“Роман Широковран тĕслĕх илетĕп”
Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕ футбол вăййине юратакансемшĕн хăйне евĕр уяв пуль. Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ йышăннă тăрăх - çак кун Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне паллă тăваççĕ. Историксен пĕр пайĕ çырса хăварнине ĕненес тĕк «Цу Чю» /«урапа тапмалла»/ вăйă Китайра пирĕн эрăчченхи икĕ пин çул каялла пуçланнă. Теприсем футбола VIII ĕмĕрте Англире пурăннă сакс халăхĕ пуçарнине ĕнентереççĕ.