Африка мурĕ шар кăтартать

27 Çурла, 2016

Пирĕн республикăна сысна Африка мурĕ килсе çакланчĕ. Иртнĕ эрнере Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче 4 уйăхри сысна вилнĕ. Тĕпчев выльăх шăпах çак чире ертнине çирĕплетнĕ. Сăмах май, сысна Африка мурĕ çĕршывăн икĕ теçетке субъектĕнче сарăлни паллă. Пăрачкав районĕнче, чрезвычайлă лару-тăру пĕлтернĕрен, савăнăçлă мероприятисем ирттерме чарнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительствăри канашлура çак мура сарăлма парас марри, Пăрачкав районĕнчи пур сыснана та тĕп тумалли пирки каланă. ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçин Сергей Скворцовăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Африка мурĕ хир сыснинчен ерме пултарнă. Хальлĕхе çак амакран хÿтĕленмелли вакцина шухăшласа кăларман, çавăнпа выльăха çунтарма тивет. Ку чир çыншăн хăрушă мар.

Пăрачкав районĕнче 3 пине яхăн сыснана тĕп тунă ĕнтĕ. Выльăх какайне тăвансене пама, сивĕтмĕше хума, çиме юраманни пирки халăха ăнлантарнă. Чĕрĕ сыснапа шăнтнă аша пуçтарма хушнă. Çав вăхăтрах ветеринари специалисчĕсене пĕлтермесĕр хуçисем 500 ытла пуç сысна пуснине тупса палăртнă. Услам тăвас текенсене постри хуралçăсем тытса чарнине те асăнса хăвармалла.

Пăрачкавсем тăкака саплаштарма ыйтаççĕ. Ветеринари служби шутланă тăрăх, çакăн валли 18 миллион тенке яхăн кирлĕ пулĕ.

«Манăн тĕллев çакнашкал: çынсен тăкакне саплаштармалла. Республикăри Резерв фондĕнче укçа çителĕклĕ. Вун-вун миллион тенкĕ ыйтсан та — уйăрăпăр», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Сивĕтмĕшри 1 килограмм какайшăн — 146, чĕрĕ выльăхăн 1 килограмĕшĕн 103 тенкĕ тÿлеме йышăннă. Сыснасемпе аш-какая пытарса хăваракансене е вăрттăн сутакансене компенсаци памĕç — ял халăхĕн çакна та асра тытмалла.

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Улатăр районĕнче те карантин пĕлтернĕ. Сăр Майданĕнчи пĕр хуçалăхра сысна чирлесе вилнĕ. Алтышево, Атрать, Кувакино, Междуречье, Миренка, Октябрьски ял администрацийĕсенче те Африка мурĕ сарăлас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен çакăнти сыснасене пĕтерме хушнă.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.