Ăнлантарассине вăйлатмалла
Ноябрĕн 22-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.
Республика территорийĕнче 2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен РФ Граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров пĕлтернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 904 пушара регистрациленĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 0,4% сахалрах. Анчах та пĕрремĕш сивĕсем килсенех тата çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçлансанах пушарсен шучĕ ÿснĕ, вĕсенче çынсем вилнĕ. Кăмакасене ĕçлеттернĕ чухне, вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе пушарсем ытларах тухнă. Ачасем вут-кăварпа ашкăнни инкек патне илсе пыни уйрăмах шухăшлаттарать. Иван Моторин халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма чĕнсе каланă.
2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тытса тăма мĕнле хатĕрленни çинчен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов каласа кăтартнă. 2014 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тытса тăмалли ĕçсене пурнăçлама 367 млн тенкĕ пăхса хăварнă, çав шутра ЧР Çул-йĕр фондĕнчен - 297 млн тенкĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен вырăнти бюджетĕнчен - 70 млн тенкĕ. Кăçалхи 10 уйăхра пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 304 млн тенкĕпе /çулталăк планĕн 83%-пе/ танлашнă.
Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шупашкар районĕсенче çул-йĕре тĕрĕслекен 7 пост ĕçлет. Подряд организацийĕсем кирлĕ реагентсем хатĕрленĕ. Хĕллехи тапхăрта çул-йĕр техники 639 единица, 44 хăйăр бази ĕçлĕç. Техника валли ăшă вырăнсем, рабочисемпе водительсене канса ăшăнмалли пÿлĕмсем пур.
Октябрĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăра пула сиенленнĕ йывăçсене пухса тирпейлесси мĕнле пыни çинчен ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин каласа панă.
А.ВАСИЛЬЕВА
Комментари хушас