«Пушкăртра çеç мар пулăпăр иксĕмĕр...»
"Уфа" сăмах пĕлтерĕшне тĕрлĕ тĕпчевçĕ тĕрлĕ ăнлантарать. Пĕрисем "уба" авалхи тĕрĕк сăмахĕнчен /вăл "сăрт", "тĕмеске" тенине пĕлтерет/ пулса кайнă теççĕ. Тепĕр ушкăна кĕрекен тĕпчевçĕсем Уфа ятлă юхан шывăн авалхи "Уппа" ятран пулнă теççĕ. Пушкăртсен "Упай" йăх-несĕл ятран та пулма пултарнă текен сăмах-юмах та пур. Халăх хушшинче халап та çÿрет. Пĕр çул çÿревçĕ вăрăм çула утса тухнă хыççăн хула пулмалли вырăна канма ларнă та "Уф, Алла" /куçарсан "О, Аллах!" пулать/ тенĕ имĕш. Анчах ку халап шутĕнче кăна.
Удмурт çĕр-шывĕпе, унти халăх кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе нумайччен паллашнă хыççăн Шурсухалпа Темтепĕлейкин çулĕ малалла выртрĕ. Хисеплĕ ватăпа маттур çамрăк Пушкăрт Республикине те çитсе курма тĕллев тытрĕç. Хальхинче автобуспа çула тухас тесе меллĕ те çемçе ларкăчсене вырнаçса вăрăм çула кĕскетрĕç. Вăрмансемпе улăх-çарансем, сăртсемпе тусем хыçа юлса пыраççĕ. "Хура ылтăн" уçлакан вышкăсем унта та кунта ĕçлени курăнать, ăратлă утсем ешел курăк çинче çÿрени илĕртет, ĕçчен халăх таçта васкани кăмăла çĕклет... Таçта та çитсе курма ĕмĕтленнĕ икĕ чăваш çул çÿревçи ерипен Пушкăрт Республикин тĕп хулине Ĕпхĕве çитсе пыраççĕ.
Ĕпхÿ – пысăк хула. Унта промышленность вăйлă аталаннă, культура учрежденийĕ те чылай. Наука учрежденийĕ те тĕрлĕрен пур. Хула лаптăкăшĕ ?çурçĕртен кăнтăра çити% - 53 километрпа танлашать, сарлакăшĕ ?хĕвел анăçĕнчен хĕвел тухăçне% - 28 километр. Ĕпхÿ таврашĕнче вăрман, юхан шыв пур. Тăвайккиллĕ тÿремлĕхрен пуян пулнăран кунта спортăн сăрт-ту тĕсĕпе тĕрлĕ ăмăрту та ирттерме питех те меллĕ.Ĕпхÿре темиçе спорт комплексĕ те пур. Вĕсене спортсменсем кăна мар, спорт çуле çине тăма ĕмĕтленекенсем те, ăнтăлакансем те васкаççĕ. Халăх хушшинче сывлăха çирĕплетекен Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи "Биатлонпа" "Трамплин" спорт комплексĕсем тата "Ак йорт" сăрт йĕлтĕрçисен комплексĕ, "Олимпик Парк" уйрăмах ырă ята тивĕçнĕ.
Хальхи Ĕпхÿ вырăнĕнче тахçан авал пысăк та пуян хула пулнă. Вăтам Ази, Çĕпĕр, Атăл тăрăхĕнчи хуласенчен суту-илÿпе çÿрекенсене çыхăнтарнă. 1574 çулта крепоç туса хунăранпа хула никĕсленнĕ тесе шутлаççĕ.
Паян Ĕпхÿре пĕр миллион ытла çын пурăнать. Вырăс, тутар, пушкăрт çыннисемпе пĕрле чăвашсем, çармăссем, украинсем, мордвасем, удмуртсем тата ытти халăх туслă пурăнаççĕ.
Пушкăрт Республикинче нефть продукчĕсене тирпейлекен, прибор тăвакан завод чылай. Микроэлектроника завочĕ те тулли хăватпа ĕçлет. Строительство вăйлă аталаннă, йывăç тирпейлекен, фармацевтика, апат-çимĕç тата ытти предприяти йĕркеллĕ те тухăçлă ĕçлесе пырать.
