Комментировать

4 Дек, 2014

Юрла, Катя, юрла, е юрă - туйăмсен сасси

Юрă - халăх пурнăçĕн çутă тĕкĕрĕ. Илемлĕ те çепĕç юрă ăшă калаçуран та çăмăлраххăн юхать. Сăмахпа калайман шалти ăшри шухăш-туйăма вăл уççăн пĕлтерет. Юратнă юрра юрласа ярсан çын лăпланать, чĕри ыратни те, тунсăх пусарса тăни те манăçать. Юрăпа юлташлă çын ырăпа юлташлă теççĕ.

Юрăра - хĕвеллĕ çу кунĕ

Кăçал çулла июнь-июль уйăхĕсенче ачасен тата çула çитнисен куçăн мар майпа пĕтĕм Раççейри «Мелодинка» вокал тата музыка конкурсĕ пулса иртрĕ. Унта «Эстрада вокалĕ» номинацире Шупашкарти 137-мĕш ача садне çÿрекен çичĕ çулти Екатерина Барсукова лауреат ятне тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл «Дед Мороз и лето» мультфильмри «Песенка о лете» юрă шăрантарнă. Юрă сăмахĕсене Юрий Энтин поэт, кĕввине Евгений Крылатов композитор çырнă.

Конкурса 15 номинаципе 24369 юрăç хутшăннă май çĕнтерÿçĕсене октябрь вĕçĕнче çеç палăртма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Ырă хыпар пуриншĕн те пысăк савăнăç. Культура çулталăкĕнче çакнашкал çитĕнÿ туни ача садĕнче музыка ертÿçипе Лилия Радиковна Сафинăпа аслă ушкăнри ачасен воспитательне Ирина Владимировна Ярутковăна уйрăмах савăнтарчĕ.

- Кăçалхи çуркунне те Катьăна «Мама» юрă юрлаттарса пĕтĕм Раççейри «Талантоха» пултарулăх конкурсне хутшăнтартăмăр, - терĕ Ирина Владимировна. - Çĕнтерчĕ, «Юрă тата музыка пултарулăхĕ» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ку пирĕн йыша çĕнĕ хавхалану пачĕ. Ача садĕнчи кашни ушкăнра юрăсем çĕкленÿллĕн янăрама пуçларĕç. Катя та Лилия Сафина пулăшнипе хăйĕн ăсталăхне малалла ÿстерсе пычĕ. Маттур, питĕ маттур. Тантăшĕсене ырă тĕслĕх кăтартать, кĕвĕ-çемĕпе килĕ- шÿллĕн васкамасăр та çепĕççĕн юрлама хавхалантарать.

Ача садĕнчи музыка ертÿçи Лилия Рафиковна Сафина аслă ушкăнри Катя Барсукова нумай юрă юрлама пĕлнишĕн питĕ кăмăллă.

- «Песенка о лете» юрра эпир ушкăнра икĕ çул каялла çу кунĕсенче юрлама пуçларăмăр, - терĕ вăл. - Ăшă юрă. Ачасене питĕ килĕшрĕ. Сăмахĕсем ансат, ăнланмалла. Кĕвви те çăмăл, çемçе, пĕр кăлтăксăр юхать. Унашкал юрăсене ачасене вĕрентме те чăрмавлă мар. Катя унăн кашни сăмахне ăнланса, чĕри патне питĕ çывăха илсе юрланипе палăрчĕ. Иртнĕ кĕркунне республикăри ачасен «Талантсен фейерверкĕ» конкурсра ăна юрласа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал çулла Ирина Владимировна Катя çак юрра юрланă чухне кĕвĕ çеммипе хăйне килĕшÿллĕ тыткаланине, пур хус-канăвĕсем те вырăнлă пулса пынине палăртрĕ. Çапла вара «Песенка о лете» юрă пĕтĕм Раççейри «Мелодинка» конкурса хутшăнчĕ.

Сип-симĕс тавралăх. Тÿпере ирхи хĕвелĕн ылтăн урапи хуллен кусать. Ыраш пуссинче çил ачи пучахсем шутлать. Кăшт пĕчĕк хусканурах кашни пучах хăй майлă кĕвĕ тупать тата. Кăн-кăвак утмăлтурат чечекĕсем кĕмĕл сывлăм тумламĕсене тăкаççĕ. Юмахри пек тавракурăм ĕмĕт тĕнчине уçать. Юрла, Катя, юрла! Çутçанталăк юрăç кăмăлĕпе çураçуллă-çке.

Вот оно какое, наше лето,

Лето яркой зеленью одето,

Лето жарким солнышком согрето,

Дышит лето ветерком.

Чунри пĕтĕм хумханăва пусарăнтарса юрăн пĕр куплетне юрланă ĕнтĕ. Халĕ çăмăллăн сывласа ямалла та, кăвак кĕпепе килĕшÿллĕ хусканусем туса, хушса юрламаллине ирĕке кăлармалла.

Ля-ля-ля ля-ля-ля

Ля-ля-ля-ля-ля ля-ля-ля-ля

Ля-ля-ля ля-ля-ля

Ля-ля-ля-ля-ля ля-ля...

