75-рен иртсен пурне те хыçала хăварасшăн

«Кăшт маларах, гортензи çурăлнă чухне килмеллеччĕ», — çапла кĕтсе илчĕ пире Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуçĕнчи Кронид Михайлов. Тĕрĕссипе, урамранах çав тери тирпейлĕ курăнакан хуçалăхра икĕ арçын пурăннине пĕлсен шала кĕрес килчĕ. Çавăнпа чарăнтăмăр та хĕвел ÿкернĕ хапха умĕнче.

«Гортензи хаклă. Туянăн-ши?» — иккĕленсерех калаçрĕ манпа пасарта чечек сутакан. «Унăн хакĕ пĕлтерĕшлех мар», — терĕм. Акă мĕнлерех сарăлса кайрĕ вăл. Унăн çеçки юртан та шурăрах, çавăнпах ун тĕсне нимĕнпе те танлаштараймăн», — чăн илеме хаклама пĕлекен çын çеç çапла калама пултарать. Йĕри-таврари чечек — иккĕшĕшĕн те чун киленĕçĕ.

«Пĕрре пахчаçăсен журналĕнче «Пăхаттир» панулми сорчĕ пирки вуласа пĕлтĕм. Илес килет, анчах ун чухне ниçта та сутмаççĕ. Хунава Мускавран ыйтса илтĕм», — аса илет арçын. Хăйсен тăрăхĕнче каштан хунавĕ нумай лартнă вăл. Йывăçсем тахçанах вăй илнĕ, тÿпенелле кармашаççĕ. «Сăнанă-и, çеçкене ларнă каштан уйрăмах хитре», — тет Çырмапуç çынни.

Пиччĕшĕпе шăллĕ хуçалăха тытса пыма вĕренсе çитнĕ. Пахчара, кил таврашĕнче пĕр çум курăкĕ те çук. Арçынсем пахчаçимĕçе тăварлаççĕ те, маринадлаççĕ те. Улма-çырлана та вăхăтра тирпейлеççĕ. Михайловсем сурăх, чăх-чĕп тытаççĕ, çавăнпах какай та, çăмарта та çителĕклех.

Çитмĕл тăваттăри Кронид Михайлович авланман. «Хамăн çемье çавăрас кăмăл пулман. Халĕ кая юлнă ĕнтĕ», — тет вăл шухăша путса. Юрату ÿсĕме пăхманни çинчен калаçу пуçаратăп унпа. Ватлăх çулĕсенче те телей тупнă мăшăрсем пирки кăсăклансах итлет вăл.

Кронид Михайлов чупас енĕпе — республика чемпионĕ. «Ăмăртăва кайма пуçтарăнсанах шăллăм кăмăлсăрланать. «Килте ахаль те ĕç нумай», — тет», — пытармасть спортпа туслăскер.

Автобазăра водительте ĕçленĕ Кронид Михайлович 60-тан иртсен тин чупма пуçланă. Халĕ унăн — вун-вун диплом. Çитес вăхăтра çак папкăна тата хулăнлатасшăн. Раççей чемпионĕ пулас ĕмĕтпе пурăнать вăл. «75-рен иртнисем уйрăммăн ăмăртаççĕ. Вăт, ун чухне пурне те хыçала хăварăп», — йăл кулать вăл.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер ир-ирех 10 километр чупса килет. Хĕлле йĕлтĕр сырать вăл. Ял çыннисене те спортпа туслаштарасшăн вăр-вар та çаврăнăçуллăскер.

Спортсмен ялта шашкă кружокĕ йĕркеленĕ. Улттăри Роман Яковлева тавçăрулăхĕшĕн çав тери мухтать. Вĕренекенĕ пуласлăхра ырă ят çĕнсе илессе шанать вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.