Алă айĕнче

Пӳлĕмри температурăра тытмалли типĕ апат-çимĕçе пăрса уçмалли хупăлчаллă банкăсенче упрама меллĕ. Кухньăри стена çумĕнче çакăнса тăракан шкап тĕпне банка хупăлчине винтпа пăрса çирĕплетмелле çеç. Хупăлча çумне типĕ çимĕç тултарнă банкăна пăрса хуратпăр. Çак меслет шкапра ытти япала валли вырăна ирĕклетет. Куç умĕнчи кирлĕ япалана суйласа илме те çăмăл.

Çатма, калак, çăпала т.ыт. те алă айĕнче пулни лайăх. Вĕсене те шкапра сентре çинче мар, çакса хурсан аванрах. Вертикальлĕ çӳлĕке шăтăклă плита çинче /вĕсене хуçалăх лавккисенче сутаççĕ/ йĕркелеме пулать. Кирлĕ чухлĕ, меллĕ çекĕлсем лартса çеç тухмалла. Ăна та стена çумне тытăнтарнă шкапсем айне çирĕплетме пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.