Комментировать

6 Дек, 2013

Малалла-ха пурнăç, малалла...

Кашни ял хăйĕн савăнăçĕпе, хуйхи-суйхипе пурăнать. Тăвай районĕнчи Тăрмăш та самана таппипе утать.

Асăннă ял тăрăхне икĕ ял кĕрет. Вĕсенче 700-е яхăн çын пурăнать.

Ĕçчен валли ĕç тупăнать

«Аталанатпăр-ха, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Разин. - Вырăнта Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх пур. Унсăр пуçне çынсем Канаша, Тăвайне ĕçлеме çÿреççĕ. Пирĕн ял çул çинче ларнăран халăх ĕмĕрех ют çĕрте вăй хунă. Астăватăп-ха, ирсерен автобуса васкатчĕ ял-йыш, тĕрлĕ предпрятире тăрăшатчĕ. Халĕ чылайăшĕ хупăнчĕ, çамрăксем ĕçсĕр юлчĕç. Çавăнпа та нумайăшĕ Мускавра, Питĕрте вăй хурать».

Ют çĕрте тăрăшакансем ялта икĕ хутлă керменсем лартаççĕ. Вĕсенче пур услови те пур: душ, туалет, шыв кĕрет-тухать. Бассейн тăвакан та тупăнать. Мускав пурнăçне чăваш ялне куçараççĕ çамрăксем. «Шел те, укçана пурте çемйи çине ямасть, - малалла тăсăлать сăмах çăмхи. - Урçасем ытларах сăра-эрех енне туртăнаççĕ. Тепĕр чухне уншăн вăрçса та илетĕп вĕсене».

Ялта паян пĕтĕм ĕçе укçалла пурнăçламалла. Камăн техника пур - вăл ĕне выльăх та тытать. Ватă çын вара çĕр пайне ял тăрăхне каялла парать. Ĕне усрасшăн вăл, анчах вăй-халĕ чакать.

Лаша вырăнне ял-йыш мотоблок туянать. Çăмăллăх кредичĕпе пысăк трактор илекен те пур. Çăмăл машина кашни кил умĕнчех ларать.

Выльăх усрама хирĕç мар халăх. Аш хакĕ çуркунне самаях пысăк пулнă. Халĕ вара чакнă. Тупăш илме май çук тăк выльăх туянса самăртас ĕçе те пăрахăçлать вăл. Сĕт хакĕ йÿнелнĕренех мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакма пуçларĕ.

«Ĕçчен çын валли ялта та ĕç пур, - тет пуçлăх. - Ачисене вĕрентмелле чухне чылайăшĕ выльăх-чĕрлĕх тытать. Çак тĕллевпе хамăр та пĕр вăхăт картиш тулли усрарăмăр. Икшер вăкăр, темиçе сысна хĕл каçараттăмăр. Гектаршар çĕр улми çитĕнтереттĕмĕр».

Шухăшпа шур пÿрт лартаймăн

Ялта пурăнма кăмăл тăвакан çамрăксем те пур. Шел те, ун пекки сахал. Çамрăк çемьесем район центрĕнче е хулара хваттер туянасшăн. Ялта çурт-йĕр тăвас шутлисем çукрах. Кăçал виçĕ çамрăк çемье кил-çурт çавăрма укçа-тенке тивĕçет. Вĕсенчен иккĕшĕ Тăвайĕнче тата Канашра хваттер илĕ. Ольгăпа Алексей Капитоновсем вара ялта çурт хăпартаççĕ. «Кил-çуртлă пулччăр тесе черете тăрататпăр çамрăксене. Каярахпа укçа парса хамăрах ялтан кăларса яратпăр. Çакăншăн чун ыратать. Района юлсан юрать-ха. Вĕсем хуланалла туртăнаççĕ-çке. Укçа вара район бюджетĕнчен каять. Эпир те ял тăрăхĕн бюджетĕнчен паратпăр», - пăшăрханать Владимир Валерианович.