Ачасем валли кану çурчĕ, тавра курăма аталантармалли çуртсем темĕн чухлех. Театрсемпе музейсем кашни çынна тарават кĕтсе илеççĕ. Университетсемпе институтсем çамрăксемшĕн яланах уçă.
Ĕпхÿ архитектури те пуян тата хăйне май илемлĕ. Авалхи çуртсем паян та хулана хитрелĕх парнелеççĕ. С.Т.Аксаков çыравçăн, М.В.Нестеров ÿнерçĕн çурчĕсем аванах упранса юлнă. Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕнче Федор Шаляпин тĕнчипе паллă юрăçă тата Рудольф Нуреев паллă ташăçăпа хореограф хăйсен пултарулăхĕнчи малтанхи утăмĕсене тунă.
Ĕпхÿрен Юрий Шевчук, Земфира паллă музыкантсем тĕнче искусствине тухма пултарнă. Владимир Спиваков сĕрме купăсçă тата дирижер та çак тăрăхранах тухнă. Сергей Довлатов çыравçă та Пушкăрт çĕр-шывĕнчех çитĕннĕ.
Пушкăртсем хăйсен наци паттăрĕпе Салават Юлаевпа чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Ăна сума суса 1967 çулта Сосланбек Тавасиев скульптор тата художник вунă метр çÿллĕш палăк туса хатĕрленĕ.
- Вăт, мăнукăм, мĕн кăна пĕлмерĕмĕр паян иксĕмĕр. Питех те интереслĕ çул çÿрев, - терĕ Шурсухал хăйĕн вăрăм та тирпейлĕ çÿçне аллипе якатса. - Чи хакли те сумли вара акă мĕн: Пушкăрт çĕрĕ пире нихăçан манăçми хаклă çынсем парнеленĕ. Константин Васильевич Иванов тата Ухсай Яккăвĕ çыравçăсене. Вĕсем иккĕшĕ те Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче кун çути курнă. Чаплă произведенисем çырса хăварнă вĕсем чăваш халăхĕ валлиĕ Вĕсен ĕçĕсене тĕнчери нумай чĕлхене куçарнă. Çак икĕ МАТТУР пирки эсĕ "Тетте" журналта кĕскен вуласа пĕлнĕччĕ. Кĕçех шкула вĕренме кайăн та унта тата та тĕплĕнрех ăнлантарĕç.
Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулне чăваш чунлĕ ачасем вĕренме çÿреççĕ. Вĕсем вĕренÿре кăна мар, пур çĕрте те çитĕнÿ туса тăван халăх ятне çÿлте тытаççĕ. Вăт çавăн пек маттурсем çитĕнеççĕ кунта.
Пĕлетĕн-и тата, мăнукăм, çакна/ Пушкăртра чăвашсем тк нумаййăн пурăнаççĕ. Чăваш ачисем эсĕ юратса вулакан "Тетте" журнала, "Тантăш" хаçата, аслăраххисем "Самант" журнала, ашшĕ-амăшĕ Шупашкарта пичетленекен чăваш хаçат-журналне юратса çырăнаççĕ, кăмăлласа вулаççĕ.
- Тĕлĕнмелле республика иккен ку! Питех те килĕшрĕ мана кунта. Анлă уй-хирĕ, ĕçчен çыннисем, кăмăллă халăх... - савăнăçне ниçта пытараймарĕ Темтепĕлейкин. - Вăт, асатте, санпа çул çÿреве тухса эпĕ питех те тĕрĕс турăм. Тĕнчене курмаллах. Пирĕн çĕр-шыв пуян та илемлĕ, пысăк та.
- Чим, кĕçех иксĕмĕр тата урăх тăрăха çитĕпĕр. Хальлĕхе ку вăрттăнлăх пултăр, - терĕ Шурсухал мăнукне шахвăртса.
- Килĕшетĕп! - ялт! кăна сиксе тăчĕ ура çине Темтепĕлейкин.