Комментировать

4 Дек, 2014

Чи хастаррисем те маттуррисем!

Чăваш Республикинче 9 хула. Куславкка çак йыша 1967 çулта кĕнĕ. Чăваш Енри чи çамрăк хуласенчен пĕри вăл. 1901 çулта кăларнă «Россия. Полное географическое описание нашего Отечества. Среднее и Нижнее Поволжье и Заволжье» кĕнекере ăна деревня Козловка тесе палăртнă. Авалхи хутсенче сельцо Козловка тени те тĕл пулать, мĕншĕн тесен Козловка ялĕпе Богородское (е Белая Воложка) сали тата темиçе ял пĕрлешнĕ. Официаллă вара Куславкка 1671 çулта никĕсленнĕ шутланать. Ĕлĕк ăна «чăх çăмарти пристанĕ» тесе те каланă. Миллионшар çăмарта пуçтарнă кунта, вĕсене Англи таранах ăсатнă. XIX-XX ĕмĕрсенче Куславккара виçĕ причал ĕçленĕ.

Хула çумĕнче тĕнчипе паллă математик Н. И. Лобачевскийĕн именийĕ те пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Куславккара десант планерĕсене кăларнă. 1943 çулхи çуркуннеренпе вара По-2 (У-2) самолетсене те тума тытăннă. Никифор Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» роман-эпопеи шăпах Куславкка таврашĕн- чи чăвашсен пурнăçне сăнарлать.

Эпир вара çак кунсенче Куславкка ачисемпе тĕл пултăмăр. «Тантăш» тусĕ-сене хăйсен туслă класĕпе паллаштарас терĕç вĕсем. Хаваспах сăмах паратпăр маттурсене.

- Тантăшсем, эсир пирĕн тăван хулара пулса курнă-и? Ахăртнех, илтнĕ кăна пуль. Куславкка Атăл хĕрринче, çÿллĕ çыранра вырнаçнă. Çутçанталăк ыта- мĕнчи тăван хула илемлĕ вырăнсемпе пуян.

Атăл тепĕр енче - Мари Эл Республики. Тутарстан Республикин çĕрĕсем те кÿршĕллех. Виçĕ республика чиккинче пурăнатпăр эпир. Куславккаран 10 çухрăмра чукун çул иртет, Çĕпĕре тата Инçет Хĕвелтухăçне Мускавпа çыхăнтарать вăл. Хулапа юнашар патшалăх пĕлтерĕшлĕ Мускав-Чулхула-Хусан аслă çул (М-7) выртать.

Эпир Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта, 5-мĕш класра вĕренетпĕр. Тĕнчери чи туслă класра 25 ача, пурте маттур та хастар. Ăмăртусене, олимпиадăсене хаваспах хутшăнатпăр, малти вырăнсене тивĕçетпĕр.

Пирĕн иккĕмĕш анне, класс ертÿçи - Татьяна Викторовна Каримова. Пирĕн-шĕн мĕнле тăрăшать вăл, чунне пама хатĕр! Эпир вăл мĕнле çунса тăнине куратпăр та - тата та аванрах вĕренме, хамăра тата та лайăхрах тытма тăрăшатпăр.

Пирĕн пирвайхи учительница - Лилия Михайловна Шаготова. Ÿснĕçемĕн эпир ăна ытларах та ытларах тав тăватпăр. Шкула çÿреме тытăнсан, 1-мĕш класра эпир нимĕн те пĕлместĕмĕрччĕ тесех йышăнмалла. Лилия Михайловна вулама, çырма, шутлама çеç мар, хамăра шкул ачи пек туйма, тытма вĕрентрĕ. Эпир ăна чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

Тантăшсене савăнса (кăштах мухтанса!) çакна та пĕлтерер: хулара пурăнатпăр пулин те чăваш чĕлхи урокĕ- сене питĕ кăмăлласа çÿретпĕр. Чăваш чĕлхи вĕрентекен Валентина Павловна Ефимова питĕ ырă кăмăллă та илемлĕ çын. Ачасене чăваш чĕлхин пуянлăхĕ-пе хавхалантарма та ăста. Валентина Павловнăпа пĕрле Эверест тăвне те тепĕр май нимĕн те мар çавăрса хума пулассăнах туйăнать (чĕнтĕр те хуштăр кăна)!

Пытарса тăмалла мар, пурне те пĕлтермелле: шкулта тĕнчери чи лайăх вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Иккĕмĕш тăван килĕн асамĕ пире яланах ăшăтса тăрать. Таврапĕлÿ музейĕ те тăван кил ăшшиллĕ. Ăна чăваш кил-çурчĕ пек йĕркеленĕ, сăпкари ача та пур унта! Кипкепе чĕркенĕ пысăк пукане пире ăнлансах пăхса выртнăн туйăнать - паллать те пулмалла пире. Музейра хуçалăхра авал усă курнă ĕç хатĕрĕсемпе, савăт-сапапа, тумтирпе паллашма пулать. Пирĕн çĕршыв тата тăван тăрăх историйĕпе çыхăннă экспонатсем те нумай.

Кĕскен паллаштартăмăр хамăрпа. Ĕнентĕр пуль ĕнтĕ пирĕн 5-мĕш класс çут тĕнчери чи туслă та хастар класс пулнине?

Пур ачасен ячĕпе -

Юлия НИКОЛАЕВА, Динара МУХАМЕДЗЯРОВА, Кристина СМИРНОВА,

Валерия МОСКОВКИНА (сăнÿкерчĕк-ре сулахайран сылтăмалла тăраççĕ).

Вĕренекенсемпе калаçаканĕ -

Владимир СТЕПАНОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.