Александр ИВАНОВ: Пресса – ăс-хакăлпа çыхăннă тавракурăма çул уçакан инвестиции

25 Чÿк, 2016

Элекронлă пуласлăх, IT-отрасль тата республикăри МИХсем çинчен

 ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕпе Александр Ивановпа Раççей шайĕнчи информаци обществин аталанăвне халалланă «Электрон пуласлăхĕн курăмĕ» мероприятие сÿтсе явас тĕллевпе курнăçрăмăр. Анчах калаçу чылай анлăрах пулса тухрĕ — парăнма шутламан «йăлана кĕнĕ» пичет пресси çинчен те калаçрăмăр.

 — Александр Степанович, Чăваш Енре «Электрон пуласлăхĕн» мĕнле туртăмĕсене ĕçе кĕртме тивĕ?

— Пĕтĕм Раççейри конференцире экспертсем IT-отрасль аталанăвĕн çивĕч чылай ыйтăвне çĕклерĕç, вĕсене татса парас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. IT-сферăна инвестици хывассипе, патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхне аталантарассипе çыхăннă темăсене те сÿтсе яврăмăр. Кадрсен, професси хатĕрленĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене те тишкертĕмĕр, ман шутпа, ку пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Электрон пуласлăхĕн» Чăваш Енри туртăмĕсен шутне вара эпĕ республикăн патшалăхпа муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен порталне, чылай ведомствăн информаци системисене аталантарассине, Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче граждансем реги-страциленмелли вырăнсен шутне ÿстерессине кĕртнĕ пулăттăм. Çакă чи малтанах республикăра пурăнакансене кирлĕ.

Унсăр пуçне пирĕн информаци технологийĕсемпе усă курмалли шая çĕклес тĕлĕшпе плансем пысăк. Калăпăр, Интернетпа пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайра усă куракан кил-хуçалăхсен шутне пысăклатмалла.

— IT-отрасльте импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе Чăваш Ен хăйне кăтартма пултарать-и?

— IT-отрасльте импорта хамăрăн продукципе улăштарасси — Раççей Правительстви палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Хамăр çĕршыври Интернет-компанисен продукчĕсем çине куçмашкăн эпир чи малтанах республикăн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ют çĕршывсен миçе продукчĕпе тата пулăшу ĕçĕпе усă курнине тĕрĕслерĕмĕр. Пĕрремĕшĕсем чикĕ леш енчи компанисен 19 продукчĕпе усă кураççĕ иккен, иккĕмĕшĕсем — 13 продуктпа.

Тепĕр тапхăр — влаç органĕсем усă курмашкăн хамăр çĕршыври Интернет-компанисен тĕрлĕ йышши продукчĕпе пулăшу ĕçĕсен анлă реестрне йĕркелесси. Паян пухнă кăтартусен никĕсĕ çинче çак документа хатĕрлетпĕр. Вăл республикăри нумай предприятипе организацишĕн усăллă пуласса шанатпăр.

— Конференцире сÿтсе явнă электрон пуласлăхĕ Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕн аталанăвĕпе çыхăннă. Чăваш Енре пурăнакансем патшалăхпа муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси анлă сарăлнă-и?

— Палăртам: конференцире Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕн аталанăвĕ тавра чăнни-пех тĕплĕ калаçу пулчĕ. Унта хутшăннисем электрон правительствин пуласлăхĕ çинчен нумай пĕлме пултарчĕç, халăх патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе электрон мелĕпе усă курнин кăтартăвĕсем-пе паллашрĕç.

Аса илтерни вырăнлă: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн патшалăхпа муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсемпе усă куракан граждансен йышĕ 2018 çул тĕлне 70% çитмелле. Пирĕн республикăра тивĕçлĕ кăтартусене регионăн «Чăваш Енĕн информаци обществи» патшалăх программипе çирĕплетнĕ. Статистикăна тĕпе хурас тăк — Чăваш Ен пĕтĕм Раççей шайĕнчи тур-тăмсенчен юлмасть. Анчах пирĕн çак шайра чарăнса тăма юрамасть. Иккĕленместĕп: малашне те ăнăçлă аталанас тесен çынсене пулăшу ĕçĕсемпе электрон мелĕпе усă курма çине тăрсах вĕрентмелле, ăнлантармалла. Граждансем тивĕçлĕ пулăшу ĕçĕсене кирек хăш вăхăтра, кирек хăш вырăнта вăхăта сая ямасăр, черетсĕр-мĕнсĕр ыйтса илме пултараççĕ вĕт. Эпĕ хам та электрон пулăшу ĕçĕсемпе час-часах усă куратăп.

— Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче мĕнле ыйтусем ытларах?

— ПАИ штрафĕсем, налук парăмĕсем, Федерацин суд приставĕсен службипе çыхăннă парăмсем пурри-çуккине тĕрĕслеççĕ, ют çĕршыв паспорчĕсем хатĕрлеççĕ, пенси страхованийĕн системин-чи тÿлев шучĕсемпе çыхăннă информаци илеççĕ. Халь, çулталăк вĕçĕнче, транспорт тата пурлăх налукĕсене тÿлемелли сервиссемпе анлăн усă кураççĕ. Пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче тÿлев виçине пĕлме кăна мар, ăна палăртнă вăхăтра оперативлă майпа тÿлеме те пулать.

— Информацие тивĕçлĕ вырăна çитермелли электрон мелĕсем аталанни, Интернетра онлайн- режимпа ĕçлекен МИХсем çурални хаçат-журнала пăрахăçа кăлармасть. Кашни пуçлăх сĕтелĕ çинче хаçатăн çĕнĕ номерĕ выртни вăл тăван республикăра пулса иртекен ĕç-пуçпа кăсăкланнине кăтартать. Эсир хăвăр хăш хаçатсене вуламаллах тесе шутлатăр?

— Пытармасăр калатăп: хаçат е журнал вуламасăр пĕр кун та иртмест. Çав шутра кану кунĕсем те. «Российская газета» хаçата алла илсе хыпарсемпе паллашнинчен пуçлатăп — вăл çĕршывăмăрăн тĕп хаçачĕ. Унăн страницисенче Чăваш Ен пирки каланисем те — е рейтингсем, е регионти пулăмсем — пурри савăнтарать. Тĕрĕссипе, çакă — пирĕн республика политика, социаллă пурнăçпа экономика енĕпе тытса пыракан çул-йĕре ырласа хаклани.

Республика хаçачĕсене — «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсене — тимлĕ пăхатăп, вĕсем Чăваш Ен пурнăçне тĕплĕн сăнлаççĕ, экономикăпа, социаллă сферăпа, культурăпа тата спортпа çыхăннă информаципе объективлă паллаштараççĕ. Çак кăларăмсенчи материалсемпе паллашма чăннипех кăсăклă. Мана вырăнлă критика кăмăла каять — влаç органĕсем ăна шута илеççĕ, тивĕçлĕ хурав параççĕ, çакă республикăра пурăнакансемпе яваплă çынсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшать.

— Паллах, «районкăсем» те сирĕн интерес сферинчех-тĕр...

— Шăпах район хаçачĕсем вăл е ку муниципалитет мĕнле пурăннине уççăн кăтартаççĕ. Пытарма-стăп, пирĕн министерствăн «районкăсенче» материалсене мĕнлерех çырни, вĕсен верстки тĕлĕшпе тепĕр чух ÿпкев пулать, анчах тĕп редакторсем çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшаççĕ. Палăртам: кăçал, Ĕç çыннин çулталăкĕнче, вырăнсенчи кăларăмсем ватăсем, ветерансем тата паянхи ĕçченсем çинчен каласа парас, вĕсенчен интервьюсем илес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулчĕç, çав материалсем пурне те килĕшрĕç пуль тетĕп.

— Паян пичет киоскĕсем — çĕнĕ пичет продукцине илмелли тĕп мелсенчен пĕри. Мĕнле шутлатăр, республикăн тĕп хулинче, ытти хулара пичет киоскĕсем çителĕклĕ-и?

— Çĕршыври субъектсен пресса киоскĕсен çителĕклĕхĕпе çыхăннă интереслĕ рейтингĕ пур, ăна Пичет продукцине саракансен ассоциацийĕ хатĕрленĕ. Унта Чăваш Ен Раççейре 37-мĕш вырăнта. Анчах 2015 çулта 1 киоск пуçне 5224 çын тивнĕ, 2016 çулта вара ку кăтарту 6010 çынпа танлашнă. Урăхла каласан киосксен шучĕ чакни куçкĕрет.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри пичет продукцийĕ сутакан киосксен, çавăн пекех предпринимательсе-не çĕнĕ суту-илÿ киоскĕсене лартма сĕнекен вырăнсен вырнаçăвне тишкерсе хаклатпăр. Ман шутпа, ку ыйтăва вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле ĕçлесе кăна татса пама пулать. Çынсем информацие хаçат урлă та, электрон мелĕпе те илме пултарччăр. Çапла шутлатăп: пресса вăл — ăс-хакăлпа çыхăннă тавракурăма хывакан инвестици.

(«СЧ» хаçатран).

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.