Сар хĕвел çĕкленнĕçемĕн уçăлса пырать инçет. Акă унăн хĕлхемĕ вăрман катинчи çулçăсем çинче çиçме пуçларĕ. Сукмак хĕрринче симĕс шапасем сиккелеççĕ. Унта та кунта лĕпĕшсем мăшăррăн ташлаççĕ. Ĕшнери пин-пин чечек пуç тайса савăнать.

На зеленой солнечной опушке

Прыгают зеленые лягушки.

И танцуют бабочки-подружки,

Расцветает все кругом...

Ăшă юрă. Çиччĕри юрăçăн пит-куçĕ кашни çаврăм пуçламăшĕнче çиçсе çуталать. Йăл кулă палăрса илет. Сăвăри кашни сăмах чăнлăх куçĕпе тап-таса. Юрă çепĕççĕн янăраса вăй илет те пĕтĕм чуна килентерет. Юрăçăн йĕс шăнкăрав пек сассин хумĕ итлекенсен чунĕсене сĕртĕнет. Хăй те çут çанталăк ытамне лекнĕн, хĕвел айĕнче вăрман хĕррипе утнăн туять.

Юрлать Катя, юрлать, киленсе юрлать.

Юрă - туйăмсен сасси

(кĕске интервью)

- Катя, хĕвеллĕ çу кунне савса юрлакан юрра мĕншĕн суйласа илнĕ эсĕ?

- Пачах суйламан ăна. Малтан ача садĕнче хамăр ушкăнра темиçе хутчен юрланăччĕ. Мана сăмахĕсем питĕ ки- лĕшрĕç. Кĕвви те. Пирĕн валли - ачасем валли çырнă ăна. Пĕрре çапла кукаçи çуралса ÿснĕ яла кайрăмăр та - вăрмана кĕтĕмĕр. Кунĕ ăшă, пĕлĕтсĕр. Хĕвел пăхать, вăштăр-вăштăр çил вĕрет те чечексем хумханаççĕ. Хитре кайăксем вĕçсе çÿреççĕ. Темшĕн юрламаççĕ. Йывăçсем çинче мăйăрсем курăнаççĕ. Эпĕ сукмакпа алăсене сулкаласа утнă май хам тĕллĕнех çак юрра тăсса янă иккен. Чăтаймарăм вĕт. Кукаçипе кукамай мана курса шалт тĕлĕнсе кайнă - алă çупса тăраççĕ. Маншăн савăннă. Çавăн пек пысăк телейшĕн ялан юрлассăм килет.

Юрлатăп та. Вунпилĕк юрă пĕлетĕп. Атте-анне ирĕк парсан, телевизорпа мультфильмсем пăхатăп. Унта артистсем юрă юрласан, эпĕ те пĕрле юрлатăп. Кăçал ăнсăртран «Дед Мороз и лето» мультфильм та куртăм. Мĕн тери савăнăç! Юрларăм паллах.

Лето, лето жаркое недаром,

Лето это хорошо.

- Çапах та сана мĕнле юрăсем килĕ-шеççĕ?

- Ушкăнпа юрламаллисем. Анчах юрăсен сăмахĕсене тупма питĕ кансĕр. Эпĕ нумай хулара çав шутра Мускавра, Хусанта, Анапăра, ют çĕршывсенче - Египетра, Турцире, Кипрта пулнă. Вĕсем çинчен те юрлас килет. Ют чĕлхесем вĕренмелле. Питĕ илемлĕ тăрăхра пурăнатпăр эпир. Пирĕн енче пĕлĕтсем те тÿ- лек, ют çĕрте вĕсем - çапкаланчăк. Тата йĕри-тавра тинĕс те тинĕс...

- Халĕ мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнатăн, Катя?

- Калама та пĕлместĕп. Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренетĕп. Коля пиччепе пĕрле çÿ- ретĕп. Манăн ранец питĕ йывăр. Пичче çиччĕмĕш класра пĕлÿ илет те ăна çĕклесе пулăшать.

Унтан килетĕп те Степан Павлов ячĕллĕ музыка шкулне чупатăп. Фортепиано уйрăмĕнче пĕрремĕш класра вĕренетĕп. Çавăн пекех чустаран тĕрлĕ кĕлеткесем çыпăçтарса ăсталамалли «Соленое тесто» кружока çÿретĕп. Пур çĕрте те лайăх вĕренетĕп. Юрлатăп та, пианино та калатăп. Пĕр ĕмĕт - вĕренмелле, вĕренмелле...

Кĕркуннехи каникул кунĕсенче çеç çăмăллăн сывласа ятăм. Çапах та асаннепе пĕрле хам ÿссе çитĕннĕ 137-мĕш ача садĕнче пĕр кун ирттертĕм. Тунсăхланă вĕт. Тантăшсене кĕнеке вуласа патăм, хам вĕренекен шкулсен пурнăçĕпе паллаштартăм. Мана юрлама вĕрентнĕ Лилия Рафиковнăна тата юратнă воспитателе Ирина Владимировнăна тав турăмăр.

- Пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусеем, вĕренÿре çитĕнÿсем сунатăп, Катя. Тавтапуç.

Герман ЖЕЛТУХИН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.