Комментировать

27 Ноя, 2014

Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать?

Нумаях пулмасть эпĕ Чăваш Республикинчи чи туслă та хаваслă класра хăнара пултăм. Питĕ пысăк вăрттăнлăха уçса малкай класс хăш районта тата хăш шкулта пулнине пĕлтерме явап çитересех пуль. Çапла вара - халĕ пĕлĕр: çав хастарсем Муркаш районĕнчи Юнкăри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренеççĕ.

Класс ертÿçине, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Геннадьевна Михалкинăна сăмах парар-ха малтан.

- Класра 21 ача. Вĕсем питĕ туслă - пĕр çемьери пек, çавăнпа пĕр-пĕрне яланах пулăшса пыраççĕ. Ачасенчен саккăрăшĕ «4» тата «5» паллăпа вĕренет. Шкулти пур мероприятие те хастар хутшăнаççĕ, ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республика тата район шайĕнче ирттерекен конкурссенче те палăраççĕ улттăмĕшсем. Экологи тата таврапĕлÿ (краеведени) енĕпе уйрăмах маттур вĕсем. Юнкă шкулĕнче çак ыйтусемпе ятарлă кружоксем ĕçлеççĕ, ачасем унта çÿрени те çитĕнÿсем тума май парать. Кăçал республикăра ирттернĕ экологсен тата кареведсен слетĕнче Юнкăсем 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç, чаплă парнесемпе таврăнчĕç. Çитес çул та слета хутшăнма ĕмĕтленеççĕ 6-мĕш класра вĕренекен Кристина Илугина, Надежда Михалкина, Сандра Ильина, Сергей Кудряшов маттурсем, - паллаштарчĕ класс ертÿçи нимĕнле ĕçрен ÿркенмен, темле йывăрлăха та парăнман ачасемпе.

Çакна та палăртар: Юнкă шкулĕнчи экологи тата таврапĕлÿ кружокĕсене шăпах Ирина Геннадьевна ертсе пырать. Ачасен республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсенче унăн тÿпи пысăк.

Маттурккасемпе калаçнă-паллашнă май Юнкă шкулĕнчи 6-мĕш класс мĕншĕн тĕнчери чи тусли те хастарри пулнин вăрттăнлăхне те уçăмлатрăмăр. Вĕсем иккен çут тĕнчери чи чаплă ялсенчен - Юнкăран, Çармăçкассинчен, Пĕрремĕш Май выçăлккинчен, Кăпасран пуçтарăннă. Тăван ял илемĕ, атте-анне юратăвĕ çитĕнÿсем тума, тăрăшса вĕренме хавхалану та хăват парса тăраççĕ. Çавăнпа тăван ялĕсен элчелĕхĕсене (посольствисене) йĕркелесе чун юратнă тăрăх-кĕтес çинчен тĕрленчĕк çырма ыйтрăм улттăмăшсенчен. Паллаштарар пуль «Тантăш» тусĕсене элчелĕхсем хатĕрленĕ документсемпе.

- Эпир Пĕрремĕш Май выççăлккинчен виçĕ ача çÿретпĕр. Пирĕн ял Юнкăран 7 çухрăмра ларать. Унта 2 урам: Майăн 1-мĕшĕн касĕ тата Вăрман касси. Пирĕн ял Юнкă тăрăхĕнче чи çамрăкки. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче никĕсленнĕ вăл. Кашни çулах майăн 1-мĕшĕнче выççăлккăра ял кунне ирттертпĕр. Ытти çĕрте пурăнакансем те тăван тăрăха çитме тăрăшаççĕ. Шупашкартан чăваш эстрада юрăçисем те килсе концерт кăтартаççĕ.

Çутçанталăк хитре пирĕн таврара: Çичĕ пĕве ытамĕнче выртать выççăлккă. Çулла эпир шыва кĕме çÿретпĕр, хĕлле сăртсем çинчен çунашкапа ярăнма тухатпăр. Пĕвесенче вак касса пулă тытакансем нумаййăн пуçтарăнаççĕ. Хуларан та килеççĕ пулăçсем. Çĕнĕ çулта эпир, ачасем, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр. Муркаш районне çитсен эсир те хăнана кĕрсе тухăр. Пĕрле пулла кайса килĕпĕр!

