Архив - 7 Авг, 2014 - Тантăш
Чăваш Китайра та чăвашах
Çĕмĕрлесем - çĕнтерÿçĕсем!
Ачана техника тĕлĕ-шĕнчен пултарулăхне, ăсталăхне аталантарма пулăшас тесе пирĕн республикăра нумай ĕç туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе "Профильлĕ инжеренипе техника класĕсем" ятарлă республика проекчĕ те ăнăçлă ĕçлет. Паян нумай-нумай шкулта çак енĕпе ятарлă классем уçнă, вĕренекенсем авиа тата судомоделировани кружокĕсене юратса та хавхаланса çÿреççĕ.
«Пушкăртра çеç мар пулăпăр иксĕмĕр...»
"Уфа" сăмах пĕлтерĕшне тĕрлĕ тĕпчевçĕ тĕрлĕ ăнлантарать. Пĕрисем "уба" авалхи тĕрĕк сăмахĕнчен /вăл "сăрт", "тĕмеске" тенине пĕлтерет/ пулса кайнă теççĕ. Тепĕр ушкăна кĕрекен тĕпчевçĕсем Уфа ятлă юхан шывăн авалхи "Уппа" ятран пулнă теççĕ. Пушкăртсен "Упай" йăх-несĕл ятран та пулма пултарнă текен сăмах-юмах та пур.