?

- Ÿсĕр çамрăксем тăрăхлас тĕллевпе сăмах хушни, кÿрентерме хăтланни тата пикесем негр «мĕн тути каланине» пĕлес тĕллевпе хăйсемех пырса калаçни. Пирĕн патри хĕрсем ун пек хăтланмаççех. Конго чиперккисем савнин, мăшăрĕн сăмахĕнчен те иртмеççĕ, кунтисем вара хăйсем хуçа пулма кăмăллаççĕ. Ку кăна та мар. Раççейре ватăсен çурчĕсем, интернатсем пур. Атте-аннене мĕнле пăхмăн? Тăлăха юлнă ачасен тăванĕсем ăçта? Пирĕн тăрăхра та пач хурăнташсăр тăрса юлнисем пулкалаççĕ. Вĕсене чиркÿ хăйĕн хÿттине илет, - калаçăва вĕçлерĕ Шарль.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.