Спортра та тăван халăх хаçачĕн тÿпи пысăк

6 Дек, 2013

Металран хатĕрленĕ йывăр снарядсене тĕрлĕ меслетпе пуçран çÿлерех тупăшса çĕклесси - спортăн чи авалхи енĕсенчен пĕри. Йывăр атлетика Европăри, Çурçĕр Америкăри тата Азири хăш-пĕр çĕр-шывра XIX ĕмĕр варринче аталанма пуçланă. 1896 çулхи ака уйăхĕнче Грецире иртнĕ I Олимп вăййисенче Аслă Британи, Венгри, Германи, Дани тата Авалхи Эллада атлечĕсем штангăна малтан - пĕр алăпа, унтан икĕ алăпа çĕклессипе вăй виçнĕ.

Иртнĕ ĕмĕр варричченех кире пуканĕ йăтасси йывăр атлетикăн хăйне евĕрлĕ тĕсĕ шутланнă. 1983 çулччен арçынсен хушшинче 32 килограмлă кире пуканне çĕклессипе Совет Союзĕнче официаллă ăмăртусене хăш-пĕр регионти спорт комитечĕсем е союзлă республикăсенчи спорт обществисем кăна йĕркеленĕ.

30 çул каялла, чÿк уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче, Липецк облаçĕнче спортăн çак енĕпе РСФСР чемпионатне пĕрремĕш хут ирттернĕ. Унта пирĕн республика команди 19 регион атлечĕсене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çав чемпионатра Чăваш Ен чысне Тăвай районĕнчи паллă педагог А.Пимулин, Патăрьел районĕнчи «Труд» колхоз ĕçченĕ Н.Трифонов, Хĕрлĕ Чутай район больницин педиатр тухтăрĕ В.Ульянов, Елчĕк районĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн малта пыракан рабочийĕсем А.Горшковпа Ю.Миронов тата Лаш Таяпари пиччĕшĕпе шăллĕ Петрпа Юрий Поповсем хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ çулта пурте вĕсем спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Тăвайри Альфред Пимулин чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла РФ тава тивĕçлĕ учителĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ, çĕр-шывăн пирвайхи чемпионĕсенчен пĕри Юрий Попов виçĕм çул Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулса тăчĕ...

Чăваш АССРĕн пĕрлештернĕ команди РСФСР чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă хыççăн тепĕр çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш ял хуçалăх институчĕн спортзалĕнче кире пуканĕ йăтса «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир йĕркелеме мехел çитертĕмĕр. Кăçалччен эпир пуçарнипе йĕркеленĕ ăмăртусенче Раççейĕн вун-вун регионĕнчи, çавăн пекех Беларуçри, Казахстанри, Литвари, Украинăри 4000 ытла атлет вăй виçрĕ. Вĕсен йышĕнче тĕнче чемпионĕсемпе рекордсменĕсем те пулнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен варринче пирĕн республикăри пуканçăсенчен сакăр çын спорт мастерĕ шутланнă. Чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир ирттерме пуçласан вара чĕрĕк ĕмĕрте 60 ытла атлет спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Вĕсен хушшинче тĕнчипе паллă спортсменсемпе çĕр-шывĕпе чапа тухнă çынсем пур.

Лайăх ас тăватăп: Кÿкеç поселокĕнче 1987 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри IV турнирта Куславкка районĕн чысне çак хулари интернат шкулта вĕренекен 15 çулти Сергей Кириллов хÿтĕлерĕ. Ун чухне яшсен ушкăнĕнче ăмăртнăскер хăй виçинче 14-мĕш вырăн кăна йышăнчĕ, тепĕр çичĕ çултан вара Санкт-Петербургри аслă çар физкультура институчĕн курсанчĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтерчĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Раççей çарĕн офицерĕ, пирĕн мухтавлă ентеш Сергей Кириллов тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче 20 яхăн тĕрлĕ медаль çĕнсе илчĕ. Виçĕм çултанпа Сергей Александрович - çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ. Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ халĕ тĕнче чемпионĕсене хатĕрлет. Унăн вĕренекенĕсен хушшинче чăваш атлечĕсем те пур. Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Санкт-Петербургра пурăнакан Владимир Петровпа Джанита Павлова çĕр-шыв тата Европа чемпионачĕсенче темиçе хутчен те çĕнтернĕ.

Кире пуканĕн спортне аталантарас тĕлĕшпе юлашки чĕрĕк ĕмĕрте Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕсем Куславккари Иван Красновпа Йĕпреç районĕнчи Михаил Петров, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, тĕнче спорт мастерĕ Борис Глинкин, çавăн пекех Елчĕкри А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ДЮСШ тренерĕ Олег Федоров тата Канашри «Локомотив» ФСКн методист инструкторĕ Владимир Понихидкин лайăх ĕçлерĕç.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе «Коммунизм ялавĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир ирттерме пуçласан, Чăваш Енри професси училищисенче вĕренекенсен спартакиадин программине тимĕр вăййине те кĕртрĕç. Çавăн хыççăн кире пуканĕн спорчĕ Вăрнарти, Етĕрнери, Патăрьелти, Канашри, Шупашкарти, Улатăрти хăш-пĕр профучилищĕре аталанма пуçларĕ.

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Шупашкарти 8-мĕш тата 18-мĕш училищĕсенче вĕренекен Алексей Темяшкинпа Валерий Ильин Чăваш Республикин тата «Раççей çамрăклăхĕ» физкультурăпа спорт обществин /ФСО/ Тĕп канашĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕç, «Хыпар» хаçат парнисене илессишĕн ирттернĕ турнирсенче тата çĕр-шыв чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăнса спорт мастерĕсем пулса тăчĕç. Асăннă училищĕсенче ăста вун-вун атлет вĕренчĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕнче 18-мĕш училищĕре техникумсенче, колледжсемпе училищĕсенче вĕренекенсен республикăри I спартакиади иртрĕ. Зал хуçисен команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче - Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче тата экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренекен çамрăк пăхаттирсем. Çĕнтерÿçĕ команда чысне Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Николаев, пĕрремĕш разрядлă атлетсем Александр Кудановпа Ирина Степанова уйрăмах лайăх хÿтĕлерĕç, хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медаль çĕнсе илчĕç. Вĕсен командăри юлташĕсем Вероника Павловăпа Дмитрий Новиков тата Дмитрий Тимофеев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Кĕрхи çак уйăхра Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче тата Тутар Республикинчи Çÿллĕ Ту поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç. Вĕсенче пирĕн ентешсенчен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Александр Павлов, Дмитрий Кургин, Дмитрий Козлов, Йĕпреç районĕнчи Алексей Иванов, Патăрьел районĕнчи Димитрий Давыдовпа Елчĕк районĕнчи Николай Николаев пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Раштав уйăхĕн 7-8-мĕшĕнче Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXX турнир иртĕ. Çав кунсенче хăтлă та çутă спорт керменĕнче çĕр-шывăн вун-вун регионĕнчи 200 ытла атлет вăй виçĕ. Иккĕленместĕп: чылай виçере тата хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене Чăваш Ен атлечĕсем йышăнĕç.

Петр СИДОРОВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.