«Ĕç çукран хуланалла талпăнать пулĕ çамрăк», - малалла сыпăнтаратăп калаçăва. «Халĕ никам та тракторпа ĕçлесшĕн мар, ĕне те сăвасшăн мар. Çамрăка урăхла ĕç кирлĕ. Доярка шыраса халтан каятăн, механизаторсем те çитмеççĕ. Çĕнĕ трактор пирки ĕмĕтленеççĕ вĕсем, киввипе ĕçлесшĕн мар. Хуçалăхăн ăна туянма укçа çук. Сакăр вуннăмĕш çулсенче кашни икĕ çултан пĕрер трактор-машина килсе тăратчĕ. Киввисене «пенсие» ярса çĕннисемпе ĕçлеме тытăнатчĕç. Халĕ хуçалăхсем «ирĕклĕ ишевре»: укçа пулсан - трактор туянатăн, çук тăк - киввине упратăн. Çĕр ĕçĕнчен те ютшăнса пырать çамрăк. Çынна çĕр тăрантарнине вĕсен мăнукĕсем ăнкарса илсен юрĕччĕ хăть» , - пулчĕ хурав.

Çапах та ял хуçалăхĕ аталанасса шанать Владимир Разин. Ку енĕпе фермер ĕçне йĕркелес текенсем шанăç параççĕ. Колхоз витисене туяннă вĕсем. Унта малашне шултра мăйракаллă выльăх ĕрчетесшĕн. Хальлĕхе ку шухăшра çеç. Мĕншĕн тесен тăрăсăр, алăксăр-чÿречесĕр хуралтăсене йĕркене кĕртме çăмăл мар. Шухăшпа кăна шур пÿрт лартаймăн çав.

Аркатма - çур талăк, тума - çулталăк

Ялти информаципе культура центрĕ тăхăр çул хупă ларнă. Икĕ хутлă çуртра спортзал, библиотека вырнаçнă. Ăна юсама патшалăх укçа-тенкĕ уйăрман. Икĕ çул каялла Тăрмăшсем ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тăвас тата тирпей-илем кĕртес енĕпе конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Уйăрнă укçа-тенкĕпе клуба юсанă. Иртнĕ çул вара информаципе культура центрĕ ятарлă конкурсра мала тухса сцена кĕпе-тумтирĕ, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, компьютерпа видеопроектор тивĕçнĕ. «Халĕ клуба кĕрсе тухма та кăмăллă», - терĕ пуçлăх. Халăх та çÿрет. «Тăрмăш» фольклор ушкăнĕ кăçал «халăх» ятне илнĕ. Унсăр пуçне «Ал ăстисем», «Тĕпел» кружоксем ĕçлеççĕ.

Спортзала та йĕркене кĕртнĕ. Урайне улăштарнă, сăрланă. Ял çамрăкĕсем савăнсах çÿреççĕ унта, волейболла, футболла выляççĕ вĕсем. Ахальтен мар Тăрмăшсем ку енĕпе республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ çул ялта хоккей площадки уçнă. Хĕлле вăл пушă тăмасть, ватти-вĕтти чупать унта.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялта ача сачĕ йĕркеленĕ. 80 вырăнлă вăл. «1995-96 çулсенче ăна хупма шухăшларĕç. Мĕншĕн тесен ачасем çуралмаççĕ, çурта хутса ăшăтма кăмрăк та, ăна тытса тăма бюджетра нухрат та çукчĕ. Çапах садике сыхласа хăвартăмăр. Таврари ялсенче чылайăшне хупрĕç, хăшне-пĕрне пăсрĕç. Вĕсен алăкĕсем паян та уçăлаймаççĕ», - аса илет иртнине Владимир Валерианович.

Тăватă ушкăн йĕркеленĕ кунта. Ача садне çÿрес текенсем черетре те тăраççĕ. Йывăрлăха чăтса ирттерни, садике упраса хăварни халĕ çав тери паха. Мĕншĕн тесен вăл кирлех. Çитменнине ача шучĕ те ÿсет.

 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.