Антологи авторĕ

Пĕлтĕр çĕршывра шăпах Литература çулталăкне, республикăра Константин Иванов çулталăкне паллă тунă тапхăрта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе музыка вĕрентекен Светлана Яруткина «Чутай ен çыраçисен антологийĕ» кĕнеке пухса хатĕрлерĕ. Кĕнекере районти писательсем, поэтсем, драматургсем, журналистсем, таврапĕлÿçĕсем, наука ĕçченĕсем çинчен вуласа пĕлме пулать.

Светлана Вячеславовна Тури Çĕрпÿ­касси ялĕнче 1955 çулта çуралнă. Хусанушкăнчи вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Малтанах аслă вожатăй пулнă, 1975 çултан пуçласа паянччен — чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

Унăн ашшĕ Вячеслав Дмитриев Сталинград патĕнчи, Курск-Орел ункинчи çапăçусене, Беларуçпе Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Берлина çитнĕ. Темиçе хутчен те Тăван ялне 1945 çулхи раштав уйăхĕнче Германи çĕрĕнчи госпитальтен таврăннă. Çапăçусенчи хастарлăхĕшĕн чылай медале тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăн вăл чылай вăхăт чирлесе пурăнать, çавах та Канашра учителе вĕренсе тухать. Тури Çĕрпÿкассинчи 7 çул вĕренмелли шкул директорĕнче — 9 çул, унтан директор заместителĕнче тăрăшать.

— Пурĕ 45 çул шкулта ĕçлерĕ. Эпĕ учитель ĕçне суйласа илнинче атте витĕмĕ те пур, — тет Светлана Вячеславовна.

Светланăн амăшĕ те, ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, вырăнти колхозра тăрăшнă, чылай медале тивĕçнĕ.

— Атте купăс калама пĕлетчĕ, çавна кура эпĕ те 4-мĕш класра алла пĕрремĕш хутчен купăс тытса пăхрăм, выляма вĕрентĕм, — тет Светлана Яруткина. — Аслă пионервожатăйра ĕçлеме пуçласан малтанхи ĕç укçипе баян туянтăм, хам тĕллĕнех калама вĕрентĕм. Халĕ шкул ачисене юрлама вĕрентнисĕр пуçне культура çурчĕн ĕçченĕсене тĕрлĕ конкурса хатĕрленме пулăшатăп.

Светлана Яруткина-Салам 5 кĕнеке авторĕ: «Ăшри туйăмсем», «Сăвăсемпе юрăсем», «Илемлĕх ытамĕ», «Халап хапха тăрринче» тата маларах асăннă «Чутай ен çыравçисен антологийĕ».

Светлана Вячеславовна спортпа та туслă. Хисеп хучĕпе медаль чылай унăн.

Светланăпа Сергей Яруткинсем 1982 çултанпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăшăрĕ шкулта физика тата биологи вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Çемье виçĕ ывăл пăхса ÿстерсе çул çине кăларнă, пурте аслă пĕлÿллĕ, хăйсем суйласа илнĕ профессипех тăрăшаççĕ.

Галина ЗОТОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Галина ЗОТОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.