Çĕнĕ варкăш

6 Дек, 2013

«Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне пирĕн ачасене парнесемпе хавхалантарать. Шкул пĕтерекенсене те манмасть, савăнăçлă уява каллех парнесемпе çитет», - ыррине çине-çинех палăртма васкарĕ Зинаида Гаврилова пăру пăхакан.

«Кирлĕ маршăн вăрçмасть. Кирлишĕн ыйтать. Пач вăрçман хуçа хуçа-и вăл? Лайăх ертÿçĕ пирĕн», - калаçăва хутшăнчĕ фермăрах ĕçлекен Людмила Борисова.

«Пулăшас килет тăвана. Упăшка ашшĕ-çке. Йăлтах йĕркеллĕ пултăр тетĕп», - пытармарĕ шухăшне ялти ферма заведующийĕ Ираида Тагеева.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнчи Михаил Леонидович Тагеев фермерăн хăтлă та çутă сĕт-çу ферминче паян, чăн та, савăнса ĕçлемелле. Хăй вăхăтĕнче темиçе çул пушă ларнă ĕне витине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, вĕр-çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ферма территорийĕнче 140 вырăнлăх пăру вити туса лартнă. Чи çамрăк пăрусем валли те уйрăм, çĕнĕ хуралтă пур.

Çулталăк çурă каялла пăрпа хутăш килнĕ çил-тăвăл района сахал мар шар кăтартнă. Фермер хуçалăхĕнче вăл вăхăталла çĕнĕ вите ăшчикĕнчи ĕçсене вĕçлесе тăррине хурçă тимĕрпе витсе çеç пĕтернĕччĕ. Хăрушла çил-тăвăл хыççăн вите тăррин пĕр пайĕ кăна тăрса юлнă. Каллех тăкакланма тивнĕ хуçа чунлă хресченĕн.Тÿнсе кайнă шыв башни вырăнне çĕннине лартнă. Алă усман çирĕп шăнăрлă ĕçчен, кăмăлне хытарнă та малаллах талпăннă: сапламаллине сапланă, улăштарнă, çĕнетнĕ. Кунта халĕ кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Ферма коллективĕ те йĕркеленсе çитнĕ. Ăна ертсе пыракан асăннă тăрăх - вăл шанчăклă. Кун пекки вара ертÿçĕне тивĕçлипе хаклать темелле.

Чылай хушă сас-чÿ паман фермăна «сывлаттарма» фермера, паллах, патшалăх çăмăллăхĕ пулăшнă. Михаил Тагеев çемье фермисене аталантарассипе йышăннă федераци программине кĕме пултарнă, грант çĕнсе илнĕ. Унăн укçипе тĕллевлĕ усă курса çĕнĕ хуралтăсем çĕкленисĕр пуçне Мари Эл республикинчен 100 пуç ытла ăратлă тына илсе килнĕ. Пĕрремĕш çул хăйсем тĕллĕн пăрулаймасăр мĕн чухлĕ тертлентермен вĕсем ферма ĕçченĕсене?! Пăрушĕсене турта-турта кăларма та тивнĕ. Кайран ĕнисене пайтах сиплеме лекнĕ. Кадрсем çитмен, уйрăмах ветеринар кирлĕ пулнă. Малтанах ĕçе илнĕ дояркăсем те шанăçа тÿрре кăларман. Паянхи ферма заведующийĕн ун чухне хăйĕн ĕнесене сума тивнĕ.

Халĕ апла мар. Çĕр пуç ытла ĕнене (фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 300 пуç ытла) сăвакан тăватă доярка икшер кунтан улшăнса ĕçлет. Пытармасăр каласан, фермера вĕсем хакла та лараççĕ. Шалăвне вăхăтра тата ял çыннишĕн сахалах мар тÿлет пулин те тăван ялĕнче те, çывăхрисенче те вăл дояркăсем тупайман. Халăх ферма ĕçĕнчен писет мар-и? Инçетре шырама тивнĕ. Юрать-ха тăваттăшĕ те пĕр ялтан. Чи пахи - яваплăха туйса ĕçлекенсем. Ирĕн-каçăн вĕсене чаплă çăмăл автомашинăпа илсе килеççĕ, ăсатса яраççĕ. Хальччен Ираида Тагеева ферма заведующийĕ хăйĕн машинипе турттарнă. Халĕ сыхланарах парать: иккĕмĕш хут ача амăшĕ пулма хатĕрленет. «Кăрлач вĕçĕччен ĕçлĕп-ха. Хама улăштаракана тупмалла, вĕрентмелле. Шанчăклă алăра хăварас килет фермăна», - тет хĕрарăм.

Тепĕр ыйту та канăç памасть çак пăрчăкан пек вăр-вар,типтерлĕ ĕçчене. Ара, юлашки вăхăтра практикăра пулнă ветеринар ял хуçалăх академине таврăнсан ферма каллех зооветспециалистсăр юлать-çке. Паянхи Юлия Федорова студенткăна та вăхăтлăха аран тупнă. Кунтах дояркăра ĕçлекен амăшĕ урлă çеç. Хĕр пултаруллă та пуçаруллă. Фермăри выльăха кăна мар, ăнсăртран витери пĕр пÿлĕме лекнĕ кушака та пыйтă ересрен тĕрĕслесех тăнине кăмăллăн палăртать ферма ертÿçи.

Пÿлĕм тенĕрен, пурте хăтлă вĕсем кунта. Акă Ирина Тагеевăн ĕç вырăнĕнчи чечексем çеçкере. Чÿрече ?витери пĕтĕм чÿрече пластикран% карри килти пек таса, шап-шурă. Фермăри тата унăн таврашĕнчи лару-тăрăва специалист компьютерпа сăнаса тăрать. Сĕт сивĕтмĕшĕсемпе те пĕлсе ĕçлет, кунта та çĕнĕ йышши техникăна алла илни кирлĕ.

Çанталăк сивĕтме пуçланăран витери çăвăнмалли пÿлĕм алăкĕ кашни кунах уçăлса хупăнмасть. Çулла дояркăсем те, ытти ĕçченсем те кунтан тухма пĕлмен темелле.

Халăха ĕçлеме майсем туса пама тăрăшать фермер, ыйтнине тивĕçтерсех тăрать. Сăмахран, витерен тислĕк кăлармалли хатĕр пĕр хушă чăхăмланăран Александр Кривов слесаре тимĕре шăратса çыпăçтаракан агрегат туянса панă.

Ĕçлекен малашне те тăрăштăр тесе çамрăксене республика пуçлăхĕн стипендине илме тăратасси те йăлара. Артемий Каяхов механизатор (вăл фермăра ĕçлет) кăçал иккĕмĕш хут стипендиатсен йышне лекнĕ.

Çĕнĕ йышши машина-трактор (фермер хуçалăхĕнче те пур кунашкаллисем) çине кăна мар, паянхи пурнăç ыйтнипе тунă фермăсенче те пĕлÿ пухнă специалистсем кирлĕ. Ĕне сăваканăн, пăру пăхаканăн е тислĕк кăлараканăн çĕнĕлле ĕçлеме пĕлмелле. Михаил Тагеев пек фермерсем ытларах пулсан «ферма ĕçĕ - хура ĕç» тени аваллăхра юлĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.