Архив - 2014 - Тантăш

январь 10th

10 Янв, 2014

«Тантăш» - Канаш енре

Канаш районĕнчи Шелттем шкулне пырса кĕрсенех кунта алă усса ларма юратман ачасем вĕреннине туйрăм. Вĕсен пĕр пушă вăхăт та çук тейĕн. Тăхтава та усăллă ирттерме тăрăшаççĕ арçын ачасемпе хĕр ачасем. Хăшĕ-пĕри тепĕр урока хатĕрленет: киле ĕçне аса илет. Теприсен - тĕрĕслев ĕçĕ... Ăна валли те правилăсемпе теоремăсене пăхса тухмалла. Библиотекăна çул тытакан та сахал мар. Акă теннис сĕтелĕ патĕнче пĕр ушкăн пухăннă, пурте тусĕ-сем еплерех вылянине сăнаса тăраççĕ, хавхаланаççĕ... Кĕçĕн классен вĕренÿ кунĕ те вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсем те киле кайма васкамаççĕ.

10 Янв, 2014

Тантăш» - Муркаш тăрăхĕнче

Юнкă шкулĕ пĕлтĕр 135 çул тултарчĕ. 1966 çулта ăна Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш ятне панă. Вăл камне пĕлмен çын çук та пулĕ. Спиридон Михайлов _ пĕрремĕш чăваш историкĕ, этнографĕ, халăх сăмахлăхне пуçтараканĕ. Ун ячĕпе шкулта тăтăшах чăваш чĕлхи эрни е вунă кунлăх иртет.

Класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелекен Ирина Григорьевна Илларионова шкул пурнăçĕпе хаваспах паллаштарма ки- лĕшрĕ. Паянхи куна та 158 ача вĕренет. Шкул автобусĕ тăватă яла ĕлкĕрсе пурне те урока вăхăтра çитерет.

Страницы