УКÇА ÇИЛПЕ АН ВĔÇТĔР
Шампунь. Туянсанах ăна савăтран çурри таран урăх савăта пушатăр. Юлнă савăта шыв хушса тулли тăвăр. Усă курас умĕн шампуне лайăх силлесе хутăштарăр. Çакăн пек шампунь чылай перекетлĕрех. Сăмах май, сăлтавĕ кунта перекетре çеç мар, çăра мар шампунь пуç тирне ытлашши типĕтмест. Çапла майпа вăл перекетленет те.
Химипе тасатни. Килте çумалли машинăра мамăк тултарнă курткăсемпе пальто таврашне çунă чух мамăк чăмаккаланса ларать. Каярахпа ăна йĕркене кĕртме те çук.
Çавăн пек пуласран ансат меслет пулăшать, машинăна пуховикпа пĕрле 2 теннис мечĕкĕ /пусма тавар «хупăллине» - унпа пысăк теннисра усă кураççĕ/. Çунă тата пăрнă чух вĕсем «çăмхаланакан» мамăка аркатаççĕ. Çапла майпа пуховик хăйĕн формине çухатмасть.
Электроэнерги. Сивĕ çанталăкра пÿлĕме ятарлă хатĕрсемпе усă курмасăрах ăшăтма çапларах тăвăр, ăшă батарейисем хыçĕнчи стенана фольга çыпăçтарăр /ăна хуçалăх лавккинче сутаççĕ/. Вăл ăшша стенаран пÿлĕмелле тавăрса ярать. Çавна май пÿртри температура тата 1-2 градус ăшăрах пулать.