Пĕрремĕш Май выççăлккин элчелĕхĕн секретарĕ Елизавета ДМИТРИЕВА.

- Эпир вара Кăпасра пурăнатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк пур пирĕн ялта. Кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче эпир, Кăпассем, унта пуçтарăнатпăр, çапăçу хирĕнчен таврăнманнисене аса илетпĕр, вăрçăпа тыл ветеранĕ-сене саламлатпăр. Ялта клуб та пур. Унта Василий Терентьев ĕçлет. Ÿркенмест вăл, ачасене юрлама вĕрентет. Меркурий Борисович Ягунов композитор та тухнă Кăпасран.

Пилорама та ĕçлет пирĕн ялта. Ăна Алексей Ильин тытса тăрать. Кăпас ачисем спорта питĕ юратаççĕ! Ялта 9 пĕве. Пысăк пулăсем ĕрчеççĕ вĕсенче. Питĕ шултăра! Çак тăрăхра тек ниçта та çук ун пеккисем. Мухтанатпăр эпир хамăр ялпа! Эсир те килсе курăр пирĕн пата.

Кăпас элчелĕхĕн секретарĕ - Сандра ИЛЬИНА.

- Çармăçкасси ялĕнче кам пулман – вăл чăваш тĕнчине курман! Пирĕн ялта клуб тата икĕ лавкка пур! Урам те иккĕ: Мир касси тата Уй касси, вĕсене асфальт сарнă. Ял вĕçĕнче ферма вырнаçнă. Вăл - лашасен, сурăхсен, сыснасен тата хурсен ăшă та çутă «керменĕ». Автобуссем те çÿреççĕ пирĕн яла. Чарăнуран инçех те мар склад çурчĕ, вăл ял архитектурине пуянлатать. Тепĕр паллă вырăн - уйри киремет çинче ÿсекен пысăк йывăç. Ял тавра 8 пĕве. Çулла вĕсем патĕнчен ача-пăча татăлмасть. Ял ачисем спортпа туслă. Вĕсенчен Павлик Селюшкинпа Дима Михалкина чăн малтан асăнмалла. «Тантăш» тусĕсен килсе курмаллах пирĕн яла!

Çармăçкасси элчелĕхĕн секретарĕ - Надежда Михалкина.

- Тĕнчери чи хитре ял, паллах, Юнкă ятлă, унăн чи илемлĕ касси вара - Тĕп урам (Центральная). Ял витĕр юхса иртекен Юнкă ахаль те хитре ялăн сăн-сăпатне тата та чиперлетет. Юханшыв çыранĕ-семпе, урамсенче нумай йывăç ÿснĕрен вăрман пекех курăнса ларать тăван ял.

Тĕп урамра пирĕн иккĕмĕш тăван кил - пысăк та ăшă шкул вырнаçнă. Юнкăра çуралнă Спиридон Михайлов-Яндуш этнограф ячĕпе хисепленет вăл. Пирĕн шкулта чаплă музей та пур.

Ялти чи хисеплĕ вырăн - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк. Çĕнтерÿ кунĕнче шкул ачисем унта чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Вăрçă ветеранĕсенчен Павел Григорьевич Илугин çеç чĕрĕ. Унăн мăнукĕ пирĕн шкулта вĕренет. Юнкăра культура çурчĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ пур. Шкулпа юнашар чиркÿ лартаççĕ. Туссем, пирĕн яла пырса курмасăр чунăр мĕнле чăтать-ши?

Юнкă элчелĕхĕн секретарĕ - Кристина ИЛУГИНА.

Ачасем тăван шкулне мĕнле юратни пирки ыйтма та кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен çак тăватă ялăн - Пĕрремĕш Май выççăлккин, Кăпасăн, Çармăçкассин тата Юнкăн илемĕ тата асамĕ шăпах шкулта пĕрлешсе чечекленет. Çапла пуçланать Тăван çĕршыв.

Владимир СТЕПАНОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.