Архив - 2014 - Тантăш

декабрь 4th

4 Дек, 2014

Сар чечек те тунсăхлать - ăшă çумăр çумасан, Шкул ачи те тунсăхлать - «Тантăш», «Тетте» пулмасан...

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн Кунĕ иртрĕ. 16 хаçат-журналта ĕçлекен журналистсем халăх умне тухса хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

4 Дек, 2014

Сочинени çыратпăр

Шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекенсем ĕнер яваплă тĕрĕслев витĕр тухрĕç - вырăс литературипе экзамен тытрĕç. Мĕн енчен лайăх-ши вăл? Тата мĕнле сăлтава пула пуçарса янă çак ĕçе?

4 Дек, 2014

Юрла, Катя, юрла, е юрă - туйăмсен сасси

Юрă - халăх пурнăçĕн çутă тĕкĕрĕ. Илемлĕ те çепĕç юрă ăшă калаçуран та çăмăлраххăн юхать. Сăмахпа калайман шалти ăшри шухăш-туйăма вăл уççăн пĕлтерет. Юратнă юрра юрласа ярсан çын лăпланать, чĕри ыратни те, тунсăх пусарса тăни те манăçать. Юрăпа юлташлă çын ырăпа юлташлă теççĕ.

Юрăра - хĕвеллĕ çу кунĕ

4 Дек, 2014

Унран тĕслĕх илмелли пурах

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕн аталанма йывăр мар, мĕншĕн тесен кунта условисем питĕ аван. Спортпа туслашма вара кашниех ăнтăлать. Ачасем физкультура урокĕнче эрнере пĕр хутчен «Хастар» физкультурăпа спорт комплексне çÿреççĕ, тĕрĕс ишме хăнăхаççĕ.

4 Дек, 2014

Куршанкă-Шăхалĕн çутă малашлăхне ĕненетпĕр

Эпĕ Куршанкă-Шăхаль ялĕ çинчен каласа парасшăн. Унта манăн анне çуралса ÿснĕ. Вăл пысăк çемьере çитĕннĕ: унăн виçĕ тетĕшĕ тата икĕ аппăшĕ пур. Ултă ача çуратса ÿстернĕ кукамайпа кукаçи. Вĕсем мана юратаççĕ, яланах хăйсем патне килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Анчах та Шупашкартан унта çÿреме инçерех, 160 çухрăма яхăн. Куршанкă-Шăхаль (Коршанги-Шигали) Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче вырнаçнă.

Эпĕ пĕчĕкренех ку яла хăнана çÿретĕп. Вăл пысăках мар. Анне каланă тăрăх хальхи вăхăтра унта 50 киле яхăн çеç.

4 Дек, 2014

Чи хастаррисем те маттуррисем!

Чăваш Республикинче 9 хула. Куславкка çак йыша 1967 çулта кĕнĕ. Чăваш Енри чи çамрăк хуласенчен пĕри вăл. 1901 çулта кăларнă «Россия. Полное географическое описание нашего Отечества. Среднее и Нижнее Поволжье и Заволжье» кĕнекере ăна деревня Козловка тесе палăртнă. Авалхи хутсенче сельцо Козловка тени те тĕл пулать, мĕншĕн тесен Козловка ялĕпе Богородское (е Белая Воложка) сали тата темиçе ял пĕрлешнĕ. Официаллă вара Куславкка 1671 çулта никĕсленнĕ шутланать. Ĕлĕк ăна «чăх çăмарти пристанĕ» тесе те каланă. Миллионшар çăмарта пуçтарнă кунта, вĕсене Англи таранах ăсатнă.

ноябрь 27th

27 Ноя, 2014

"Тантăш", 48 /4410/ №, 2014, ноябрь, 27

Асамлă хими. Шкулти чи йывăр предметсенчен пĕри - хими. Çав вăхăтрах вăл асамлăхпа тулнăн та туйăнать. Менделеев таблицинех илер. Паллă ăсчаха тĕлĕкре курăннă-çке вăл.

27 Ноя, 2014

Асамлă хими

Шкулти чи йывăр предметсенчен пĕри - хими. Çав вăхăтрах вăл асамлăхпа тулнăн та туйăнать. Менделеев таблицинех илер. Паллă ăсчаха тĕлĕкре курăннă-çке вăл. Кашни элеменчĕн хăйĕн вырăнĕ пур. Водород, литий, берилий, бор... Шăпах çакăнтан пуçланать те хими асамлăхĕ.

27 Ноя, 2014

Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать?

Нумаях пулмасть эпĕ Чăваш Республикинчи чи туслă та хаваслă класра хăнара пултăм. Питĕ пысăк вăрттăнлăха уçса малкай класс хăш районта тата хăш шкулта пулнине пĕлтерме явап çитересех пуль. Çапла вара - халĕ пĕлĕр: çав хастарсем Муркаш районĕнчи Юнкăри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренеççĕ.

Класс ертÿçине, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Геннадьевна Михалкинăна сăмах парар-ха малтан.

27 Ноя, 2014

Тракторпа та çÿреме пĕлет Зоя!

Кашни ача хăйĕн тăван шкулĕн чысне хÿтĕлеме, ăна çÿллĕрех шая çĕклеме тăрăшать. Çавăнпа кирек мĕнле мероприятие, вăйă-конкурса хастар хутшăнать. Шăп çавăн пеккисен йышне кĕрет те ĕнтĕ вуннăмĕш класра вĕренекен Зоя Соловьева.

Страницы