Комментировать

6 Дек, 2013

Пĕрле туртсан лав çăмăлрах

Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре, Александр Бикулов фермер хуçалăхĕнче, çĕнĕ ферма хута кайрĕ.

- «Слава» хуçалăх юхăнсан район ертÿçисем пире хуçасăр юлнă уй-хире илме ыйтрĕç. Килĕшрĕмĕр, - каласа парать Лидия Бикулова. - Унтан ял çыннисенчен пай çĕрĕсене илтĕмĕр. Майĕпен усă куракан лаптăксем 1150 гектара çитрĕç. Паян унта тырă, выльăх апачĕ çитĕнтеретпĕр.

Бикуловсем фермер хуçалăхне 2007 çулта йĕркеленĕ.

- «Выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетме тытăнмалла мар-ши? Тырă çав-çавах сутăнмасть», - сĕнчĕ мана мăшăрăм, - аса илет халĕ Лидия Владимировна. - 2009 çулта виçĕ миллион тенкĕлĕх ăратлă ĕне туянтăмăр та çанă тавăрсах ĕçе пикентĕмĕр.

Бикуловсем кредит илсе арканнă хуçалăхăн юхăнчăк фермине йĕркене кĕртнĕ. Çапах кивĕскерне çĕннипе танлаштараймăн. Выльăх хушăннă май вăл та тăвăрланнă. Укçа çителĕксĕррине пăхмасăр ĕçчен мăшăр çĕнĕ ферма тума йышăннă. «Çемье фермине аталантарсси» патшалăх программи хута кайни шанăç панă темелле. «Программăна кĕме пĕлтĕрех конкурса хутшăнса пăхрăмăр. Шел, гранта тивĕçеймерĕмĕр ун чухне. Кăçал каллех документсем хатĕрлесе тăратрăмăр», - сăмахлать Л. Бикулова. Хастар çемье çÿлтен пулăшасса кĕтсе ларман, банкран 11 млн тенкĕ кредит илсе строительство ĕçĕсене пуçăннă.

Пĕчĕк хуçалăха тăкака саплаштарса пыма çăмăл мар. Йывăр тапхăрта çемье фермине аталантарма грант - 5 млн тенкĕ - пама йышăнни пĕлĕтрен вĕçсе аннă телей кайăкĕ пекех туйăннă.

- Грант укçипе сĕте сивĕтме, упрама оборудовани туянтăмăр, канализаци турăмăр, - тет хастар хĕрарăм.

Хуçалăхра 308 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни - 96. Çĕнĕ вите 100 ĕне валли. Çулталăкра 520 тонна сĕт суса илмелле. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 19,5 млн тенкĕ.

- Çĕнĕ ферма уçăлни республикăпа районшăн кăна мар, чи малтан ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçне туса пыракан Леонард Левый. - Кунта ыттисем те ĕç тупса вырнаçма пултараççĕ.

- Выльăх-чĕрлĕхĕ хушăнса пырать. Сухаласа акакан лаптăксем те самай. Пур ĕçе çемьепе кăна ĕлкĕрсе пыраймăн. Юрать ял çыннисем пулăшса пыраççĕ, - теççĕ Бикуловсем.

Хуçалăхра паян 14 çын вăй хурать. Уйăхри шалăвĕ вунă пин тенке яхăн. Малашне, производство ÿснĕ май, ĕç вырăнĕсем татах пулĕç.

Халĕ сĕт килограмне 19 тенкĕпе ăсатаççĕ. Хăватлă оборудовани вырнаçтарнă май пахалăхĕ лайăхланĕ, тупăш та ÿсĕ.

Лидия Бикуловăн ĕмĕчĕ тулнишĕн кăмăлĕ çĕкленет. Çав хушăрах чунĕ хурланать: пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçарса яраканĕ мăшăрĕ Николай Пантелеймонович-çке, вăлах конкурсра çĕнтерсе грант илнĕ, строительство ĕçне хастар хутшăннă, шел, объект хута кайиччен кăштах пурăнса çитереймен. Кĕтмен йывăр чире пула арçын вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. «Эх, ферма ĕçлесе кайнине курнă пулсан мĕнле савăннă пулĕччĕ-ши?» - пăшăрханать хĕрарăм.

Пĕр хывнă сукмака такăрлатмалла. Паян амăшне ачисем - Елена, Оксана, Александр - пулăшса пыраççĕ. Фермер хуçалăхĕн тилхепине ывăлне Александра шанса панă. Хулара пурăнаканскер йывăр вăхăтра яла куçса ĕçе тытăннă. Пĕрле туртсан лав та çăмăлрах шăвать çав.

Лариса НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.