- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тантăш» - Канаш енре
Канаш районĕнчи Шелттем шкулне пырса кĕрсенех кунта алă усса ларма юратман ачасем вĕреннине туйрăм. Вĕсен пĕр пушă вăхăт та çук тейĕн. Тăхтава та усăллă ирттерме тăрăшаççĕ арçын ачасемпе хĕр ачасем. Хăшĕ-пĕри тепĕр урока хатĕрленет: киле ĕçне аса илет. Теприсен - тĕрĕслев ĕçĕ... Ăна валли те правилăсемпе теоремăсене пăхса тухмалла. Библиотекăна çул тытакан та сахал мар. Акă теннис сĕтелĕ патĕнче пĕр ушкăн пухăннă, пурте тусĕ-сем еплерех вылянине сăнаса тăраççĕ, хавхаланаççĕ... Кĕçĕн классен вĕренÿ кунĕ те вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсем те киле кайма васкамаççĕ. Пĕчĕкскерсем теннис сĕтелне хупăрласа илнĕ, аслă тусĕсен çак выляв техникипе кăсăк-ланаççĕ пулас...
Шелттем шкулĕн хастар, маттур ачисем пĕрре те пушă ларманнине директор çумĕ Светлана Алексеевна Ендерова калани тепĕр хутчен ĕнентерчĕ. Вĕренÿре те, спортра та çитĕнÿсем тума ăнтăлаççĕ, тĕрлĕ кружок-секцие çул такăрлатаççĕ иккен кунта пĕлÿ илекенсем.
Арçын ачасем те хаваспах çÿреççĕ...
Светлана Алексеевна директор çумĕн ĕçĕсене пурнăçлать çеç мар, "Асамлă çекĕл" кружок та ертсе пырать. Улттăмĕш класс ертÿçи пулнă май, вăл вĕсене çыхас ĕçе явăçтарать. Çав хушăрах Светлана Алексеевна "Ăста алăсем" кружок ертÿçи те. Çĕнĕ çул умĕн шкул ачисем тĕрлĕ тĕслĕ хутран теттесем ăсталанă. Вĕсемпе илемлетнĕ чăрăш тавра вĕренекенсем юрласа, ташласа савăнчĕç.
- Ачасем пултаруллă, савăнсах кружока çÿреççĕ, - сăмах хушрĕ Светлана Алексеевна. - Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни темрен паха та. Анчах та кун валли эрнере пĕр сехет çеç уйăрнă.
"Асамлă çекĕл" кружока хĕр ачасем çеç мар, арçын ачасем те хаваспах çÿ-реççĕ. Кирилл Федотов, Николай Филиппов тата Валера Табаков ыттисемпе пĕр танах ĕçлеме тăрăшаççĕ, вĕсем çекĕлпе çаврашкасем çыхса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Хĕр ачасем вара амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ валли - тутăрсем. Кружока пур класс вĕренекенĕсем те çул такăрлатниех кĕçĕннисем ĕçе хăнăхса ÿсессе пĕлтерет.
- Çыхма пĕлменнисем те кĕске хушăра унăн вăрттăнлăхне парăнтарчĕç, - пĕлтерет "Асамлă çекĕл" кружок ертÿçи. - Ашшĕ-амăшĕ те ачисене вĕрентесшĕн. Хăшĕ-пĕри пăрахас шухăшлă та пулчĕ, анчах та аслисем кружока çÿрени усăсăр пулмасса ăнлантарни вĕсен шухăшне улăштарчĕ. Халĕ вара пĕр урок та сиктермеççĕ, юратаççĕ. Эпир эрнере пĕр хут пухăнатпăр, ачасем куншăн кăшт пăшăрханаççĕ - ытларах тĕл пулас кăмăллă. Кĕркуннехи каникулта та, хĕллехинче те пуçтарăнса ăсталăха ÿстертĕмĕр. Çуркунне вара шкулта курав ирттерес шухăшлă. Тантăшĕсен пултарулăхĕпе пурте паллашччăр.
Пур енлĕ аталанма тăрăшаççĕ
Шкул ачисем кашни çулах район шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса шкул чысне çÿллĕ шая çĕклеççĕ. Спортра вара яланах çитĕнÿ-пе савăнаймас-тăн, хăш-чухне парăнма та тивет.
Раштав уйăхĕнче Шăхасанта тăван районĕнчи шкулĕ-сем хушшинче баскетболла выляс тупăшу иртнĕ. Ăмăртура Шелттĕм шкулĕн чысне 8-мĕш класс хĕр ачисем хÿтĕленĕ. Финала тухма вĕсене 1 очко çеç çитеймен, çавăнпа 4-мĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Хĕр ачасем волейбол турнирне хутшăнма палăртнă, хальхинче вĕсем мала тухасса шанса тăраççĕ.
Çак уйăхрах предмет олимпиадисем иртсе кайнă. Çитĕнÿсемпе мухтанмалăх пур. Учительсем, ачасем тăрăшни харама кайман. Акă 8-мĕш класри Артем Зайцевпа Володя Семенов район шайĕн- че палăрнă, иккĕшĕ те 1-мĕш вырăна тухнă. Артем чăваш чĕлхи тата обществознани предмечĕсемпе, Володя технологипе иртнĕ олимпиадăра шкул чысне хÿтеленĕ. Артем - вĕренÿ отличникĕ, тĕрлĕ мероприятие активлă хутшăнать, пушă вăхăтра сăвă шăрçалать.
Унсăр пуçне саккăрмĕшсем Юрий Васильевич Осанов ертсе пыракан "Çамрăк патриот" кружока çÿреççĕ, тĕл перессинче, чупассинче вăй виçеççĕ.
- Кружок пурри Тăван çĕр-шыва юратас туйăма аталантарать, - теççĕ ачасем.
Шелттем шкулĕн "çăлтăрĕ"
Улттăмĕш класра вĕренекен Данил Сергеев юрă шăрантарма кăмăллать. Çавна пула шкулти музыка кружокне çÿрет, кунта Сергей Витальевич Сергеев патĕнче ăсталăха туптать.
- Данилăн сасси уçă. Вăл юрлама юратать. Тин çеç "Канаш ентешлĕхĕ" ирттернĕ фестивале хутшăнчĕ, Тав хутне тивĕç пулчĕ. Данил ытларах чăваш халăх тата эстрада çăлтăрĕ-сен юррисене шăрантарать. Музыка класне пурĕ 8 ача çÿрет. Кашнийĕн тĕрлĕ музыка инструменчĕ. Данил Сергеев та баян калать, параппан çапать. Тĕрлĕ концерта, конкурса хутшăнмашкăн Данил валли ятарлă тумтир çĕленĕ. Халĕ нарăс уйăхĕнче иртекен "Мехел" конкурса хатĕрленетпĕр, - пĕлтерчĕ Сергей Витальевич.
Çак пултарулăх камран куçни те паллă. Данилăн ашшĕ те купăс калать, аслă пиччĕшĕ вара Шупашкарти музыка училищинче вĕренет. Савăк кăмăллă Данилăна конкурсра çĕнтермешкĕн ăнăçу сунатпăр! Пурăна киле чăваш эстрадинче çĕнĕ "çăлтăр" çураласса шанас килет.
Ирина КОШКИНА.
Комментировать